Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Аварире айӑплӑ депутат Олег Таланов каҫару ыйтнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 28.04.2015 13:05 | 1346 хут пӑхнӑ
Персона

Нумаях пулмасть Олег Таланов депутат пула Шупашкарта оперӑпа балет театрӗ ҫывӑхӗнче авари пулни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл ун чухне ӳсӗр пулнӑ тесе сас-хура сарӑлнӑччӗ.

Унтанпа вӑхӑт нумай иртмерӗ. «Халӑх тарҫи» аварире хӑйӗн айӑпне туйса «Ҫыхӑнура» канашлӑва ҫыру ҫырса каҫару ыйтнӑ. Унӑн ҫырӑвӗпе паллашма сӗнетпӗр. Паллах, вӑл ӑна вырӑсла ҫырнӑ. Эпир ӑна чӑвашла текста ҫывӑх куҫарма тӑрӑшӑпӑр.

«Ырӑ кун! Эпӗ Олег Таланов. Аварире айӑплӑскер. Эпӗ сире ку пулӑм пирки тӳррӗнех пӗлтересшӗн. Пулни-иртни пирки чунран шеллетӗп. Хама ҫеҫ айӑплатӑп. Хама каҫараймастӑп — руль умне кун пек чухне лармалла марччӗ. Ҫав каҫ унта ҫитнӗ Альберт Ильинпа унӑн ӗҫтешӗсем тӗрӗсех пулчӗҫ. Ҫӳлти Турӑ ман ҫине сасӑ хӑпартрӗ. Аварире суранланнӑ ҫыннӑн сывлӑхне питех вӑйлӑ сиен кӳменни енчен ӑннӑ мана. Вӑл урапара пӗччен пынӑшӑн, манӑн айӑп питӗ пысӑк хурлӑх кӳменшӗн Турра тав тӑватӑп.

Ку маншӑн урок. Питӗ вӑйлӑ урок. Хама валли пӗтӗмлетӳ турӑм, никама та кун пек лару-тӑрӑва лекме сунмастӑп. Сирӗн умра айӑплӑ эпӗ. Хамӑн юлташсемпе ӗҫтешсен умӗнче те. Каҫарӑр».

Унтан Олег Таланов канашлура сӳтсе явнине кура хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Вӑл шар курнӑ ҫынна укҫа тӳлеме хирӗҫ пулманнине пӗлтернӗ. Лешӗ ҫӗнӗ урапа унран илме килӗшмен-мӗн. Суранланнине укҫа панӑ ҫӗрте тӗрӗслевҫӗсене чӗнме те хирӗҫ мар вӑл. Депутат урапа хакӗ чухлӗ саплаштарӗ.

Таланов яваплӑхран та тарасшӑн мар-мӗн. Суд мӗнле йышӑну тӑвать — унпа килӗшӗ.

#Шупашкар, #пӑтӑрмахсем, #депутатсем, #ҫул-йӗр, #каҫару

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем