Пӑтӑрмахсем
![]() Полицейски сӗтев илме хӑтланни пирки тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен ӗнер кӑна эпир хыпарланӑччӗ. Паян, акӑ, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ йӗрке хуралҫипе ҫыхӑннӑ тепӗр ӗҫ пирки пӗлтерет. Ку тӗслӗх право хуралӗн тытӑмӗнче тӑрӑшакан ҫын 13 хӗрача ҫумне ҫулӑхнипе ҫыхӑннӑ. Усал ӗҫе Шупашкар районӗнчи 32-ри арҫын тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Хайхи Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче кинолог-инспекторта тӑрӑшать-мӗн. Раштавӑн 12-мӗшӗнче вӑл мӑшӑрӗ опекӑна илнӗ хӗрача ҫумне ӳсӗр пуҫпа ҫулӑхнӑ имӗш. Ҫакӑн пирки хӗр пӗрчи усрав амӑшне систернӗ, лешӗ — йӗрке хуралҫисене. Ку ӗҫ пирки халӗ тӗпчев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ. Кама мӗн килӗшни пирки калама хӗн те, эпӗ хам кӑмӑла кайнӑ икӗ самант пирки чарӑнса тӑрасшӑн. Пӗрремӗшӗ вӑл — Чӑвашра вырӑн ҫитменнипе вӑй питтисем республика тулашӗнче ӗҫлесе ҫӳрени. Михаил Игнатьев кун пек хуласен шутӗнче Мускава, Питӗре, Хусана асӑнса хӑварчӗ. Унта кӑна-и, Уралпа Ҫурҫӗр таранах тухса каякансем пур. Арҫын тени килшӗн тӑрӑшни аван-ха. Анчах ҫичӗ ютра ҫӳрекен ҫын ҫемьепе пӗрле пулманнине йӗркеллӗ теейӗн-ши? «Ар епле — йыш ҫапла», — терӗ Михаил Васильевич. Ҫемьесем тулли мар тӑрса юлни арӑмӗпе упӑшки хушшинчи хутшӑнусене витӗм кӳнине палӑртрӗ вӑл, пуринчен ытла ҫакӑ ачасене воспитани парас ӗҫе пырса тивет. Пирӗн республикӑра халӑх йышӗ пысӑккине тата ӗҫ вӑйӗ нумаййине пӗлетпӗр. Анчах ҫакӑ тӳрре тухмалли сӑлтав маррине палӑртса хӑварчӗ Михаил Игнатьев. Ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерес тата ялта тӑрӑшакансен ӗҫ укҫине ӳстерессипе республика правительствин те, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен те, усламҫӑсен те пӗрлехи мерӑсем йышӑнмалла. Тепӗр самант — чӑвашлӑхпа ҫыхӑнни тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Акӑ епле каларӗ республика Элтеперӗ килес ҫул ҫӗршывра Культура ҫулталӑкӗ тесе йышӑнни пирки чарӑнса тӑнӑ май: «Халӑха сыхласа хӑварас ӗҫ чи малтан кил-йышран, ҫемьерен пуҫланать. Тӑван килте ашшӗ-амӑшӗ пӗр-пӗринпе, ҫав хушӑрах ачисемпе те чӑвашла калаҫсан, вӗсене халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе, чӗлхипе, ташши-юррипе мӗн пӗчӗкрен паллаштарса пырсан тата юратма-хисеплеме вӗрентсен ҫак ӗҫе пурнӑҫлама ҫӑмӑлрах пулнӑ пулӗччӗ. Патшалӑх органӗсенче вӑй хуракансен, культурӑпа вӗренӳ ӗҫченӗсен, халӑх пӗрлешӗвӗсен пайташӗсен чӑвашлӑха сыхласа хӑварас ӗҫре чи малта пулмалла. Пирӗн ҫамрӑк ӑру ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла. Вӗсем хамӑрӑн пуян культурӑпа тата историпе мухтанма-мӑнаҫланма пуҫласан, йӑла-йӗркене ҫӗнӗлӗхсем кӗртсех тӑрсан кӑна халӑхӑмӑр сыхланса юлас шанчӑк пур. Нумай ҫул аталанса пынӑ халӑх ҫӗр пичӗ ҫинчен ҫухалмалла мар. Ку енӗпе пирӗн пурин те ҫине тӑрсах ӗҫлемелле». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Нумай пулмасть эпир «Чӑваш йӑмри» литература ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетрӗмӗр — хӑш шкул ачи мӗнле вырӑн йышӑннине пӗлтертӗмӗр. Конкурса хутшӑнакансене эпир раштав уйӑхӗнче чыслас шухӑшлӑччӗ те, анчах «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» кӗнекене хатӗрлесси вӑраха тӑсӑлнӑ май ку мероприятие тепӗр ҫул ирттерме тивет пуль. Малтан, ҫав-ҫавах кӗнеке хӑтлавне тумалла, кайран ун хыҫҫӑн тин эпир кӑҫалхи литература ӑмӑртӑвне хутшӑнакансене парнесемпе тата хисеплӗ хутсемпе чыслама пултарайратпӑр. Ҫавах та, ачасене хавхалану кӳрес тӗлӗшпе кашни валли эпир ӗнентерӳ хучӗсен электронлӑ варианчӗсене хатӗрлерӗмӗр. Кӑмӑл пур пулсан эсир вӗсене ҫак каҫӑпа илме пултаратӑр: chuvash.org/knege/cert/certificat.html. Тӳрех пӗлтеретпӗр: ӗнентерӳ хучӗсене шкул ачисем валли кӑна хатӗрленӗ. Вӗсене тума та ятарлӑ скрипта явӑҫтарнӑ, ҫавӑнпа та пӗр-пӗр йӑнӑш тупӑнсан пирӗн пата ҫырса ярӑр (amartu@chuvash.org), эпир вара ӑна тепӗр хут алӑпа ӑсталаса сире ярса парӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫапах та хальлӗхе капла ҫирӗплетсе калама иртерех-ха, мӗншӗн тесен Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем капитан улталама пӑхнӑ тесе тӗпчев пуҫарса янӑ кӑна-ха. Паянхи куна ҫакӑ паллӑ темелле. Тӗпчевҫсӗем шухӑшланӑ тӑрӑх, капитан кӑҫалхи юпа уйӑхӗн вӗҫӗнчен тытӑнса раштавӑн 12-мӗшӗччен Шупашкрати пӗр усламҫӑран 135 пин тенкӗ илнӗ. Ӑна вӑл пулӑшса тата хӳтӗлесе пыма тесе сӑптӑрнӑ пулать. Укҫана черетлӗ хут илме тӑнӑ вӑхӑтра полицейские ярса илнӗ. Ҫав ҫын — Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗнче ӗҫлекен оперуполномоченнӑй. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Гуманитари ӑслӑлӑхне сарассипе ӗҫлекен канаш ларӑвӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Чӑваш халӑхӗн наци патшалӑхӗн историйӗ» ӑслӑлӑх ӗҫне пичетлеме ӗмӗтленет. Ҫак ыйтӑва республикӑра гуманитари ӑслӑлӑхне сарассипе ӗҫлекен канаш ларӑвне ирттернӗ чух ҫӗкленӗ. Кӗнекене Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 2020 ҫулта 100 ҫул ҫитни тӗлне хатӗрлесе ҫитересшӗн тата кун ҫути кӑтартасшӑн. Кунсӑр пуҫне наци юхӑмӗпе Чӑваш автономине йӗркелени ҫинче икӗ томпа кӗнеке кӑларма шухӑшлаҫҫӗ. Кун валли республика Элетепӗрӗн кӗмӗлне ҫӗнсе илессе шанаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫуркунне Чӑваш Ен патшалӑх пулма пӑрахрӗ. Кун пирки республика Конституцине улшӑну кӗртнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Малтан аслӑ шкул ячӗ чӑвашла кӑна пулнӑ «Хавал» халӑх пӗрлӗхӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне республикӑри икӗ патшалӑх чӗлхин пӗртанлӑхне пӑхӑнма чӗнсе каланӑ. Ҫырӑва Андрей Александров ректор ячӗпе шӑрҫаланӑ. Алла ручка тытма тивнине хастарсем аслӑ шкулӑн тӗп корпусне кӗмелли вырӑнта университет ятне икӗ чӗлхепе ҫырса хуни хистенӗ. Унччен вӑл чӑвашла кӑна пулнӑ. «Хавалҫӑсем» ЧПУ ик чӗлхене хисепленине ырланине палӑртнӑ, анчах ку ырӑ ӗҫе мӗншӗн ят чӑвашла кӑна тӑракан вырӑнта туса ирттернине ӑнланманнине палӑртнӑ. Вырӑсла кӑна ҫырса ҫапнӑ ятсене вара икӗ чӗлхе ҫине, тепӗр майлӑ каласан, чӑвашла куҫарманни вӗсене тӗлӗнтернӗ. «Хавал» хастарӗсем ЧПУри факультетсемпе филиалсен ячӗсене вырӑсла кӑна ҫырса хунине асӑрханӑ. Икӗ чӗлхен пӗр танлӑхне ҫурт ҫинче кӑна мар, информаци стенчӗсемпе вестибюльсенче тата коридорсенче те пӑхӑнмаллине палӑртнӑ вӗсем. Хальхи вӑхӑтра ун пек ҫырса хунисем питӗ сайра тӗл пулаҫҫӗ иккен. Аслӑ шкулӑн сайтӗнче те чӑваш чӗлхи валли вырӑн ҫукраххине асӑрханӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Выртан каска мӑкланӑ, ҫӳрен каска якалнӑ теме кӑмӑллатчӗ кукамай. Паян ку каларӑша темле йышӑнмалла ӗнтӗ?.. Ҫичӗ ҫӗре тухса каймасӑр та май ҫук теҫҫӗ те хӑшӗсем — аптӑравлӑ. Таса-сывӑ таврӑнсан тем мар-ха, анчах инкек-синкек курса ларасси те пулать-ҫке хӑш чух. Сарӑмсӑрлӑхран кунта та никам та шантарса калаймассине ӑнланатпӑр-ха, ҫапах та укҫа тума кайнӑ ҫын ют ҫӗртен тупӑкпа килни питех те кулянтарать-ҫке. Ӗнер, акӑ, Коми Республикинче вӑй хуракан арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унта вӑл кранпа ӗҫленӗ. Сыктывкар хулине кӗрекен Човью текен тӑрӑхра вӑл «КомиЭкспоТрейд» компанире тӑрӑшнӑ. Инкек пирки тӗпчевҫӑсем ӗҫсыхлавӗн правилисене пӑснине пула ҫын вилнӗ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ют ҫӗре ӗҫлеме тухса кайнӑ ҫынсем инкек курни унччен те пулкаланине аса илтерет «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Чулхулари стройкӑра каменщик вилнӗ. Сочири Олимп стройкинчен таврӑнакан арҫынсем Пенза облаҫӗнче ҫул ҫинчи инкекре куҫ хупни те чылайӑшӗн асӗнче. Омск облаҫӗнче вӑрман касакан арҫын хурт-кӑпшанкӑ сӑхнипе кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() «Око» уҫлӑхташ Виҫмине, раштавӑн 18-мӗшӗнче, Ҫӗр ҫине Совет Союзӗ вӑхӑтенчех вӗҫтерсе янӑ «Око» ҫар уҫлӑхташӗ (спутникӗ) ӳкмелле иккен. «Вымпел» патшалӑхпа акционерсен корпорацинче пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл Инди океанӗ таврашӗнче персе анмалла. Хальхи вӑхӑтра ун перегей ҫӳллӗшӗ 90 ҫухрӑмпа танлашать — тепӗр май каласан вӑл атмосферӑна перӗнме пуҫланипе танах. «Око» уҫлӑхташа хӑй вӑхӑтӗнче Плесецкран «Молния-М» ракетӑпа вӗҫтерсе янӑ, унӑн баллистика ракетисене ярсан систермелле пулнӑ. Ҫак уҫлӑхташсен орбитисем ҫуллӗ эллипслӑ та ҫурматалӑклӑ. Унашкал космос аппарачӗсем тӗнче уҫлӑхӗнче вуншар ҫул та вӗҫме пултараҫҫӗ, ҫав хушӑрах темиҫе уйӑхран та персе анайраҫҫӗ. «Око» йышши аппарата пирӗн патшалӑх пурӗ 86 штук вӗҫтерсе янӑ иккен, юлашкинчен — 2010 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнче. Вӗсен йывӑрӑшӗ — 1250 кг. 2014 ҫулӑн малтанхи кунӗсенче тепӗр уҫлӑхташ ӳкмелле иккен — ку хутенче «Молния-3-45» ятлӑскер. «Вымпел» ӗҫченӗсем унӑн кунне кӑрлачӑн 1-3-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри тӑрӑмпа хастарсене паллашма халӗ те чармаҫҫӗ-ха. Ӳлӗмрен вара ҫакна саккун йышӑнсах ҫирӗплетесшӗн. Асӑннӑ отрасльте халӑх тӗрӗслевӗ туса хурасси ҫинчен калакан саккун проектне Раҫҫейӗн патшалӑх Думин депутачӗсем пӗрремӗш вулавпа йышӑннӑ та ӗнтӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем ассоциацисене пухӑнсах ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен управляющи компанисен ӗҫне хаклама тата тӗрӗслеме пултарӗҫ. Вӗсене надзор органӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме ҫул уҫса парасшӑн. Халӑх пӗрлешӗвӗсен управляющи компанисен кашни утӑмне тӗрӗслеме тата вӗсем кашни пус ӑҫта яни пирки сметӑпа отчет ыйтма ирӗк пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Кунта сӑмах Олимп ҫулӑмӗ пирки пырать. Ӑна ҫӗршыв тӑрӑх илсе ҫӳренине тӗрлӗрен йышӑнакансем пур та. Ҫак темӑна кунта та хускатнӑшӑн вулакансем кӑмӑлсӑрланмасса шанатӑп. Олимп вӑййи, мӗн тесен те, тӑтӑш пирӗн ҫӗршывра иртекен мероприяти мар та, ҫапла чыса тивӗҫнин савӑнӑҫне ҫапла палӑртма шухӑшланине ӑнланма пулать те пулӗ. Юрӗ, ку вӑл ум сӑмах вырӑнне пултӑр тейӗпӗр. Олимп ҫулӑмӗ Шупашкара ҫак уйӑхӑн 27-мӗшӗнче килсе ҫитмелле. Ӑна епле ирттерессине паян республикӑн Правительство ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ҫулӑма йӑтма 163 ҫынна явӑҫтармалла. Вӗсенчен кашнине 200-е яхӑн метр лекӗ. Трассӑн пӗтӗмӗшле вӑрӑмӑшӗ — 33 километр. Ҫулӑм Чӑваш Ене ҫитсен ӑна илсе каяс ҫул ҫинче транспорт чупассине вӑхӑтлӑха чарма тивӗ. Шупашкарта хӑш-пӗр вырӑнта ҫула ирхи вунӑ сехетрен пуҫласа каҫхи вуннӑччен пӳлӗҫ. Тӗплӗнрех пӗлес тесен ҫак каҫӑпа пӑхма пулать: gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2671565 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евстафьев Николай Филиппович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |