Республикӑра
![]() Професси пӗлӗвӗ паракан училищесенче професси ӑсталӑхӗн республикӑри олимпиадӑсем малалла пыраҫҫӗ. Хальлӗхе «Отделкӑпа строительство мастерӗ», «Гостиница сервисӗ», «Электрооборудование юскан электромонтёр» профессисемпе чи лайӑххисене палӑртнӑ. Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти экономикӑпа технологи коллеждӗнче парикмахерсен конкурсӗ иртнӗ. Унта асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче вӗренекенсемсӗр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкарти политехника тата Улатӑрти ял хуҫалӑх техникумӗсенче вӗренекен 7 ҫын хутшӑннӑ. Конкурс вӑхӑтӗнче вӗсем арҫынсен тата хӗрарӑмсен ҫӳҫне касассипе ӑмӑртнӑ, вӑрӑм ҫӳҫе прическа туса кӑтартнӑ. Арҫын ҫӳҫне касасси Ҫӗнӗ Шупашкарти политтехникумра вӗренекен Марина Дмитриевӑна ҫитекен пулман. Унтах вӗренекен Марина Миронова вӑрӑм ҫӳҫе хитре прическа туса кӑтартнӑ. Хӗрарӑм ҫӳҫне касма Шупашкарти экономикӑпа технологи коллеждӗнче вӗренекен Татьяна Сандыркина маттуррине кӑтартнӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑҫал Пермьри трамвай 85 ҫулхине паллӑ тӑвать. Ҫав ятпа унта тӗрлӗ мероприяти ирттерӗҫ. Вӗсенчен курӑмлӑраххи — трамвай музейӗ уҫасси. Пулас музейӗн пӗрремӗш экспоначӗ — КТМ-1 маркӑллӑ трамвай тесе пӗлтереҫҫӗ. Хулатӑрӑх вӑл иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче ҫӳренӗ. Вакунта ӑшӑ пулман, лармаллисене йывӑҫран ӑсталанӑ. Трамвая 73 ҫын вырнаҫайнӑ. Хальхисене, ав, 186 ҫын кӗрет. КТМ-1 маркӑллӑ трамвайсем халӗ Раҫҫейӗпе те вуннӑран ытла упранса юлман иккен. Музея пыракансем трамвая кӗрсе пӑхма пултарӗҫ. Халӗ ӑна юсассипе ҫине тӑраҫҫӗ-мӗн. Музея ҫулталӑк вӗҫӗнче уҫӗҫ. Халӗ ун валли материалсем пухаҫҫӗ, фото ӳкерчӗксене, кӑсӑклӑ ытти япалана йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Вероника Скворцова // РИА Новости Кун пек ҫирӗплетни тӗрӗсех пулмасть те пуль-ха тен. Анчах ҫӗршывӑн Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви сывлӑх сыхлавӗ валли хатӗр-хӗтӗр туяннӑ ҫӗре хамӑр патра, Белоруссинче тата Казахстанра кӑларнисене кӑна кӗртес шухӑшлӑ. Вӑл ятарлӑ йышӑну проектне хатӗрленӗ ӗнтӗ. Проекта халӗ ҫӗршывӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӑхса тухать. Асӑннӑ ведомство ертӳҫи Вероника Скворцова списока пациентсен интересӗсене кура ҫирӗплетессине пӗлтерет-мӗн. Вӑл хамӑр патра кӑларакан медицина хатӗрӗсене ҫул памаллине, анчах ҫакӑ ҫынсене пулӑшу кӳрессине начар енчен витӗм кӳмелле маррине палӑртнӑ. Медхатӗрсем пирки каласан, вӗсен списокӗ анлӑ. Унта антисептиклӑ салфеткӑсенчен пуҫласа томографсемпе рентген препаратсем, флюорографсемпе дефибрилляторсем, хирурги тата стоматологи инструменчӗсем таранах кӗреҫҫӗ. Проекта пурнӑҫа кӗртсен хамӑр патра туса кӑларакан медхатӗрсен калӑпӑшӗ 2020 ҫул тӗлне кӑҫалхипе танлаштарсан 4 хут ӳссе 78,8 миллиард тенкӗпе танлашмалла-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Чӑваш композиторӗн, ЧР тата РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн Анисим Васильевич Асламасӑн ятне, пултарулӑхне асра тытас, чӑваш наци ӳнерне пропагандӑлас, тӑван ен историне тӗпчес, ачасемпе ҫамрӑксен патриотлӑх туйӑмне аталантарас тӗллевпе Етӗрне районӗнче ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑваш юрӑ-кӗввин «Хӗвел» конкурс-фестиваль иртӗ. Фестивале ача-пӑча музыка шкулӗсен, ача-пӑча ӳнер шкулӗсен вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем, культура ҫурчӗн ушкӑнӗсем хутшӑнма пултарӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене номинацисенче палӑртӗҫ: инструмент юрри (баян, аккардеон, фортепиано), соло, инструмент ансамблӗсем (2 ҫынран пуҫласа). Конкурс фестивале хутшӑнакансен чӑваш композиторӗн пӗр юррине юрламалла. Чӑваш халӑх юрри-ташшине улӑштарни те каять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вулавӑшсен, культура ҫурчӗсен наци йали-йӗркине, чӑваш чӗлхине упрама тарӑшасси — тӗп тивӗҫсенчен пӗри. Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ялӗнчи культура ҫурчӗ ҫак енӗпе ӗҫлет. Кунта ачасене халӑх культурипе ытларах кӑсӑклантарас тӗллевпе «Алӗҫ ӑсти» пӗрлешӳ пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа ӗҫлет. Ертӳҫи — Е.Г.Федорова. Хӗрачасем занятисенче ҫӑм арлама вӗренеҫҫӗ, асаттесемпе асаннесен юррисене юрлаҫҫӗ. Кӑшавӑш вулавӑшӗн заведующийӗ Г.В.Иванова ачасене ӗлӗкхи тӗрӗ эрешӗсемпе паллаштарать, вӗсем пирки каласа кӑтартать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал Культура ҫулталӑкӗ пулнӑ май район-хуласенче тӗрлӗ конкурссем, мероприятисем иртеҫҫӗ. Ака Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа халӑхӗ кӑҫал чылай ӗҫ тума тӗллевленнӗ. Елчӗк районӗнче «Театр тӗнчинче» конкурс фестиваль йӗркеленӗ. Ҫак конкурса хутшӑнмашкӑн Аслӑ Таяпари культурӑпа информаци центрӗ тата унӑн филиалӗсем тӗплӗн хатӗрленнӗ. Аслӑ Таяпасем Виссарион Синичкин ҫырнӑ «Ҫулӑмсӑр тӗнче» камите сцена ҫинче лартнӑ. Ку постановка клуба пуханнӑ ҫынсене ӑш хытичченех култарнӑ. Е.Сапожникова библиотекарь Вера рольне калӑпланӑ. Кӗтерук — Л.Горшкова, Л.Колсанов — Володя, И.Львова Валя пулнӑ. Пурте рольсене ӗненмелле вылянӑ. Шуршу ялӗнче халӑх Николай Айзман ҫырнӑ «Спирукпа Марук» камите курма пухӑннӑ. Чӑваш Тӑрӑмсем Б.Лисаев ҫырнӑ камите сцена ҫинче калӑпланӑ. Хвастуркин арӑмне вылякан Н.Волкова артистран кая мар пулнӑ. Кун хыҫҫӑн Аслӑ Таяпари культурӑпа информаци центрӗнче театр кружокне ҫӳрекенсем чӑвашсен ӗлӗхи йӑлине «Улах ларнине» кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрмар районӗнче пурӑнакан арҫын ентешӗ ҫине шлифовка тумалли машинкӑпа сиксе ӳкнӗ. Ҫавӑнпа ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. ЧР ШӖМӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫыннӑн ҫын сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн явап тытма тивӗ. Мӗнле киревсӗр ӗҫ тунӑ-ха вӑл? Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчи пӗр кун каҫхине ӳсӗрскер пӗлӗшӗпе харкашма тытӑннӑ. Унччен те пулмасть — урнӑскер шлифовка тумалли машинкӑпа тапӑнма тытӑннӑ. Ентешне вӗлерессипе хӑратнӑ, сулахай хӑлхин пӗр пайне касса илнӗ. Арҫынна ҫын сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн тата вӗлерессипе хӑратнӑшӑн айӑпланӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Путсӗр арҫын шӑпине вӑл татса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Кашни ача пултаруллӑ. Анчах ӑна аслисен вӑхӑтра тупса палӑртмалла, малалла аталантарма пулӑшмалла. Ҫак кунсенче «Хӗллехи юмах» тата «Хавхалану» Пӗтӗм Раҫҫей пултарулӑх куонкурсӗсене пӗтӗмлетнӗ. Конкурса шкулсенче, лицейсенче, гимназисемпе колледжсенче 1–11-мӗш классенче вӗренекен ачасем валли йӗркеленӗ. Конкурсра Тӑвай районӗн ачисем те хастар хутшӑннӑ, хӑш-пӗр номинацире палӑрнӑ. Акӑ Тӑвайри ачасен ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗн Светлана Глуховӑн воспитанникӗсем «Юрӑ-кӗвӗ пултарулахӗ» номинацие хутшӑннӑ. Фортепиано дуэчӗ — Варвара Лашманова тата Анастасия Григорьева («Фортепиано» уйрӑм), Анастасия Петрова («Пӗтӗмӗшле фортепиано» класс). Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ ҫапларах: «Хӗллехи юмах» конкурсра фортепиано дуэчӗ 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. «Хавхаланура» Анастасия Петрова 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӗнер, пушӑн 26-мӗшӗнче, Республикӑри онкологи диспансерӗнче онкологи чирӗсемпе нушаланакан хӗрарӑмсем валли психологи центрӗ уҫӑлнӑ. Халӗ Чӑваш Енре усал шыҫӑ тупса палӑртнӑ 22 ытла пин ҫын шутра тӑрать. Вӗсенчен 60 проценчӗ — хӗрарӑмсем. Ҫавӑнпа центра малтанлӑха ятарласа вӗсем валли уҫнӑ. Ҫакна «Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗ» пуҫарма сӗннӗ. Пӗлтӗр ҫак канаш «Пурнӑҫ валли» социаллӑ проект хатӗрлесе ЧР Экономика министерствин грантне ҫӗнсе илнӗ. Кадрсене грант укҫипе Питӗрте хатӗрлӗҫ. Тӗрӗссипе, центртан хӗрарӑмсем кӑна мар, арҫынсем те пулӑшу ыйтма пултараҫҫӗ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, паянхи кун рак — приговор мар-ха. Анчах чирлисенчен чылайӑшӗ тӳрех пӑшӑрханса ӳкет. Психологсем вара депрессие ҫӗнтерме пулӑшӗҫ. Кунтах арт-терапи сеансӗсем, занятисем ирттерӗҫ. Пацентсемпе рака ҫӗнтернӗ хӗрарӑм волонтерсем ӗҫлӗҫ. Центри пӳлӗме ҫутӑ тӗссемпе илемлетме «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗ пулӑшнӑ. Ҫитес вӑхӑтра центр икӗ сменӑпа ӗҫлӗ. Кунта клиникӑра сипленекенсене те, пульницӑна пӗрремӗш хут килнисене те пулӑшӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() cap.ru сайтри ӳкерчӗк Пушӑн 26–31-мӗшӗсенче Римра ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗн «Viva, Roma!» II Пӗтӗм тӗнче конкурс-фестиваль иртет. Шупашкарти ачасен ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем унта хутшӑнӗҫ. Ҫак фестиваль «Пултарулӑх салючӗ» пӗтӗм тӗнче проекчӗн пӗр пайӗ. Вӑл ачасен темиҫе фестивальне пӗрлештерет. Шупашкарти ачасен ӳнер шкулӗнче ӑс пухакан тӑватӑ ача конкурсра хӑйсен ӗҫӗсене катартӗҫ. Ентешӗмӗрсен ҫӗнтерес шанӑҫ пысӑк. Вӗсем пурте пултаруллӑ, унччен тӗрлӗ конкурса хутшӑннӑ. Римран таврӑннӑ хыҫҫӑн ачасем мультфильм хатӗрлеме палӑртнӑ. Вӗсем хӑйсен проектне «Европӑри ҫулҫӳрев, е Шупашкар ачисен Италири тӗлӗнмелле ҫулҫӳревӗ» ят парасшӑн. Мультфильма Шупашкарӑн 545 ҫулхи юбилейне халаллӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абитова Мугазяма Фатыховна, РСФСР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |