Персона
![]() Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче республикӑн Наци вулавӑшӗнче Василий Димитриев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа пуҫласа «Дмитриев вулавӗсем» иртнӗ. Аса илтерме: паллӑ истори тӗпчевҫи пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче вилчӗ. Вулава йӗркелес шухӑша «Атӑлҫи Пӑлхар» историпе культура фончӗн хастарӗсем, И. Яковлев ячӗллӗ педагогика университечӗ тата И. Ульянов ячӗллӗ университет ученӑйӗсем, республикӑн Вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсемпе драматурсем асӑннӑ иккен. Форума вара историксемпе таврапӗлӳҫӗсем, ҫыравҫӑсемпе учительсем, студентсем, Василий Димитриев профессора аван пӗлнӗ ҫынсем пырса ҫитнӗ. Тӳре-шарапа депутатсем те хутшӑннӑ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн комитечӗсенчен пӗрин ертӳҫин ҫумӗ Олег Князькин, акӑ, паллӑ профессор вырӑс патшалӑхӗн пӗрлӗхне упраса хӑварассине тӳпе хывнине палӑртнӑ. Василий Димитриев пирки унӑн ывӑлӗпе кинӗ аса илсе каласа кӑтартнӑ. Тухса калаҫнисен хушшинче ыттисем те пулнӑ. Борис Чиндыков драматург вара, сӑмахран, Василий Димитриев драматург поэзине епле витӗм кӳнине тишкернӗ. Германирен килнӗ Карина Фрис студентка та сӑмах илнӗ. |
Спорт
![]() Чӑвашсен пӗрремӗш Олимп "ылтӑнне" тивӗҫнӗ Вӑрмар район каччи. 22 ҫулти Валеринан Соколов. Олимп вӑййиччен миҫе кун юлнине те шутласа пыраҫҫӗ хӑшӗсем. Пирӗн те, чӑвашсен. Мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗ унта хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Раҫҫей спортсменӗсем Олимп вӑййине 1904 ҫулта хутшӑнма тытӑннӑ-ха, СССР команди вара ҫуллахи вӑййа чӑвашсем вара пуҫласа 1952 ҫулта, хӗллехине 1956 ҫулта хутшӑннӑ. 1952 ҫулта чӑвашсенчен унта А. Игнатьев хутшӑннӑ. Тепӗр тӑватӑ ҫултан хутшӑннӑ чух вӑл унтан 400 метра чупассипе ӑмӑртса бронза медальпе таврӑнать. Олимп вӑййин пӗрремӗш чемпионӗ ята 1968 ҫулта В. Соколов боксер тивӗҫет. Тепӗр тӑватӑ ҫултан чемпион ятне В. Ярды велочупуҫӑ тивӗҫет. Шӑп та лӑп 20 ҫул иртсен, 1992-мӗшӗнче, Чӑваш Енрен тепӗр чемпион тухать: вӑл — В. Егорова ҫӑмӑл атлетка. 1996 ҫулта Е. Николаева ҫӑмӑл атлетка чемпион пула тӑрать. 1952 ҫултан тытӑнса Чӑваш Енри 32 спорстмен Олимп вӑййинче бокс, баскетбол, ӑвӑсса ишессипе, велчупупа, маунтинбайк енӗпе, ирӗклӗ мелпе кӗрешессипе, йывӑр тата ҫӑмӑл атлетикӑпа, ухӑран тата пульӑпа перессипе, биатлонпа, йӗлтӗрпе тупӑшассипе тата ытти хӑш-пӗр енпе кӗрешӗве тухнӑ. Вӗсем 7 ылтӑн, 4-шар кӗмӗлпе бронза медале тивӗҫнӗ тесе хыпарлать республикӑн Спорт министерстви. |
Чӑвашлӑх
![]() Украинӑри чӑвашсемпе Ҫеҫпӗл тӑван тӑрӑхӗ, Канаш Ен, килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пуснӑ самант Кейӳ (Киев) хулинче чӑвашсен вырсарни шкулне йӗркелеме шут тытнӑ. Капла йышӑну патне Пӗтӗм Украинӑри чӑвашсен пӗрлешӗвӗн отчетпа суйлав пухӑвӗнче килсе тухнӑ. Пухӑва асӑннӑ обществӑн пайташӗсем — пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Надежда Лисовая тата тӗрлӗ хулари ячейкӑсен облаҫри ертӳҫисем тата чӗннӗ хӑнасем пуҫтарӑннӑ. Пухура иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле тишкерсе кӑҫалхи плансене палӑртнӑ. Пӗтӗм чӑвашсене пӗрлештерсе тӑма вара Надежда Лисоваянах хӑварас тенӗ. Унӑн пулӑшаканӗ пулма Кейӳри ячейкӑн ертӳҫине Валерий Сидорова шаннӑ. Вырсарни шкулӗ пирки каласан, вӑл чӑвашла вӗрентӳ пособийӗсемпе кӗнекесене хаваспах йышӑнать. Пулӑшас кӑмӑллисем ҫав хатӗрсене Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ «Республика» хаҫат редакцине (вӑл Пичет ҫуртӗнчи 6-мӗш хутра вырнаҫнӑ) кӗртсе пама пултараҫҫӗ. |
Пӗлтерӳ
![]() «Республика» хаҫата электронлӑ майпа ҫырӑнса илме пулать иккен — ҫулталӑкне (12 уйӑхлӑха) пурӗ 180 тенкӗ. Ҫырӑнакансене хаҫата PDF форматпа электронлӑ почта адресӗпе валеҫме шантараҫҫӗ. Ҫырӑнас тесен редакцине шӑнкӑравлама пулать — 55-20-17, е электронлӑ адреспа — respublika-21@yandex.ru. Хакӗ пирки калас пулсан — ытти мелсемпе ҫырӑнса илес пулсан хаклӑрах ларӗ. Сӑмахран, редакцирен хутла версине илсе тӑрас пулсан 216 тенке ларӗ. Унсӑр пуҫне ку хак — ҫур ҫула кӑна-ха. Ҫур ҫуллӑх хакӗсем «Чӑваш пичет» киоскӗсем урлӑ — 276 тенкӗ, «Раҫҫей Почти» урлӑ — 310 тенкӗ те 32 пус. «Республика» хаҫат 1996 ҫултанпа тухать. Ӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ йӗркеленӗ. Сӑмах май, кӑҫал ку хаҫата «Прессӑн ылтӑн фончӗ — 2014» ятпа тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ӗнер комуналлӑ пулӑшӑвӑн хакӗсене пӑхса тухнӑ, кун пирки республика влаҫӗн тӗп порталӗ пӗлтерет. Утӑ уйӑхӗччен хаксене хальхи пекех хӑварма шантарнӑ пулать — унтан вара вӑтамран 4,9% таран ӳсмелле. Ӑшӑ хакӗ вӑтамран 5,2% хӑпармалла. Шывшӑн 4,7% ыталрах тӳлеме тивӗ. Правительствӑри ларура ҫавӑн пекех управляющи компанисен ӗҫӗ-хӗлне пӑхса тухнӑ — явапсӑр темиҫе компанине те асӑннӑ. Вӗсене ытлашши тӳленӗ укҫана ҫӗнӗрен шутласа пама хушнӑ тата штрафланӑ. Михаил Игрнатьев халӑха ҫурт-йӗр тытакан хуҫалӑхӗсене ытларах тӗрӗслеме ыйтнӑ — пӗр влаҫ органӗсем кӑна пӗтӗм ӗҫе туса ҫитереймӗҫ тесе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Николай Петров Ыран Иван Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Чӑваш чӗлхин историйӗ: иртни тата хальхи» ятпа ҫаврасӗтел иртмелле. Ӑна Николай Петров чӗлхеҫӗ тата чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ 85 ҫул тултарнине халалланӑ иккен. Мероприяти 5-мӗш вӗренӳ корпусӗнче ирхи вунӑ сехетре пуҫланмаллине пӗлтереҫҫӗ. Николай Петрова чӑваш ҫырулӑхӗн тата литература чӗлхин историйӗ пирки ҫырнӑ ӗҫсем тӑрӑх пӗлеҫҫӗ. 1982 ҫулта вӑл чӑваш литература чӗлхин совет тапхӑрӗнчи аталанӑвӗпе йӗркелӗвӗ ҫинчен доктор диссертацине ҫырнӑ. Тепӗр вунӑ ҫултан вӑл «Тӗрӗк чӗлхисем (чӑваш чӗлхи)» специальноҫпа пӗрремӗш диссертаци канашне йӗркелесе ертсе пынӑ. Николай Петров хальхи чӑваш чӗлхин тата чӑваш чӗлхин историне вӗрентнӗ. Вӑл чӑваш чӗлхин виҫине йӗркелекен ведомствӑсем хушшинчи комиссин членӗ те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Комсомольски районӗнчи Чӑваш Эльпуҫ ялӗнче пурӑнакансем паян ирхине ҫутҫанталӑкӑн тӗлӗнмелле пулӑмне асӑрханӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн админситарцийӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк тӑрӑх пӑхсан унта калаҫу суя хӗвел текен пулӑм пирки пырать-тӗр теҫҫӗ. Ун пекки ҫӳллӗ пӗлӗтсен пӑр катӑкӗсемпе хӗвел ҫути ялкӑшсан пулать иккен. Чӑн-чӑн хӗвел пекех туйӑнать иккен вӑл. Ҫак пулӑм темиҫе минута пынине палӑртаҫҫӗ. Пӗлтӗр, кӑрлачӑн 20-мӗшӗ тӗлӗнче, ун пек пулӑма Улатӑрта пурӑнакансем киленме пултарнӑ. Вӑл Сӑр юханшывӗнчен инҫех мар, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, курӑннӑ. Авалхи ҫынсем ун пек пулӑм ӑнлантарӑвне пӗлменнипе асамлӑх вырӑнне хурса хакланӑ. Чӑваш гербӗпе ялавӗ ҫинче сӑнарланнӑ виҫӗ хӗвел чӑваш мифологийӗпе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ҫук, икӗ енӗн хутшӑнӑвӗсем сивӗнни пирки мар. Сӑмахӑмӑр — Сӑр юханшывӗ урлӑ Ҫӗмӗрлепе Нават (выр. Наваты) текен пӑр ҫулӗ уҫӑлни ҫинчен. Пӑр ҫулпа ҫуран ҫӳрекенсем те, машинӑсемпе те каҫма пулать. Анчах автомобильсене кӑнтӑрла кӑна ҫӳреме ирӗк панӑ. Тата ҫил ытлашши хӑвалама юрамасть — хӑвӑртлӑх сехетре 10 километртан пысӑк пулмалла мар. 3 тоннӑран йывӑр машинӑсене те пӑрпа каҫма хушмаҫҫӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви хӑрушсӑрлӑхӑн ытти правилисем пирки те систерет. Тепӗр тесен, сыхланакана Турӑ сыхлать тенине асра тытмалла кӑна-тӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑн Информаци политикин министерстви кадастр инженерӗсене, геодезистсене, спутник хатӗрӗ усӑ куракан ытти организацие референц станцийӗсен тытӑмне тӗрӗслесе тата хакласа пӑхма сӗнет. Пӗлтӗр пирӗн республика ГЛОНАСС/GPS спутник тытӑмӗн тӗрӗсрен те тӗрӗс кӑтартакан сетьлӗ регионӗсен йышне кӗнӗ. Сеть виҫӗ референц станцийӗнчен тӑрать. Вӗсене Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче вырнаҫтарнӑ. Ун йышшисем Чӑваш Енре ҫичӗ штук пулмалла. Вӗсене Куславккара, Улатӑрта, Етӗрнере тата Патӑрьелте тӑвасшӑн. Референц станцийӗсен ҫӗр чиккисене, куҫман ытти пурлӑх тӗлне тӗп-тӗрӗс кӑтартаҫҫӗ иккен. Геодезистсене ӳкерсе тӑкакланнине те вӑл чакарма пулӑшмалла. Референц станцийӗн сечӗпе ӗҫлеме мобильлӗ спутник приемникӗ, ӑна ровер теҫҫӗ, кирлӗ пулать. Ытти хӑш-пӗр япалана та шута илмелле-ха паллах. Ун пирки Информаци политики хӑйӗн сайтӗнчи информацире аван ӑнлантарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри ертӳҫипе Анатолий Аксаковпа тӗл пулнӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнчи кӗске информацире пӗлтернӗ тӑрӑх, курнӑҫура «Чӑваш Енри экономика проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессине, инфраструктура проекчӗсене аталантарассине Раҫҫейӗн регионти банкӗсен ассоциацийне явӑҫтарассине. Патшалӑхпа уйрӑм ҫын килӗштерсе ӗҫлессин механизмӗсене аталантарссине сӳтсе явнӑ». Regnum информаци агентстви Аксаков политик вара «тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнине» пӗлтернине хыпарлать. Сӑмахран, Шупашкар 550 ҫул тата Чӑваш Ен 100 ҫул тултарнине уявлама Мускавран укҫа уйӑрас ыйтусене сӳтсе явнӑ имӗш. Республика кунне уявласси тата ҫав вӑхӑтра тӗп хуламӑрта экономика форумӗ ирттересси пирки калаҫнӑ-мӗн. Уявсем пирки кӑна калаҫаҫҫӗ текенсене лӑплантарар: ҫук, ытти ҫинчен те сӑмахланӑ — пӗчӗк бизнеса тӗкӗ кӳрессин, монохуласене пулӑшассин, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи вилнӗ. | ||
| Федоров Николай Васильевич, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Иван Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта В.И. Чапаев музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта хӑвӑрт утакансен XXIII тӗнче кубокӗ уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |