Сывлӑх
![]() Пукане театрӗ «Атя, тилӗ, яра пар!» спектакль лартать Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Хулари 1-мӗш клиника пульницин реабилитаци уйрӑмӗ ҫумӗнче «Ӳнер терапийӗ» реабилитаци пӳлӗмне ӳҫнӑ. Ӑна ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ тата «Чӑваш Республикинчи хӗрарӑмсен канашӗ» общество организацийӗ йӗркеленӗ. Ҫак пӳлӗме уҫма Хулари 1-мӗш клиника пульницин тӗп тухтӑрӗ Лидия Воропаева, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн директорӗ тата «Ӳнер терапийӗ» проект ертӳҫи Елизавета Абрамова хутшӑннӑ. Пукане театрӗ реабилитаци уйрӑмне чирлисен шухӑшлавне, хусканӑвне йӗркене кӗртме пулӑшакан практика материалӗ парнеленӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ пульницӑн реабилитаци уйрӑмӗнче инсультпа аптӑранӑ, пуҫа сиенлетнӗ ҫынсем сипленеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кунта нерв тытӑмӗн чирӗпе нушаланакансем, хусканупа тӗрев енчен сывӑ маррисем пур. Уҫӑлнӑ пӳлӗмре вӗсем валли тӗрлӗ заняти иртӗ: ӳкерӳ, графика, живопиҫ, музыка, юмах вулани… Ӳнер чирлӗ ҫынсене хӑвӑртрах сывалма пулӑшнине ҫирӗплетнӗ. Проект ертӳҫисем пӳлӗмри занятисем ҫынсене психологи тӗлӗшӗнчен сывалма пулӑшасса шанаҫҫӗ, хаваслӑх туйӑмӗ вара чире парӑнтарма хӗтӗртӗ. Пӳлӗме уҫнӑ кун Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Атя, тилӗ, яра пар! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Олег Князькин Ҫапла ҫав вӑл пуҫлӑх пуканӗ — ытла та шанчӑксӑр. Паян сана лартаҫҫӗ, ыран шанчӑкран тухатӑн. «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхне Олег Князькина лартни ҫулталӑк та ҫитменччӗ, халӗ ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ та. Ку предприяти республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерствине пӑхӑнать. Князькина директор тивӗҫӗнчен хӑтарасси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Мӗншӗн хӑтарни пирки документра пӗр сӑмах та каламан. Аса илтеретпӗр, Олег Князькин — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сунар йӗркине пӑснӑ арҫыннӑн хир сысни какайӗсӗр ҫулталӑк пурӑнма тивӗ Шупашкар ҫывӑхӗнчи вӑрманта пӗр этем хӳшӗ евӗр япала ӑсталаса лартнине пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче сунар хуралӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Арҫын хайхисене хир сынисене ӳкерме ӑсталарӑм тесе ӗнентерме пӑхнӑ. Анчах надзор органӗн ӗҫченӗсем арҫын юптарӑвне ӗненмен. Тата лешӗн аллинче фотоаппарт мар, хӗҫ-пӑшал пулнӑ. Сӑн ӳкеренҫи этем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ та суда ярса панӑ. Ҫак кунсенче тӳре йышӑну кӑларнӑ. Сунара ҫӳреме юраман вӑхӑтра хӗҫпӑшалланнӑ арҫынна алла пӑшал тытма ҫулталӑклӑха чарнӑ тата 3 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ҫӗртме сухи тунӑ лаптӑка культивацилеҫҫӗ Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать тесе ваттисем ахальтен каламан. Республикӑри хресченсем акана вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ ирттермеллине аван ӑнланаҫҫӗ. Май пур таран вӗсем техникине те хӗл каҫипех юсарӗҫ, вӑрлӑхне те ҫӗнетрӗҫ, кондицие ларманнине аласа тасатрӗҫ, удобрение те малтанах янтӑлама тытӑнчӗҫ. Май килнӗ таран ҫӗнӗрен техника туянакансем те пулчӗҫ. Укҫа-тенкине кам епле майлаштарса пырать: кӗсье ҫӳхереххине туйса кивҫен илекенсем те пулчӗҫ. Анчах, тепӗр тесен, кредитне те шанчӑклисене кӑна параҫҫӗ-ха. Ҫапах та хресчен пуҫ усасшӑн мар — тапаҫланать-талпӑнать. Хальхи вӑхӑтра республикӑри пилӗк районта акана тухнӑ. Ҫак йышра — патӑрьелсем, вӑрнарсем, комсомольскисем, пӑрачкавсем тата шӑмӑршӑсем. Вӗсем ҫуртри пӗрчӗллӗ культурӑсене 700-е яхӑн гектар акнӑ, пӗр ҫул ӳсекен курӑксене — 20 гектар. Кунсӑр пуҫне хуҫалӑхсем кӗрхисене апатлантараҫҫӗ тата нӳрӗк тытса хӑварассипе ҫине тӑраҫҫӗ, ҫӗртме сухи тунӑ лаптӑксене культивацилеҫҫӗ, ҫӗрулмине яровизацилеме кӑлараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Хӑй вӑхӑтӗнче вӗсем те вӑй питти те ҫап-ҫамрӑк пулнӑ... Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернине тӗрлӗрен йышӑнакансем пуррине пытараймӑпӑр. «Вӑрҫӑ хирӗнче выртса юлнисене нимӗн те лекмен», — тарӑхаҫҫӗ ашшӗсемсӗр ӳснӗ, выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ вӑрҫӑ ачисенчен хӑшӗсем. Теприсене вара арҫын пуҫпа хӑйсен ӗмӗрне ирттермелӗх пӳрт лартайманни тӗлӗнтерет-мӗн. Виҫҫӗмӗшсене хӑйсен аслашшӗ-кукашшӗ пурӑннӑ чух ун пек саккун кӑларманни пӑшӑрхантарать. «Саккунне старикӗсем сахалланса юлнӑ хыҫҫӑн йышӑнчӗҫ», — теҫҫӗ ун йышшисем. Мӗнех, мӗн чухлӗ ҫын, ҫавӑн чухлӗ чӑнлӑх теҫҫӗ те, кашни хӑйне май шухӑшлать-тӗр. Апла-и, капла-и, анчах вӑрҫӑ ветеранӗсемпе вӑрҫӑра вилнӗ салтак арӑмӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелли саккуна ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑ-тӑк ӑна пурнӑҫа кӗртмеллех ӗнтӗ. Кун пирки Элӗк районӗнче иртнӗ Пӗрлехи информаци кунӗ вӑхӑтӗнче те калаҫнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхра ҫак ҫӑмӑллӑхпа усӑ курмаллисене 194 ҫынна шута илнӗ. Вӗсенчен 184-шӗн ыйтӑвӗ татӑлнӑ. Кам тӳпене кӗрсе ҫурт-йӗр тума хутшӑннӑ, кам хваттер туяннӑ. Хваттер уҫҫи лекессе хальлӗхе Элӗкри тата тепӗр 10 ветеран кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханти вулавӑшра ача-пӑча кӗнекин «Филиппок» театрӗ ӗҫлет-мӗн. Кӗҫех вӑл хупӑнмалла. Ҫук-ха. Яланлӑхах мар. Вӑхӑтлӑха. Унчен вара театр черетлӗ заняти ирттернӗ. Унта ачасем епле пьеса лартассине суйланӑ. Кӗҫӗннисем «Теремок» юмах лартӗҫ, аслӑраххисем А.Н. Нестерован «Вӑрман шкулӗ» пьесине суйланӑ. Юлашкинчен асӑннӑ хайлав туслӑх, килӗшӳпе ҫураҫу, тӗрӗс те тӑрӑшуллӑ пулма вӗрентет. Тӗп харкамӗсем — вӑрман чӗрчунӗсем. «Филиппок» театра ҫӳрекенсем ҫапла вара ҫывӑх вӑхӑтра харӑсах икӗ премьерӑпа савӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Вӑрмарсем район центрне тирпейлеҫҫӗ Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Константин Никитин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн тавралӑха тирпей-илем тата хӑтлӑх кӗртмелли уйӑхлӑха икӗ уйӑхах тӑсас тенӗ. Ӗнер, акӑ, район администрацийӗнче ӗҫлекенсем алла кӗреҫе-шӑпӑр тытса урама тухнӑ. Экологи шӑматкунлӑхне тесе пухӑннӑскерсем поселокӑн тӗп пайне илем кӗртессипе ҫине тӑнӑ. «Ҫанталӑкӗ те тата ӗҫлеме меллӗ пулчӗ: кунӗпех хӗвел пӑхрӗ», — теҫҫӗ унти тӳре-шара. Хӗл каҫипе пуҫтарӑннӑ ҫӳп-ҫап, йывӑҫ ҫулҫи самай пухӑннӑ. Бордюрсене те сӑрланӑ. Администрацире ӗҫлекенсем поселокри ытти ҫын та тирпей-илем кӳрес ӗҫе хастар хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Сӑнсем (13) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Канаш хули Канаш хули монохуласен программипе килӗшӳллӗн федераци хыснинчен 700 миллион тенкӗ ытла илме пултарӗ. Ҫак укҫа индустри паркӗпе килӗшӳллӗн инженери инфратытӑмӗн объекчӗсене тумашкӑн кайӗ. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, 2014 ҫулта патшалӑх пулӑшӑвӗ пама палӑртнӑ списока кӗнӗ. Федераци хыснинчен укҫа уйӑрсан Канаш хулинче шыв сечӗсене, котельнӑйсемпе тасатакан сооруженисене ҫӗнетесшӗн. Ку инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме кирлӗ-мӗн. Шупашкарта индустри паркӗ тума палӑртнӑ. Унта 250 миллон тенкӗ тӑкаклӗҫ. Ҫакнашкал тепӗр парк Канаш хулинче пулӗ. Канаш администрацийӗн сайтӗнче пичетленӗ документпа килӗшӳллӗн, индустри паркне 2020 ҫулччен туса пӗтерес тӗк инвестицин 8,8 миллиард тенки кирлӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, 1467 ӗҫ вырӑнӗ пулӗ, вырӑнти хысна 150 миллион ытла тенкӗ илӗ. 2010 ҫулта монохуласен йышне Ҫӗнӗ Шупашкар кӗнӗ, ӑна федераци хыснинчен укҫа уйарнӑ: 1,5 миллиард тенке яхӑн. Тепӗр ҫулхине Улатӑр пулӑшу илнӗ. 2012 ҫулта Чӑваш Ен монохуласен списокне Канаша сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Илле Иванов (сылтӑмра) чыславра «Ирӗклӗ сӑмах» пӗлтернӗ тарӑх, чӑваш поэчӗ тата журналисчӗ Илле Иванов тӗрӗк культурине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тӗнче премине тивӗҫнӗ. Тӗрӗссипе, чыслав пуш уйӑхӗн вӗсӗнчех иртнӗ-ха. Ун чухне Турцири Эскишехир хулинче, 2013 ҫулта тӗрӗк халӑхӗн культурин тӗп хулин ятне тивӗҫнӗскерте, уяв пулнӑ. Унта Чӑваш Енрен Илле Ивановсӑр пуҫне Олег Цыпленков тата Маргарита Ильина журналистсем, Праски Витти ӳнерҫӗ, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ те кайнӑ. Илле Иванова, ытти лауреат пекех, плакетпа (медаль тӗсӗ) чысланӑ, Эскишехир кӗпӗрнаттарӗн тав хутне панӑ. Чыслава ҫавӑн пекех Тӗрӗк культурин пӗтӗм тӗнчери организацийӗн тӗп секретарӗ Дюсен Касеинов, Турци вӗренӳ министрӗ Наби Авчи хутшӑннӑ. Эскишехир тӗрӗк халӑхӗн культурин тӗп хулин ятне Хусана панӑ. Илле Иванов — ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Митта Ваҫлейӗн фондне тата тӗрӗк тӗнчин культурин чӑваш центрне йӗркелекенӗ. 1993 ҫулта вӑл Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине тивӗҫнӗ. 2005 ҫулта Абдюльхак Хамид ячӗллӗ премине илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутайри кӗнеке куравӗ Ыран паллӑ прозаик, публицист, тӑлмач, чӑваш халӑх ҫыравҫи Хветӗр Уяр (Федор Ермилович Уяр) ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Вӑл 1914 ҫулхи ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Схури-Матак ялӗнче ҫуралнӑ. Хветӗр Уяр Самарти чӑваш шкулӗнче, Хабаровскри педагогика техникумӗнче, Благовещенскри тата Чаваш Республикинчи педагогика институчӗсенче вӗреннӗ. Унтан вӑл Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи пуҫламӑш шкулта ачасене вӗрентнӗ. Каярахпа Чӑваш Республикинчи Красноармейски, Ҫӗрпӳ районӗсенчи шкулсенче вӑй хунӑ, Чӑваш радиокомитетӗнче литература ӗҫченӗ пулнӑ. Хветер Уяр ЧАССР Кӗнеке палатинче, «Капкӑн» журнал редакцинче те ӗҫленӗ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ, ӑна Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин I степень орденӗпе, III степень Мухтав орденӗпе, медальсемпе чысланӑ. Федор Ермилович чӑваш литературине пӗчӗк жанрпа кӗнӗ (калавсем, очерксем, фельетонсем…). Пӗрремӗш хайлавӗ 1930 ҫулта пичетленнӗ. Пӗлтерӗшлӗ кӗнекисенчен пӗри — «Таната» историллӗ романӗ. Ӑна Чӑваш Ен литературовечӗсем кӑна мар, Мускаврисем те, ют ҫӗршыврисем те пысӑк хак панӑ. Хветӗр Уяр вырӑссен илемлӗ литературине чӑвашла куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |