Ҫу уйӑхӗн 18–23-мӗшӗсенче Шупашкарта кинофестиваль саккӑрмӗш хут иртӗ. Конкурс программине тулли метражлӑ 11 фильма кӗртнӗ. Сахал йышлӑ халӑхсен конкурсӗнче 13 ӗҫ тупӑшӗ. Пӗтӗмпе фестивальте ҫынсем 43 фильм курӗҫ. Вӗсенчен 37-шӗ илемлӗ фильм, 6-шӗ — документлӑ.
Фестивале режиссерсем, продюсерсем, театрпа кино актерӗсем, киноведсем, кинокритиксем хутшӑнмалла. Пӗтӗмпе — 40 ытла ҫын. Ытти ҫулсенчи пекех фестиваль президенчӗ Карен Шахназаров пулӗ.
Сахал йышлӑ халӑхсен конкурсӗнче Пушкӑрт, Тутар, Якут, Буряти, Чӑваш республикисенчи, Алтай крайӗнчи фильмсене кӑтартӗҫ.
Фестивальте чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Вӑл Шупашкарта кӑна мар, Етӗрне, Пӑрачкав, Красноармейски районӗсенче те иртӗ. Фильмсене унчченхи пекех тӳлевсӗр курма май пулӗ.
Фестивальте конкурса хутшӑнакан фильмсем:
• «Кино про Алексеева» (чӑв. Кино Алексеев ҫинчен), режиссерӗ Михаил Сегал (Раҫҫей)
• «Белая белая ночь» (чӑв. Шурӑ-шурӑ каҫ), режиссерӗ Рамиль Салахутдинов (Раҫҫей)
• «Как меня зовут» (чӑв. Манӑн ят), режиссерӗ Нигина Сайфуллаева (Раҫҫей)
• «Испытание» (чӑв. Тӗрӗслев), режиссерӗ Александр Котт (Раҫҫей)
• «Белый ягель» (чӑв. Шурӑ ягель), режиссерӗ Владимир Тумаев (Раҫҫей)
• «До свиданья, мама» (чӑв. Чипер юл, аннеҫӗм), режиссерӗ Светлана Проскурина (Раҫҫей)
• «Частное пионерское», режиссерӗ Александр Карпиловский (Раҫҫей)
• «Над темной водой» (чӑв. Хура шыв ҫийӗн), режиссерӗ Петер Францен (Финлянди)
• «Две женщины» (чӑв. Икӗ хӗрарӑм), режиссерӗ Вера Глаголева (Франци, Латви, Аслӑ Британи)
• «Дети священника» (чӑв. Пуп ачисем), режиссерӗ Винко Брешан (Хорвати, Серби, Черногори)
• «История одной старушки» (чӑв. Пӗр карчӑк кунҫулӗ), режиссерӗ Алексей Горлов (Казахстан)