Ҫӗнтерӳ уявӗ кунран-кун ҫывӑхланса пырать. Нумай юлмарӗ вӑхӑт. Ҫавна май мероприятисем те чылай йӗркелеҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Канаша «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» килӗ. Унпа чукун ҫул ҫинче ӗҫленӗ ветерансем кайӗҫ. Ӑна вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе, хӑюсемпе, плакатсемпе илемлетӗҫ.
Пуйӑс Канаша Горьки ҫулӗпе килӗ. Вӑл Чулхуларан ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре тухӗ. «Дзержинск», «Ильино», «Ковров», «Владимир», «Муром», «Арзамас», «Сергач», «Канаш», «Хусан», Вятские Поляны», «Можга», «Агрыз» тата ытти станцире чарӑнӗ вӑл. Чылайӑшӗнче уявсем ирттерӗҫ, салют, фейерверк ярӗҫ, митингсем йӗркелӗҫ.
Пуйӑс Канаш хулине ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхи 8 сехет ҫурӑра ҫитӗ.