Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Ярапайсем ултӑ ял уявне паллӑ тунӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.07.2014 22:52 | 1927 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ "Акуча" уявӗ
"Акуча" уявӗ

Муркаш районӗнчи ярапайсем (тӗрӗссипе, ялӗ Ярапайкасси ятлӑ-ха. Халӑхра Ярапай тени сарӑлнӑ) харӑсах ултӑ ял уявне палӑртнӑ. Мероприятие вӗсем «Акуча» ят панӑ.

«Ӗҫҫине пӗтерсен пирӗн халӑх яланах йышпа пухӑнса савӑннӑ. Халӑх йӑли-йӗркине тытса пынине курма хавас», – тенӗ Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев.

Ярапайкасси ял тӑрӑхне кӗрекен Сыпайкасси, Иштерек, Тури Тӑмлай, Анатри Тӑмлай, Ҫӗнӗ Тӑмлай тата Вускаси пӗлтӗр кашниех пуҫласа ял уявне йӗркеленӗ. Уйрӑмшарӑн. Кӑҫал вӗсем пӗрле пухӑнма шут тытнӑ.

«Акучана» пухӑннисене район администрацийӗн тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ саламланисӗр пуҫне муркашсен Шупашкарти ентешлӗхӗн ертӳҫи, Сыпайкассинче ҫуралнӑ Александр Федоров та ҫитнӗ.

Уявра Сорокинсен ҫемйине чылай ҫул килӗштерсе пурӑнать тесе чысланӑ. Вырӑнти «Акуча» художество коллективӗн пайташӗсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тав ҫырӑвӗсемпе хавхалантарнӑ.

Уяв кунӗнче спортпа туслисен те тунсӑхлама тивмен. Мини-футболта ултӑ ял ушкӑнӗ вылянӑ. Иштерексем маттуртарах пулнӑ. Вускассисемпе сыпайкассисен иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайлама тивнӗ.

Юрра-ташша юратакансем вырӑнти артистсен, маларах асӑннӑ «Акуча» тата ҫавӑн пекех «Шурча» ушкӑнсен, концертне пӑхнӑ. Кирек епле ял уявӗнчи евӗрех, «Акуча» та уяв сӗтелӗпе вӗҫленнӗ. Сӑнсем (14)

#Ҫӗнӗ Тӑмлай, #Анатри Тӑмлай, #Тури Тӑмлай, #Иштерек, #Сыпайкасси, #Ярапайкасси, #Муркаш районӗ, #Вускаси, #ял уявӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем