Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чутай тӑрӑхӗнче «Чутаях туртать ман чун» конкурс иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 15.05.2015 21:13 | 1726 хут пӑхнӑ
Культура

Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май вулавӑшсенче, шкулсенче тӗрлӗ мероприяти иртет. Ҫапла майпа аслисем ҫамрӑксемпе ачасене кӗнекепе ытларах туслаштарасшӑн.

Хӗрлӗ Чутай районӗнче сӑвӑ вулакансен «Чутаях туртать ман чун» конкурс иртнӗ. Ӑна Мӑн Этменри шкулта йӗркеленӗ.

Конкурс ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ, унта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ.

Жюри сӑвӑ вулакансен пултарулӑхне хакланӑ. Вырӑнсене вӗсем ҫапла пайланӑ. 3-4-мӗш классен хушшинче А.Жижайкина, 1-2-мӗш классен йышӗнче Е.Никифоров пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Паян Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче вара «Чутаях туртать ман чун» конкурс район шайӗнче иртнӗ.

#Литература ҫулталӑкӗ, #Херлӗ Чутай районӗ, #конкурссем, #Мӑн Этмен, #шкулсем, #культура

 

Комментари:

Хĕрупраç // 1645.22.8491
2015.05.17 16:49
Информаци тӗрӗс мар. Ку конкурс район шайӗнче Мӑн Этменте иртме пултарайман. Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта иртнине пӗлетӗп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем