Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта тутарсем хӑйсен чи пысӑк уявне паллӑ тунӑ. Сабантуй кӑнтӑрлахи 11 сехетре пуҫланнӑ. Чи малтанах пурне те уяв ячӗпе Минкадыр Резяпов, Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑт ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нагим Хасянов саламланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар Имамӗ Минкадыр Резяпов паянхи кун мӑсӑльман тӗнне ӗненекенсемшӗн пысӑк уяв пулнине палӑртнӑ. Унччен Сабантуя ялсенче ҫеҫ уявланӑ тӑк халӗ хуласенче те ӑна паллӑ тӑваҫҫӗ. Уявра ирӗклӗ кӗрешӳ, тутар кӗрешӗвӗ пулнӑ. Аслисем ҫаксене сыхласа хӑварса кӗҫӗн ӑрӑва парса хӑварасшӑн.
Уяв вӗҫленес умӗн асфальт ҫине ӳкернӗ ӳкерчӗксен ҫӗнтерӳҫисене тата кӗрешӳсенче мала тухнисене чысланӑ. Сцена ҫинче Ҫӗнӗ Шупашкар тата Тутар Сӑкӑт ялӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Ҫавӑн пекех Сабантуйра наци вӑййисене, шашка тата шахмат турнирӗсене, викторина ирттернӗ, тутарла сӑвӑсем вуланӑ.