Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Документ ҫинчи ҫӗр ҫухалнӑ...

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 26.01.2015 13:50 | 940 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Ҫӗр докуменчӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине пурте пӗлеҫҫӗ-ха, анчах чылай чухне ку пурлӑх ҫын харпӑрлӑхӗнче пулни — хут ҫинче кӑна. Ӑна куҫман пурлӑхӑн патшалӑх кадастрне кӗртмен-тӗк ҫӗр лаптӑкӗ пур пулсан та ҫук пулаять.

Етӗрне районӗнчи Надежда Борисовнӑна амӑшӗнчен ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли лаптӑк юлнӑ. Амӑшне ӑна хӑй вӑхӑтӗнче уйра уйӑрса панӑ, анчах документсене вӑл вӗҫне ҫитиччен хатӗрлесе пӗтермен. Надежда Борисовна еткере судпа килӗшӳллӗн хӑйӗн ҫине ҫыртарнӑ. Анчах лаптӑка темиҫе ҫултан ҫеҫ кайса курма май килнӗ.

Вырӑна ҫитсен тӗлӗннипе шак хытманни ҫеҫ. Унта — карта, ун хыҫӗнче — пурӑнмалли ҫурт. Лешсен вара лаптӑк вӗсен пулнине ӗнентерекен пур документ та пур-мӗн.

Надежда Борисовна пур пӗрех Росреестрӑн управленине ҫыру ҫырнӑ. Управлени тӗрӗсленӗ. Документсем йӗркеллех. Анчах Надежда Борисовнӑн лаптӑкне малтанах виҫмен. Унӑн амӑшӗ хӑй вӑхӑтӗнче лаптӑк харпӑрлӑхра пулнине ӗнентерекен патшалӑх актне илмен.

Ҫапла пулса тухнӑ та: документра ҫӗр пур, анчах вӑл чӑннипе — урӑх ҫыннӑн. Кунашкал тӗслӗхсем республикӑра чылай-мӗн. Надежда Борисовнӑн тепре суда кайма тивӗ. Вӗҫӗ-хӗрри хальлӗхе курӑнмасть те…

Росреестрӑн управленийӗ ҫӗр лаптӑкӗн докуменчӗсене хӑй вӑхӑтӗнче йӗркелесе ҫитермелли, межевани тумалли, кадастр шутне тӑратмалли пирки аса илтерет.

#ҫӗр ыйтӑвӗ, #Етӗрне районӗ, #судсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем