|
Чӑвашлӑх
![]() Томас Файдер Етӗрнери тӗп вулавӑшра Ҫурлан 26-мӗшӗнче Етӗрнери тӗп вулавӑша Германире пурӑнакан Томас Файдер ҫитсе курнӑ. Вӑл Раҫҫей историне лайӑх пӗлет, вырӑс чӗлхине хӑй тӗллӗн вӗреннӗ, ҫавӑнпа ку чӗлхепе аван калаҫать. Томас мӑкшӑ чӗлхине чухлать. Ҫак чӗлхене вӗренмешкӗн вӑл ятарласа Йошкар-Олара пурӑннӑ. Томас чӑваш чӗлхипе тата культурипе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Ҫак тӗллевпе вӑл Чӑваш Ене Етӗрне районӗнчи Пушкӑрт ялне килнӗ. Кунта вӑл чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗнчен Светлана Торбаевӑран чӗлхене вӗренет. Етӗрнери тӗп вулавӑш директорӗ Нина Догова хӑнана Етӗрне хулин историйӗ, культури пирки каласа кӑтартнӑ, вулавӑшра экскурси ирттернӗ. Томас чӑваш хресченӗн хатӗр-хӗтӗрне, чӑваш наци тумӗсене хӑйӗн аллипе тытса курнӑ. Хӑнана Етӗрнере питӗ килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
Шупашкарта кашни шӑматкун хускану тума пуҫлӗҫ. Ҫав кунсенче ирхи 10 сехетре пурне те Лакрей вӑрманӗнче, «Шупашкар: 500 ҫул» паркра, «Низами» тата «Спартак» стодионсенче, ЧР Наци вулавӑшӗн, «Салют» тата Трактор тӑвакансен культура керменӗсем умӗнче кӗтеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех «Университет» микрорайонта, Шумилов урамӗнчи 17-мӗш шкул, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 37-мӗш шкул умӗсенче, Хӗрлӗ тӳремре, Атӑл леш енче те хускану тӑвӗҫ. Лакрей вӑрманӗнче спорт уявӗпе килӗшӳллӗн ташӑ, фитнес-аэробика, йога енӗсемпе ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
«Яла халалласа палӑк ан лартӑр, ӑна ура ҫине тӑратӑр!» ҫак сӑмахсене тӗпе хурса иртнӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкасси ялӗн уявӗ. Ял пысӑках мар, унта 38 хуҫалӑх шутланать, 41 ҫын пурӑнать. Апакасси шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Елена Павлова сценарий хатӗрленӗ, уява чӑвашла ертсе пынӑ. Алевтина Иванова библиотекарь ял историне халалланӑ стенд хатӗрленӗ. Ӑна ҫынсем кӑсӑклансах вуланӑ. Елена Павлова ял историне каласа кӑтартнӑ. Халап тӑрӑх, ӑна Паттӑрӑн пӗр ывӑлӗ пуҫарса янӑ. Ҫавӑнпа Вӑрманкасси 1923 ҫулччен Хитре Патӑръяль ятлӑ пулнӑ-мӗн. «Шуҫӑм» ансамбль юрӑсем шӑрантарнӑ. Римма Викторова, Ольга Емельянова та хӑйсен юратнӑ юррисене юрланӑ. 80 ҫултан аслӑрах кинемейсем ташланӑ. 8-мӗш класра вӗренекен Виктория Павлова тата унӑн амӑшӗ хӑйсем ҫырнӑ, А.Орлов-Шуҫӑм композитора халалланӑ сӑввисене вуланӑ. Уявра пурте сӗтел хушшине ларса шӳрпепе хӑналаннӑ. Сӑнсем (28) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Тӗнчере
![]() Джеки Чан ӳкерчӗксемпе Аннета Егорова Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулта 5-мӗш класра вӗренет. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче вӑл тӗнче шайӗнче иртнӗ конкурса хатшӑннӑ. Унта Buddy Bear упан дизайнне суйланӑ. Конкурса JC Group фонд тата Джеки Чан актер йӗркеленӗ. Конкурса пӗтӗмпе 208 ҫын хутшӑннӑ: Раҫҫерен, Индирен, АПШран, Индонезирен… Аннета Прохорова 11 ҫул тултарман ачасен йышӗнче ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Вӗсене Джеки Чан хӑй суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Уява пынӑ ачасем Муркаш районӗнчи Ҫеменкасси те республикӑри чылай ял пекех уява пухӑннӑ. Каҫ кӳлӗм ваттисем те, кӗҫӗннисем те уяв лапамне ҫитнӗ. Мероприятие ял старости Регина Быкова уҫнӑ. Вӑл ял уявне паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнине, ял малалла аталаннине палӑртнӑ. Атапай ял клубӗн ҫумӗнчи «Сурпан» ушкӑн сцена ҫине тухни ҫеменкассисемшӗн чӑн-чӑн парне палнӑ. Вӗсен юррисем куракансене килӗшнӗ. Муркаш районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Валерий Вязов артистсене Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Уява кашниех хӑйӗн апат-ҫимӗҫӗпе килнӗ. Пӗрисем кукӑль пӗҫернӗ, теприсем — печени. Римма Михайлова повар вара пурин валли те хашлама хатӗрленӗ. Сӑнсем (27) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
Кӑҫал авӑнӑн 1-мӗшӗнче 5,5 пин ытла ача парта хушшине пӗрремӗш хут ларӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 605 ача нумайрах. 1-мӗш класа каякансем вӗренӗве хускануран пуҫлӗҫ. Вӗрентекенсем спорт флеш-моблӑ уяв программине хатӗрленӗ. Ун чухне викторинӑсем, ача-пӑча пултарулӑхӗн фестивалӗсем те иртӗҫ. Класс сехетӗнче Раҫҫей Крыма кӗни, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑранпа 100 ҫул ҫитни, ҫӗршывра Культура ҫулталӑкӗ пулни ҫинчен калаҫӗҫ. Павел Астахов пуҫарӑвӗпе килӗшӳллӗн, шкулсенче паллӑ спортсменсемпе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе, ҫыравҫӑсемпе уроксем иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Шуршӑлта ӗҫ хӗрӳ пырать Чӑваш Ен Андриян Николаев космонавт-летчик ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленет. Нумаях пулмасть ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялне ҫитсе курнӑ, ӗҫ мӗнле пынине тӗрӗсленӗ. Планпа килӗшӳллӗн, А.Г.Николаев ячӗллӗ парк урлӑ аллея пулӗ, унта Совет тапхӑрӗнчи тата Раҫҫейри паллӑ космонавтсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарӗҫ. Аллея икӗ объекта ҫыхӑнтарӗ: А.Николаевӑн пӑхӑртан тунӑ бюстне тата Космонавтика музейне. Аллея хӗррипе чечексем ешерӗҫ, хунарсем ҫутатӗҫ, канмалли саксем вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
Хуласенче кӗркунне «Кӗр парни» уйӑхлӑх йӗркелесси ырӑ йӑлана кӗчӗ. Хальхи иртнӗ вырсарникун уҫӑлнӑ. Кун пек уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче хуласенчи суту-илӳ вырӑнӗсене ял хуҫалӑх таварне туса илекенсене ирӗклӗн усӑ курма май параҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра вырӑн укҫа ыйтмаҫҫӗ. Шупашкара илсен, тӗп суту-илӳ вырӑнӗсене Ҫурҫӗр ярмӑрккӑра, «ДАР» тулли мар яваплӑ обществӑра тата «Николаевский» суту-илӳ комплексӗнче йӗркеленӗ. Тӗп хулара кӑна мар, республикӑри район центрӗсенче те «Кӗр парни» халӑха кӗтет. Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисенче уйӑхлӑх ӗҫлеме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫурлан 30-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
Инкекӗ ӗнер Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ ялӗнчи ача пахчинче пулнӑ. Ачасене уҫӑлтарма кӑларма хатӗрленнӗ чух ачасен ҫипуҫне ҫакмалли шкап йӑтӑнса аннӑ. Вӑл икӗ ҫулхи хӗрачана лекнӗ. Инкек сӑлтавӗ шкапа япӑх тыттарнипе ҫыхӑннӑ теҫҫӗ. Пуҫне амантнӑ хӗрачана пульницӑна илсе кайнӑ. Инкек тӗлӗшпе Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗн Ҫӗрпӳри районсем хушшинчи пайӗ тӗпчеме тытӑннӑ. Вӗсем ача пахчинче ӗҫлекенсемпе тӗл пулнӑ, ыйтса пӗлнӗ, хӑш-пӗр хутсене пуҫтарса илнӗ. Тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен тытӑнса Шупашкарти тепӗр ултӑ шкула сусӑр ачасем вӗренме ҫӳрейӗҫ. Тӗп хулари иккӗмӗш, ҫиччӗмӗш, вуннӑмӗш, хӗрӗхмӗш, аллӑмӗш тата аллӑ пиллӗкмӗш шкулсенче юсав ӗҫӗсем вӗҫленеҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, Шупашкарта 463 сусӑ ача шкулта вӗренет, вӗсенчен 103-шӗ килте пӗлӳ илет. «Ирӗклӗ тавралӑх» федераци программипе килӗшӳллӗн шкулсене ятарлӑ оборудованипе пуянлатма 10 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. 40-мӗш шкула илсен, сӑмахран, унта урапапа кӗме пандус туса панӑ, классене кӗмелли алӑк уратисене илнӗ, алӑксене сарнӑ. Сусӑр ачасем валли сенсор пӳлӗмӗ уҫнӑ. Туалета та сусӑрсене кӗрсе тухма меллӗ пултӑр тесе йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
