Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Раҫҫейӗн следстви изоляторсен тӗп ыйтӑвӗ вӗсем тулса ларни тесе хыпарлать Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗ. Юсанмалли 1-мӗш колонире нумаях пулмасть изолятор уҫнӑ.
Унта 55 ҫынна вырнаҫтарма пулать. Маларах: «Изолятор 55 ҫынна кӗтет», – терӗмӗр те, вӑл халех тулса ларнӑ иккен. Унта айӑплӑ тесе шухӑшлакансене тата айӑпланакансене тытаҫҫӗ.
«Ҫӗнӗрен йӗркеленӗ, следстви изоляторӗ евӗр ӗҫлекен ҫуртра, следстви изоляторӗсемпе тӗрмесене проектлассин нормисемпе килӗшӳллӗн тунӑ. Мӗн кирли йӑлтах пур», – ырлать айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен управленин пресс-служби. Унтан вӑл мӗн пуррине асӑнса кайнӑ: дежурство пайӗ, медицина тата оперативлӑ ӗҫченсен пӳлӗмӗсем, тӗпчевҫӗсен пӳлӗмӗсем, видеоконференци ҫыхӑнӑвӗ валли пӳлӗм, япаласем хумалли пӳлӗм, карцер, камерӑсем, пухӑнмалли камера, ҫӑвӑнмалли пӳлӗм, уҫӑлса ҫӳремелли картишсем.
Сӑнсем (4)
Такам // 1289.29.1015
2015.04.29 09:16 | |
Agabazar // 2027.24.6410
2015.04.29 12:45 | |
Тӗрмене лекес ҫук, кӗлмӗҫе тухас ҫук тесе нихҫан та тупа ан ту! | |

Начар пӳлӗмрен, лайӑхрах пӳлӗме. Икӗ этажлӑ нарӑсем.
Ку изолятор пирки паян ҫеҫ пӗлтӗм