Хулара
![]() Ҫӗнӗ ҫула ачасем кӑна мар, аслисенчен хӑшӗсем те шанчӑкпа кӗтеҫҫӗ, ӗмӗтленсе хураҫҫӗ. Шупашкарти ача ҫуртӗнче пурӑнакан 13-ри хӗрача та ӗмӗтленнех-тӗр. Вӑл мӗн пирки тӗмсӗлнине тавҫӑрма йывӑрах мар-тӑр: хысна ҫуртӗнче камӑн пурӑнас килтӗр: кирек камӑн та ҫемьере кун кунласа каҫ ирттерес килет. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫав хӗрачан ӗмӗчӗ тулнӑ. Ӑна пӗрисем усрава илнӗ. Хӗллехи каникулта ача ҫурчӗ арҫын ачасемпе хӗрачасене ҫемьесене хӑнана кайма ирӗк панӑ иккен. 13-ри хӗрачана унта килӗшсе кайнӑ та вӑл каялла таврӑнас темен. Кунта хут ӗҫӗсем тумасӑр май килмен-тӗр-ха паллах… Унсӑр кам пӗли-пӗлми ҫемьене пули-пулми патӑр… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() «Тата кам юсатӑр ӗнтӗ?» — тесе, тен, тӗлӗнӗҫ уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем. Анчах кунта сӑмахӑмӑр нумай хваттерлисем пирки пырать. Малашне ҫавсенче пурӑнакан харпӑрлӑхҫӑсене ҫурта тӗпрен юсама тӳлеме уйрӑм статьяпа тӳлеттерме тытӑнӗҫ. Чӑвашра кӑна мар, Раҫҫейӗпех тени лӑплантарас ҫук та, анчах пирӗн патра ҫӗршывӑн Регионсен аталанӑвӗн министерстви ӳстерме сӗннӗ тарифран чи пӗчӗк хисепе суйласа илнине палӑртмалла. Тӑваткал метршӑн Раҫҫейӗн регионӗсенче 5 тенкӗрен пуҫласа 12 тенкӗ таран тӳлеттерме ирӗк панӑ иккен. Пирӗн патра вара 5 тенкӗ те 20 пуспа ҫырлахас тенӗ. Халӑхран пухнӑ «кӗмӗле» ятарлӑ счет е регионта уҫакан оператор счечё ҫинче пухса пырӗҫ те кайран тупрана шӑкӑрт кӑларса хурӗҫ. Юсамалли ҫуртсен республикӑри программине ишӗлекен ҫурстемсӗр пуҫне пурне те кӗртмелле. Хӑш ҫурта маларах юсассине нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансен пухӑвӗсем татса памалла иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине ӳстересси хальхи вӑхӑтра чи сӳтсе явакан ыйтусенчен пӗри шутланать тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн тӗп аграри ведомстви. Кун пирки ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов нумаях пулмасть Чӑваш Эн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ирттернӗ канашлура та палӑртса хӑварнӑ иккен. Чӑваш Енӗн стастисчӗсем иртнӗ ҫулхи кӑрлач–чӳк уйӑхӗсенче республикӑри аграрисен уйӑхи вӑтам ӗҫ укҫи 10 пин те 630 тенке ларнине пӗлтереҫҫӗ. 2012 ҫулхипе танлаштарсан шалу 11,2 процент ӳснӗ иккен-ха. Анчах республикӑри вӑтам ӗҫ укҫипе танлаштарсан, ҫак хисеп асӑннӑ суммӑн 56,1 проценчӗ кӑна пулать. Шалу пӗчӗк курӑнни ӗҫлекенсен хисепне тӗрӗс шутланипе те ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче. Кунта ташлама пӗлменнине пӗр япала чӑрмантарать текен ваттисен сӑмахӗ аса килчӗ те, юрӗ, ун пирки чарӑнса тӑмӑпӑр. Ҫапах та ӗҫ тухӑҫлӑхӗ пӗчӗккисенче шалу та пӗчӗккине асӑнаҫҫӗ-ха. Ҫӗмӗрле районӗнче, акӑ, ӗҫ тухӑҫлӑхӗ кашни ҫын пуҫне 119 пин тенке ларать иккен. Ку вӑл — республикӑра чи пӗчӗкки. Тухӑҫ 120–450 пинлисенче уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 6–8 пин тенкӗпе танлашать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем удобрени туянма тытӑннӑ. Кӑрлачӑн 18-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енӗн Апат-ҫимӗҫ фончӗ предприятисемпе 7,5 пин тонна минераллӑ удобрени кӳрсе килме килӗшӳ тунине пӗлтернӗ. Ҫав шутран 5 пин тоннине кӳрсе килнӗ иккен Апат-ҫимӗҫ фончӗ 15 пин тоннӑран кая мар кӳрсе килме ӗмӗтленет иккен. Апат-ҫимӗҫ фончӗ пирки каласан, удобрени хакӗн тӳлевне ҫуррине кайран хӑйне тырӑ сутнин шучӗпе илме килӗшет-мӗн. Е ӗне выльӑх е сысна какайӗ парсан та килӗшет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Иртнӗ ҫул республикӑн пурлӑхне тара панипе хыснана 1 миллиард тенкӗ ытла кӗнӗ иккен. ЧР Пурлӑх министерстви ҫак цифрӑна 2012 ҫулхипе танлаштарса кӑтартнӑ та, хисеп 1,9 хут ӳснине асӑрханӑ. Тупӑшӑн ытларах пайӗ патшалӑх пурлӑхне тата ҫӗре тара панипе килет-мӗн. Налук мар тупӑшсенчен чӗрӗк пайне яхӑн, тӗрӗсрех, 24 проценчӗ, ҫапла майпа кӗнӗ. Маларах асӑннӑ ведомство мӗн чухлӗ ҫӗрпе ытти пурлӑха тара панине цифрӑсемпех кӑтартса парать. Ҫулталӑк тӑршшӗпе куҫман пурлӑха 76,7 пин тӑваткал метр тара парасси пирки килӗшӳ тунӑ иккен. Ҫӗр лаптӑкӗсене илсен, 7,34 пин гектар тара пама 231 килӗшӗве алӑ пуснӑ. Ҫав шутран пысӑк пайӗ, 92,6 проценчӗ, — ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр лаптӑкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. «Патшалӑх пурлӑхне тата республика хыснин укҫи-тенкине тухӑҫлӑ усӑ курас тесе пӗлтӗр Чӑваш Енри патшалӑх учрежденийӗсен сетьне реорганизациленипе оптимизациленӗ», — тенӗ хыпарта. Ҫапла туни пӗр пек ӗҫпе аппаланакан, тухӑҫӗ вара ытлашши сисӗнсех кайман предприятисене пӗтерме май панӑ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, ҫавӑн йышшисене пӗрлештерсе пӗр учреждени туса янипе «кӗмӗле» перекетленӗ. Иртнӗ ҫул реорганизациленӗ патшалӑхӑн 44 учрежденийӗ хушшинче 14-шӗ автономилле предприяти пулнӑ: вӗсенчен 5-шерӗшӗ — вӗрентӳпе культурӑра, 4-шӗ — сывлӑха сыхлас ӗҫре; 12 хысна предприятийӗнчен вӗрентӳрисем — 7, сывлӑх сыхлавӗнче — 10, спортра — 4, культурӑра — 2; реорганизацие лекнӗ хысна пердприятийӗсенчен пурте, 7-шӗ те, сывлӑха сыхлас енӗпе тӑрӑшнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пултаруллӑ ӗҫченсенчен пӗрисене чысланӑ самант Паян республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем хӑйсен професси уявне — Раҫҫей тата чӑваш пичечӗн кунӗсене — паллӑ тунӑ. Уяв Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче иртнӗ. Фойере яланхиллех МИХсем, издательствӑсем тата карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсем (пичет кунӗпе вӗсем хӑш енчен ҫыхӑннине ӑнлансах пӗтереймерӗмӗр те… Юрӗ, пурне те пӗлмесен те) хӑйсен ӗҫ-хӗлӗпе паллаштаракан куравсем хатӗрленӗ. Вӗсемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паллашнӑ. Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗн стенчӗ умӗнче вара тележурналистсем ӑна тӳрӗ эфирта уяв ячӗпе саламлама май туса панӑ. Михаил Игнатьев пресса кирек хӑҫан та халӑх шухӑшне йӗркелекен инструмент пулса тӑнине палӑртнӑ. Республикӑн Правительствипе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем вара МИХсемшӗн уҫӑ пулма, пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем пирки вӑхӑтра пӗлтерме тӑрӑшаҫҫӗ тенӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл журналистсене гражданла активлӑ позици йышӑннӑшӑн, тӑван республикӑна юратнӑшӑн, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пырассине сарнӑшӑн тав тунӑ. Чӑваш Ен влаҫӗ хӑйне тӗрӗс критикление те кӑмӑлланине палӑртса хӑварнӑ Элтепер. Сӑнсем (80) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта иртнӗ ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче «550 ырӑ ӗҫ» марафон ирттерме йышӑннӑ. Вӑл паян кун та малалла тӑсӑлать. Ҫавна май Шупашкарти 26-мӗш ача-пӑча пахчине «Шкул ҫулне ҫитменнисен вӗрентӗвне аталантарасси» учреждени ертӳҫин ҫумӗ Елена Фарфоровская пырса ҫитнӗ. Паллах, пушӑ алӑпа мар. Ачасене вӑл Шупашкарта ырӑ ӗҫсем туни, ятарлӑ акцисемпе маарфонсем ирттерни пирки каласа кӑтартнӑ. Асӑннӑ учреждение ҫӳрекен Валерия Никонова ашшӗ-амӑшӗ ырӑ ӗҫсем тӑвакан ҫынсене тав туса сӑмах та каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Кӳкеҫре чӑвашсен облаҫри ҫар комиссарӗ пулнӑ пӗрремӗш ҫынна, Иван Ефимова, хисеплесе асӑну хӑми уҫнӑ. Вӑл асӑннӑ районти Юртукасси ялӗнче ҫуралнӑ. Пурнӑҫӗн пысӑк пайне патшалӑх службине халалланӑ. 1920–1925 ҫулсенче Чӑваш облаҫӗн пӗрремӗш комиссарӗ пулнӑ. Ҫак должноҫе шанса панӑ чух вӑл 24 ҫулта кӑна пулнӑ. «Такам паллакансем пулнӑ-тӑр, ҫавӑнпа ун пек должноҫе шаннӑ пулӗ», — тесе шухӑшлама кирлӗ мар. Ун чух тӑван-пӗтен тӑрӑх суйласси йӑлара пулман теҫҫӗ. Иван Ефимов хӑйне евӗр шухӑшлама пултарнипе репсубликӑра ҫар ӗҫне ертсе пыма тивӗҫнӗ. Кайран вӑл 10 ҫул Сталин лагерӗсенче ларнӑ. Ирӗке тухсан Шупашкарта пурӑннӑ. Кунта ҫакна та палӑртса хӑварар: пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Кӳкеҫре чӑвашсен пирвайхи прокурорне Александр Лбова халалласа район прокуратурин ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми уҫнӑччӗ. Сӑнсем (16) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗнӗ ҫул умӗн Таллинн хулинчи (Эстони) наци культура обществисен «Лира» пӗрлешӗвӗ «Полет Синей птицы» (чӑв. Телей кайӑк ҫулӗпе) ҫамрӑк талантсен ӑмӑртӑвне ирттернӗ. Вӑл кӑҫалхипе Эстоние 21-мӗш хут пухӑннӑ — конкурс ҫулсеренех иртет. Хальхинче унта Раҫҫейрен, Беларуҫран, Латвирен тата Эстонин тӗрлӗ хулинчен килнӗ конкурсантсем ӑмӑртнӑ. Нарвӑри «Нарспи» чӑваш обществинчен Алина Кузнецова хутшӑннӑ — ҫӗнтерупе таврӑннӑ. Анне ҫинчен чӑвашла юрӑ жюрине те килӗшнӗ, куракансене кӑмӑлне те кайнӑ. Ҫапла май вӑл «Наци культурине упранишӗн» диплома тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |