Чӑваш Енре тӳре-шарана вӗрентме пуҫлӗҫ. Ӗҫлеме ӑс-тӑн параканнисем — тӳре-шара хӑех.
Патшалӑх служащийӗсене вӗрентесси пирки республикӑн правительстви ятарлӑ йышӑнӑва чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кӑларнӑ. Ҫӗнӗлӗхе сӑнавлӑ майпа ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Тӳре-шарана тӳре-шара вӗрентӗ терӗмӗр те, ку саманта кӑштах уҫӑмлатмалла-тӑр, мӗншӗн тесен хӑйсене хӑйсем ӑс-тӑн панӑн пулса тухать. Сӑмахӗ вара аслисем ҫамрӑксене, тин ҫеҫ ҫав ӗҫе кӳлӗннисене, вӗрентесси пирки пырать.
Опыт ҫуккисене ӗҫе хӑнӑхтарнишӗн кам тав тутӑр тесе шухӑшламалла мар. Хавхалантарӗҫ. «Кӗмӗлпе». Ӑна ӗҫ укҫи ҫумне хушса тӳлӗҫ. Миҫе тенкӗ лекессине татса калаймӑпӑр та, анчах шалуран 10 процентран ытла тӳлемелле марри паллӑ.
Сӑнавлӑ проекта ҫитес ҫул пуҫарӗҫ, вӑл 2016 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗччен тӑсӑлмалла. Малтанласа Чӑваш Енӗн Финанс министерствинче ирттерӗҫ.