Шупашкарти «Шанхайра» пурӑнакансем ҫурт тӑвӑм компанийӗпе пӗр чӗлхе тупайманни — ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Икӗ ен ниепле те ҫураҫаймаҫҫӗ.
Михаил Игнатьев ку ыйту тӗлӗшпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Михаил Васильевич «Шанхайри» лару-тӑрӑва хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. Ку кӑна мар. Элтепер чиновниксене ҫак ыйтӑва уҫӑмлатма, икӗ ене пӗр чӗлхе тупма пулӑшмашкӑн хушнӑ.
Михаил Игнатьев микрорайонта пурӑнакансемпе, подряд организацийӗсен элчисемпе тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич ҫынсемпе 5 сехете яхӑн калаҫнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, лару-тӑрӑва виҫӗ енлӗ хирӗҫӳ йывӑрлатать. Вӑлах хула администрацийӗ ыйтӑва чылай вӑхӑт айккине сирсе хӑварнине палӑртнӑ.
ЧР строительство министрне Олег Маркова ҫӑхавсемпе паллашма, Госстройнадзорпа пӗрле тӗрӗслев ирттерме, лару-тӑрӑва виҫӗ кунра уҫӑмлатса отчет тума хушнӑ. Фактсем ҫирӗпленсен подрядчикӑн йывӑр лару-тӑрӑва сирес тӗлӗшпе ӗҫлеме тивӗ.