Питӗр хулинчен Шупашкара килекен самолет юсавсӑр пулнӑ. Ҫакӑ вӑл сывлӑша ҫӗкленсен палӑрнӑ. Самолет юсавсӑррине пӗлсен пилотсем Мускаври Внуковӑра анса ларма йышӑннӑ. Ку хыпара «РЕН ТВ» телеканал ӗнер, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмахӑн сӑлтавӗ – техника юсавсӑрлӑхӗ. Самолетӑн топливо системи таса мар пулнӑ.
Лайнерта 140 пассажир тата экипаж членӗсем пулнӑ. Ҫынсем суранланни пирки пӗлтермен.
Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Мускаври Шереметьевӑра груз турттаракан самолет кӗтмен ҫӗртен анса ларнӑ. «Шанхай — Майн ҫӗрӗ ҫинчи Франкфурт» маршрутпа груз турттараканскерӗн датчикӗ борт юсавсӑрри пирки систернӗ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, кӑнтӑрла иртни 1 сехетре Шупашкарта темиҫе ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ҫӑра тӗтӗм «Шанхай» микрорайон енчен килнӗ.
Микрорайонта пилӗк ҫурт ҫунса кайнӑ. Пушарнӑйсем унта тахҫанчченех ҫулӑма сӳнтернӗ.
Аш-какай комбиначӗн урамӗнчи ҫуртсенче пушар ӑҫтан тухнине уҫӑмлатман-ха. Халӗ ун тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, ҫуртсен ятарласа чӗртсе янӑ. Застройщик малалла ҫӳллӗ ҫуртсем лӑпкӑнах ҫӗклӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ вӗсем. Теприсем вара пӗр ҫын мунча хутнӑ теҫҫӗ, ҫулӑм ҫавӑнтан тухнӑ имӗш.
Кӑкшӑм микрорайонта нумай шавларӗҫ. Унти ҫуртсене ишсе антарас ыйту тухсан ҫынсем пӑлханчӗҫ.
Микрорайонта пурӑнакан ҫынсене ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пухӑва чӗннӗ. Унта хӑйсем тӗллӗн ирӗк памасӑр лартнӑ ҫуртсенче пурӑнакан ҫынсене ҫӗнӗ хваттере куҫарас пирки калаҫнӑ. «Шанхайри» 282 ҫурта ишсе антармалла. Анчах ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне «Лидер» тулли мар яваплӑ общество 194 килӗшӳ ҫеҫ тунӑ.
Килӗшӳсем тӑвас ӗҫ кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта вӗҫленмелле пулнӑ. Анчах ку пурнӑҫа кӗмен. Засторойщик ҫакна микрорайонта ҫурт нумай тунипе тата ҫынсем килӗшӳ тума васкаманнипе ҫыхӑнтарнӑ. Хӑш-пӗр ҫынна тупайман, теприсем килӗшӳ тума хирӗҫлеҫҫӗ.
Пухӑннӑ халӑх кӑмӑлсӑрланнӑ. Застройщик сӗнни пирки вӗсем нимӗн те пӗлмен. Теприсене пысӑк ҫемьепе пухӑнма йывӑр. Виҫҫӗмӗшӗсене чӗнмен те. Тӑваттӑмӗшсем хваттерти «ытлашши» метрсемшӗн мӗншӗн тӳлемеллине ӑнланман.
Хула администрацийӗ застройщика килӗшӳсене кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермеллине ҫирӗп асӑрхаттарнӑ.
Китайри лавккасенче Шупашкар канихвечӗсем курӑнма тытӑннӑ. Чӑвашри «Акконд» фабрика ҫапла хӑйӗн географине анлӑлатнӑ, продукцине Китая ӑсатма тытӑннӑ.
Нумаях пулмасть Китайри пысӑк дистрибьюторсемпе виҫӗ контракт алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн Шупашкар пылакӗсем Китая ӑсанма тытӑнӗҫ.
Китайри Лункоу, Мишань, Муданьцзян тата Суйфэньхэ хулисенче пурӑнакансем Шупашкарти канихветсемпе сӑйланма тытӑнӗҫ. Паллах, унта пур канихвета та ӑсатмӗҫ. Китая хӑш-пӗр тӗс ҫеҫ ҫитӗ.
Малашне вара унта канихвет кӳрсе килес ӗҫе анлӑлатма палӑртнӑ. Халӗ Китайри пысӑк дистрибьюторсемпе — Пекинпа тата Шанхайпа — калаҫаҫҫӗ.
Сӑмах май, Шупашкар канихвечӗсем 20 ҫӗршывра сутӑнаҫҫӗ: Казахстанра, Украинӑра, Грецире, Германире, Канадӑра тата АПШра.
Улатимӗр облаҫӗнчи Гороховец хули ҫывӑхӗнче чарӑнса ларнӑ Шупашкар ҫыннисем каялла таврӑнма килӗшнӗ пулать. Пӗр автобусӗ ҫӗмрӗк пулнӑран вӗсене Чӑвашавтотранс транспорчӗпе каялла илсе килӗҫ.
Аса илтеретпӗр, Шупашкарӑн Мясокомбинат урамӗнче пурӑнакансем хӑйсен нушипе Мускаври чиновниксене те паллаштарас тесе инҫе ҫула тухнӑ. Вӗсене хӑйсен ҫурчӗсене ишни килӗшмен, пурлӑхшӑн ҫителӗксӗр тӑваткал метр пани кӑмӑла кайман. Ҫула тухнӑскерсем Улатимӗр облаҫӗнче чарӑннӑ, влаҫрисем имӗш вӗсен малалли ҫулне пӳлнӗ. Тӗрӗслӗхе Мускав шырама каякансем выҫӑ та тытасси пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ, анчах тӗрлӗ тӳре-шарапа калаҫнӑ хыҫҫӑн халӑх хӑйӗн шухӑшне улӑштарнӑ пулать. РФ Президенчӗн Администрацийӗнчен те ҫыхӑннӑ, вӗсен ыйтӑвне Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи президент представительствинче пӑхса тухма шантарнӑ.
«Шанхай» микрорайон ҫыннисемпе унччен ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Васильев, Шупашкар хула пуҫӗ Леонид Черкесов тата сити-менеджерӗ Алексей Ладыков курнӑҫса калаҫнӑ имӗш. Тӳре-шара вӗсен ыйтӑвне манманни пирки, ун тӗлӗшӗпе ӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗ, халӑх ыйтнине пурнӑҫлама килӗшни пирки каласа панӑ.
Андрей Кулагин депутат ертсе пынипе Мускава тухнӑ Шупашкар ҫыннисем Улатимӗр облаҫӗнчи Гороховеца кӑна ҫитейнӗ — ҫынсене ӗнентернӗ тӑрӑх автобусӗсем ҫӗмӗрӗлнӗ имӗш. Ҫула илсе тухнӑ автобус хуҫисем ҫине Шупашкартах ура хума тытӑнни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫав-ҫавах Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен вӗсем тухма пултарнӑ-ха. Автобуссенче пенсионерсем, ачасем ларса тухнӑ.
Гороховеца ҫитсен малтан вӗсене автобус ҫӗмӗрӗлни пирки каланӑ, каярах вара малалла кайма май ҫукки пирки, ҫынсене каялла ҫеҫ илсе ҫитерме май пурри пирки каланӑ. Шупашкар ҫыннисене ку, паллах, килӗшмен — вӗсем вара Гороховецрах выҫӑ тытма ларнӑ, Мускава илсе ҫитермесен ҫӑвара апат та ямӑпӑр тесе пӗлтернӗ.
Асаилтеретпӗр, Мускав Шупашкарти «Шанхай» ҫыннисем пӗрремӗш хут ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тухнӑччӗ. Ун чухне вӗсене вырӑнти полици ҫыннисем ирӗк ҫук тесе пуху ирттерттермен, каялла Шупашкара ӑсатнӑ. Кайран вара вӗсен ыйтӑвӗ пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та сӑмах каланӑччӗ — икӗ ене пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшма сӗннӗччӗ, тӳре-шарана ҫак ыйту ҫине тимлӗх уйӑрма хушнӑччӗ.
Шупашкарти «Шанхайра» пурӑнакансем ҫурт тӑвӑм компанийӗпе пӗр чӗлхе тупайманни — ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Икӗ ен ниепле те ҫураҫаймаҫҫӗ.
Михаил Игнатьев ку ыйту тӗлӗшпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Михаил Васильевич «Шанхайри» лару-тӑрӑва хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. Ку кӑна мар. Элтепер чиновниксене ҫак ыйтӑва уҫӑмлатма, икӗ ене пӗр чӗлхе тупма пулӑшмашкӑн хушнӑ.
Михаил Игнатьев микрорайонта пурӑнакансемпе, подряд организацийӗсен элчисемпе тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич ҫынсемпе 5 сехете яхӑн калаҫнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, лару-тӑрӑва виҫӗ енлӗ хирӗҫӳ йывӑрлатать. Вӑлах хула администрацийӗ ыйтӑва чылай вӑхӑт айккине сирсе хӑварнине палӑртнӑ.
ЧР строительство министрне Олег Маркова ҫӑхавсемпе паллашма, Госстройнадзорпа пӗрле тӗрӗслев ирттерме, лару-тӑрӑва виҫӗ кунра уҫӑмлатса отчет тума хушнӑ. Фактсем ҫирӗпленсен подрядчикӑн йывӑр лару-тӑрӑва сирес тӗлӗшпе ӗҫлеме тивӗ.
Паян Мускавра Шупашкар ҫыннисене йышлӑн тытса чарнӑ. Чӑваш Ен тӗп хули ҫыннисем унта хӑйсен ҫурчӗсене ишме пуҫланишӗн, вӗсем ҫавна хирӗҫ пулнипе ҫитнӗ имӗш. Сӑмахӗ кунта Аш-какай комбиначӗн тӑкӑрлӑкӗнче пурӑнаканнисем пирки пырать, Шупашкарта вӑл вырӑна «Шанхай» теҫҫӗ. Акцие Андрей Кулагин йӗркеленӗ имӗш.
Мускава хӑнана килнӗ ҫынсем чи малтанах «РОТ-Фронт» партийӗн митингӗнче сӑмах тухса калама шухӑшланӑ имӗш, анчах йӗрке хуралҫисем вӗсене Сокольники парка янӑ — заявка тӑрӑх вӗсен унта пухӑнмалла пулнӑ иккен. Анчах унта та Шупашкар ҫыннисене хапӑл пулман — митинг ирттерме ирӗк паман тесе вӗсене унта кӗртмен. Ак мӗн каласа панӑ Хастарсенчен пӗри — Василий Недопекин — ӗҫ-пуҫ пирки ҫапла каласа панӑ: «Вӑйлӑ ҫумӑр айӗнче ачасемпе пӗр сехет тӑнӑ хыҫҫӑн та нимӗнле хурав кӗтсе илеймерӗмӗр. Вара Шупашкар ҫыннисем каялла автобуссене вырнаҫрӗҫ. Ыйту епле татӑлнине унта кӗтес терӗҫ. Сасартӑк автобуссене ОМОН ҫыннисем кӗчӗҫ те алӑксене хупса пурне те таҫталла илсе кайрӗҫ». Автобуссем каялла Чӑваш Ене ҫул тытаҫҫӗ, шалта пулнӑ Мускав ҫыннисене 101-мӗш ҫухрӑмран иртсен кӑна кӑларнӑ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |