Кун пирки ҫирӗплетсе калама иртерех-ха, ҫапах та ҫывӑх вӑхӑтра ку ыйтӑва татса парасси пирки иккӗленмелле мар.
Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Ҫӗр кодексӗн 395 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен саккуна алӑ пуснӑ. Асӑннӑ документра сӑмах нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр парасси пирки сӑмах пырать.
Аса илтеретпӗр, виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене пӳрт тума, пахча е дача вырӑнне усӑ курма ҫӗр пама патшалӑх шайӗнче йышӑннӑччӗ. Путин нумаях пулмасть алӑ пуснӑ ҫӗнӗ саккун ҫӗр вырӑнне социаллӑ урӑх пулӑшу кӳме ирӗк парать.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра ку ыйтӑва епле татса парасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ.