Чӳкӗн 25-30-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗтӗм тӗнчери Максимов ячӗллӗ опера фестивалӗ иртӗ. Фестиваль «Кармен» премьерӑпа уҫӑлӗ.
Ж.Бизен «Кармен» постановкӑна РФ тава тивӗҫлӗ артистки, Пысӑк театр ӑсти Юлиана Малхасянц тата Мускаври ӳнерҫӗ Дмитрий Чербаджи лартаҫҫӗ. Ӑна ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Ольга Нестерова ертсе пырӗ.
Тӗп рольсенче ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Ольга Вильдяева, Дмитрий Сёмкин, Иван Снигерев, Сергей Алексеев, Людмила Яковлева, Михаил Мокшанов, РФ тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш халӑх артистки Мария Еланова, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Сергей Кузнецов, Иван Николаев, Татьяна Тойбахтина, Татьяна Прытченкова, Константин Москалёв, Ольга Васильева, Елена Соколова тата ыттисем вылӗҫ.
Чӳкӗн 26-мӗшӗнче Кармен сӑнарне пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ, Екатеринбургри Надежда Бабинцева калӑплӗ.
Чӳкӗн 27-мӗшӗнче Дж.Пуччинин «Флория Тоска» тӗлӗнтерӗ. Кавардосси сӑнарне Эрменри солист, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Ованес Айвазян вылӗ.
Чӳкӗн 30-мӗшӗнче гала-концерт пулӗ. Унта Хорватири Сандра Пламенац, Китайри Юань Гуанцюань, пирӗн театр солисчӗсем хутшӑнӗҫ.