Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Сӑвӑ юратакансем литература ҫулталӑкне уҫрӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 26.01.2015 13:14 | 1724 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри Культура ҫуртӗнче Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнчи сӑвӑҫсем Литература ҫулталӑкне уҫма пухӑннӑ. Культура керменӗн ертӳҫи Шарова Е.А. Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнчи сӑвӑ ҫыракансен ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗ.

Ҫуткассинчи Ефимова Людмила Исаевна ҫамрӑк мар, 75 ҫулта. Хӑй вӑхӑтӗнче «Заветы Ильича» колхозра ӗҫленӗ. Пушӑ вӑхӑтра сӑвӑсем ҫырма юратнӑ. Алексеев Валерий Петрович, Бежанидзе Фаина Николаевна, Артемьева Римма Зиновьевна, Афанасьев Александр Афанасьевич, Кркалевская Елизавета Борисовна Кӑкшӑм ялӗнчен. Пурте хальхи вӑхӑтра тивӗҫлӗ канура. Артемьева Р.З. медсестра пулса хӑй вӑхӑтӗнче чылай ҫынна сыватассишӗн тӑрӑшса ӗҫленӗ. Бежанидзе Ф.Н. Пӑчанарта ҫуралса ӳснӗ, чылай вӑхӑт хушши тӑван ялтан инҫетре пурӑннӑ, хӑйӗн темиҫе сӑввинче вӑл хӑйӗн тӑван ялӗнчен сӑвӑсене вырӑсла ҫырнӑшӑн, ялтан тухса кайнӑшӑн каҫару ыйтрӗ.

Афанасьев А.А. тата Алексеев В.П. чирленӗ пирки тӗлпулӑва килеймен. Вӗсен сӑввисемпе Шарова Е.А. паллаштарчӗ. Афанасьев А.А. хӑйӗн сӑввисене пухса тӑватӑ кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Унӑн сӑввисем районта тухса тӑракан «Ӗҫ ялавӗ» хаҫатра та час-часах кун ҫути кураҫҫӗ.

Шаров Александр Витальевич ҫавӑн пекех Кӑкшӑмри артистсене хӑй вӑхӑтӗнче акатуйсене хатӗрленме пулӑшнӑ композиторӑн, Карлин Николай Сергеевичӑн сӑввисемпе паллаштарчӗ.

Кркалевская Е.Б. Кӑкшӑмри шкулта 25 ҫул хушши шкул ачисене вырӑс чӗлхи вӗрентнӗ, халӗ тивӗҫлӗ канура. Вӑл сӑвӑ ҫырас ӑсталӑх пирки каласа пачӗ, А.Дементьевпа Л.Татьяничевӑн тата хӑй ҫырнӑ сӑвӑсемпе паллаштарчӗ. Хӑйӗн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ Машинин Геннадий пирки вӑл:

«Эс ӗҫчен, маттур,пуян,

Хӗл ҫитсен тытан куян.

Курма кӗрсен-апат лартан,

Укҫа ыйтсан-ялан паран», — тет.

Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Константин Михайлов та сӑвӑ ҫыркалать-мӗн. Вӑл та, Кӑкшӑмри шкулта чӑваш чӗлхи литературине вӗрентекен Людмила Иосифовна Александрова та, хӑйсен сӑввисене чуна парса ҫырнӑ. Юлашкинчен Константин Михайлов поэзи каҫне пухӑннисене тав турӗ, Литература ҫулталӑкӗнче татах та тухӑҫлӑрах ӗҫлеме чӗнсе каларӗ.

#Литература ҫулталӑкӗ, #Кӑкшӑм, #Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗ, #Етӗрне районӗ, #Пӑчанар, #Ҫуткасси, #литература

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем