Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Мускавра Чӑваш культурипе информаци центрӗ уҫӑлнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 26.04.2015 20:38 | 1334 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Елена Долгова сӑнӳкерчӗкӗсем
Елена Долгова сӑнӳкерчӗкӗсем

Мускавра кӗҫех чӑваш культурипе информаци центрӗ уҫӑласси пирки пӗлтернӗччӗ. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче уҫӑлнӑ ӗнтӗ вӑл. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче Тимӗр Акташ хыпарлать.

Мероприятие Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков уҫнӑ.

— Эпир кунта паян ырӑ сӑлтавпа пухӑннӑ. Паян Чӑваш культурипе информаци центрӗ уҫӑлчӗ. Ку Чӑваш чӗлхипе чӑваш ҫырулӑхӗн уявӗ умӗн пулчӗ, — тенӗ Леонид Волков.

Тӗрӗссипе, хӑйне хисеплекен кашни халӑхӑн культурӑна аталантаракан тӗрлӗ институт пур. Ҫак центра та Мускавра чӑваш культурине аталантармашкӑн, шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентмешкӗн (вӑл 2 ҫул ӗҫлет ӗнтӗ) тунӑ. Уроксене Евгений Степанов ертсе пырать. Занятисем шӑматкунсерен 12-14 сехетсенче иртеҫҫӗ. Чӗлхене иккӗмӗш ҫул вӗренекенсен урокӗ 14-16 сехетсенче пырать.

Хыпара пӗлтерекен Тимӗр Акташ каласа панӑ тӑрӑх Леонид Волков унта вӗренекенсен ҫитӗнӗвӗсемпе кӑсӑклансах тӑрать. Ҫавӑн пекех скайп урлӑ дистанци мелӗпе те чӗлхене ӑса хывма пулать-мӗн.

Юлашки ҫулта центрта кӗнекесем пухса вулавӑш тунӑ. Унта Чӑваш Енри мӗнпур районти энциклопедисем кӗнӗ. Центрта фонотекӑпа, видеотекӑпа паллашма пулать. Унта Чӑваш Енри мӗнпур хаҫата та пухнӑ.

Центр уҫӑлнӑ ятпа ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Анатолий Аксаков та саламланӑ. Вӑл центр вулавӑшне кӗнеке парнеленӗ.

Центрта Чӑвашри паллӑ ҫынсен галерейине те йӗркеленӗ: Николай Лобачевский математик, Святослав Федоров офтальмолог, Надежда Павлова балерина тата ыттисем те. Вӗсен йышӗнче архитекторсем, ӳнерҫӗсем, мусӑкҫӑсем пур.

Центра уҫнӑ ҫӗре Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗсен хастарӗсем хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче «Атӑл» чӑваш хорӗн ертӳҫи Галина Никитина та пулнӑ. Вӑл ентешсене репетицисене, пултарулӑх концерчӗсене чӗннӗ.

Уяв каҫӗ вӗҫленсен пурте чей ӗҫнӗ.

Сӑнсем (20)

#Мускав, #чӑвашсем, #ентешлӗхсем, #чӑваш чӗлхи

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ru.chuvash.org/news/1243.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем