Спорт
![]() Чи ҫӳллӗ вырнаҫнӑ теннис корчӗ (Пурш-эл-Арап) Ӗнер, нарӑсӑн 24-мӗшӗнче, Шупашкар хула администрацийӗн Пысӑк залӗнче сӗтелҫи теннисӗ енӗпе спорт шкулне тата ухӑпа перес енӗпе И.Солдатова ячӗллӗ спорт шкулне Шупашкарти Мичман Павлов урамӗнчи 9а ҫурт ҫывӑхӗнчи ҫӗр лаптӑкӗпе усӑ курма ирӗк парас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Пухӑннисем вӑй-хал культурин тата сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекса хоккей лапамӗ пулнӑ вырӑнта — 27-мӗш шкул патӗнче — тӑвассишӗн сасӑланӑ. — Малтан хоккей лапамӗ пулнӑ вырӑнта теннис корчӗсем (теннисла вылямалли лапамсем) тӑвӗҫ. Унта вӑй-хал культурипе тата спортпа кӑсӑкланакан ҫамрӑксем вӑхӑта усӑллӑ ирттерӗҫ, — ҫапла пӗлтернӗ Шупашкарти Мускав район администрацийӗн пресс-службинче. Халӗ проекта хатӗрлеҫҫӗ, ун хыҫҫӑн пордрядчике палӑртӗҫ. — Лапам ҫывӑхӗнчи территорие хӑтлӑх кӗртес, хитрелетес ыйтӑва аукцион пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн татса парӗҫ, — тенӗ спорт шкулӗн элчелӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӗренӳ
![]() СССР халӑх артисчӗ Максим Дормидонтович Михайлов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа унӑн ячӗпе хисепленекен Шупашкарти 1-мӗш музыка шкулӗнче республикӑри олимпиада ирттернӗ. Ҫав инҫет конкурс кӑҫал иккӗмӗш хут иртнӗ, хальхинче ӑна кама халалланине каларӑмӑр. Гран-прие Тӑвайри ӳнер шкулӗнче вӗренекен Анастасия Григорьева тивӗҫнӗ. Пӗрремӗш вырӑнта Шупашкарти тӗрлӗ шкулта вӗренекенсем: Наталья Гаранина (5-мӗш музыка шкулӗ), Елена Полутова (2-мӗш ӳнер шкулӗ), Софья Падиарова (1-мӗш ӳнер шкулӗ), Ирина Ухтиярова Ирина (2-мӗш ӳнер шкулӗ) тата Татьяна Каратаева (Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимнази). Кунсӑр пуҫне иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнисене те дипломсемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Афиша
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта «Ой, икерчӗ, манӑн икерчӗ!» конкурс ирттерме шутланӑ. Вӑл ӗнертен пуҫласа нарӑсӑн 28-мӗшӗччен пырӗ. Тупӑшӑва йӗркелени ытахальтен мар ӗнтӗ — ӗнертен (чӑваш йӑлипе Аслӑ Ҫӑварни нарӑсӑн 20-мӗшӗнчех пуҫланса-ха та...) Ҫӑварни эрни пуҫланчӗ-ҫке. Конкурса хулари суту-илӳ, обществӑлла апатлану предприятийӗсене тата усламҫӑсене хутшӑнтараҫҫӗ. Конкурсҫӑсен ӗҫне, икерчине, вунӑ тӗрлӗ номинаципе палӑртӗҫ. Хаклавсен шутне тата ӳстерме пултарасси пирки те пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫӳп-ҫапа кӳрсе каясси пирки Ҫӗмӗрле влаҫӗсем уйрӑм ҫынсене йӑлари хытӑ каяша турттаракан организацисемпе килӗшӳ тума чӗнсе калаҫҫӗ. Уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем ҫапла килӗшӗве алӑ пусма килӗшмеҫҫӗ, каяшне ара ҫӳп-ҫап контейнерне тухса переҫҫӗ. Урӑхла май ҫук та — кил картинче купаласа усраймӑн-ҫке. Е ҫунаканнине ҫунтараҫҫӗ. Ҫӳп-ҫап контейнерӗ патне строительство юлашкине пырса тӑкаҫҫӗ те чӗртсе яраҫҫӗ. Апла хӑтланма юрамасть, саккуна пӑхӑнса пурӑнмалла теҫҫӗ тӳресем. Саккунӗ пирки те асилтереҫҫӗ. Вырӑнти депутатсем хулана хӑтлӑх кӳрессин йӗркисене хӑйсен ларӑвӗнчех ҫирӗплетнӗ. Явап тытас (штраф тӳлес) килмесен йӑлари каяша турттаракан организаципе килӗшӳ тумаллах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Шупашкарта ача пахчисене пӗрлештерме тытӑнасшӑн. Хула влаҫӗсем ҫак утӑма шкул ҫулне ҫитменнисене паха пӗлӳ парас, пулӑшу кӳрессине анлӑлатас тӗллевпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ҫавӑн пек опыт пур хуласенчи (Мускаври, Пермьри, Тольяттинчи) лару-тӑрӑва малтан тишкернӗ иккен. Пӗрлештерни пурлӑхпа техника базине тухӑҫлӑ усӑ курма май памалла, пӗринче пур пулӑшӑва теприсене кӳме (сӑмахран, физиотерапи пӳлӗмӗпе усӑ курса) майпарасса шанаҫҫӗ. Пӗр пахчапа тепӗр пахчана пӗрлештернине пула вӗсене ачасем сахалрах ҫӳреме пуҫлассине пӗлтермест теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче «Аттепе театра!» акци ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Ҫамрӑксен театрӗ ӑна кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ирттерет. Акци ашшӗсене пӗлтӗрхи пекех килӗшнӗ. Хӑш-пӗр ашшӗпе ачи театра пӗрремӗш хут килсе курнӑ. Вӗсем сцена ҫине куҫ илмесӗр пӑхса ларнӑ. Фойере хӑнасене Мулкачсем кӗтсе илнӗ. Вӗсем олимп вӑййисем ирттернӗ. Тупӑшусене ашшӗсем те, ачисем те хастар хутшӑннӑ. Пурте хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн парнесене тивӗҫнӗ. Залра хӑнасене каллех парне кӗтнӗ. «Как Иван за море ходил» юмахри казаксем вӗсем валли кӑсӑклӑ конкурссем хатӗрленӗ. Чи хаклӑ парне «Ылтӑн чӑх чӗппи» спектакль пулнӑ. Постановка чи хӑюллӑ, чи хастар, чи вӑйлӑ ашшӗсем пирки. Спектакле ятарласа ҫемьепе пӑхмашкӑн хатӗрленӗ. Вӑл сцена ҫинче нумай ҫул пырать. Ачасем театра ытларах амӑшӗпе ҫӳреҫҫӗ. Акци пуҫарнӑ хыҫҫӑн ашшӗсем ытти спектакле килме те тытӑннӑ. Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗ каллех уява йыхравлать. Аннесемпе асаннесен уявӗ ячӗпе ирттерекенскерте вӑйӑсем, конкурссем тата «Мымренок» спектакль пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Раҫҫейре
![]() «Етӗрне» карап Аякри Ҫурҫӗрте «Етӗрне» ятлӑ карап пурри пирки ЧНК сайчӗ хыпарлать. Вӑл Полярный хула портӗнче тӑрать, унта хӗсметре чӑвашсем тӑраҫҫӗ иккен. Карапа 2001 ҫулта Етӗрне хули шефланӑ пулать. Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин делегацийӗ Мурманск облаҫне кайса килнӗ, вӗсем Ҫурҫӗр флотне кӗрекен «Етӗрне» карап ҫинче пулнӑ, унӑн командипе тӗл пулса калаҫнӑ. Паянхи кун карап ҫинче пӗр чӑваш каччи ҫеҫ хӗсметре тӑрать иккен. Вӑл Сергей Тимофеев, Етӗрне хулинчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() «Укҫа чул кастарать», — тенӗ ваттисем. Чӑнах та, хаклӑ ҫак хутсӑр пурӑнма йывӑртарах ҫав. Пӗрисем ӑна тар кӑларса ӗҫлесе илеҫҫӗ, теприсем пуймалли ҫӑмӑл меслет шыраҫҫӗ. Шупашкарта шӑпах ҫакнашкал тӗслӗхсем тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Анчах ҫӑмӑл мелпе кам пуйма шухӑшланӑ-ха? Йӗрке хуралҫисен ыйтӑва уҫӑмлатма тивет. Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче каҫхине Мир проспектӗнче вырнаҫнӑ супермаркетра кассир 5 пин тенкӗлӗх суя укҫана тупса палӑртнӑ. 5 пинлӗх укҫапа таваршӑн Чулхула облаҫӗнчи хӗр тӳленӗ. 21 ҫултискер полицейскисене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл упӑшкипе пӗрле какайпа суту-илӳ тӑвать. Ҫак хут укҫа — вӗсен усламӗн пӗр пайӗ-мӗн. Ку тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма пултараҫҫӗ. Тепӗр тӗслӗх те Шупашкарта пулнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче каллех 5 пин тенкӗлӗх суя укҫа тупса палӑртнӑ. Хальхинче — хулари пӗр банкра. Укҫа банка Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑмран лекнӗ. Экономика хӑрушсӑрлӑхӗн пайӗн оперативникӗсем хӗрарӑмран ыйтса пӗлнӗ. Лешӗ вӗсене укҫана лавккара тыттарнине ӗнентернӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Музейри урокЧӑвашлӑх
![]() Муркаш районӗнчи Николай Никольский музейӗнче Сосновкӑри шкул ачисемпе урок ирттернӗ. Унӑн теми «Чӑваш наци тумтирӗ» ятлӑ пулнӑ. Урок валли музейҫӑсем «Вирьялсен тумтирӗ: ӗнер тата паян» ятпа курав хатӗрленӗ. Сосновкӑри ял вулавӑшӗн заведующийӗ Т.З. Степанова наци ҫи-пуҫне кӑтартнӑ тата ун пирки каласа панӑ. Ачасем экспозицисемпе хаваспах паллашнине палӑртма уйрӑмах кӑмӑллӑ. Вӗсенчен хӑшӗсене тӑхӑнса пӑхмах май килнӗ. Урокра ачасем чӑваш тумтирӗ тата вӗсенчи тӗрӗсем виҫӗ этнографи ушкӑнне пайланнине пӗлнӗ. Анатри чӑвашсем килте тӗртнӗ пиртен ҫӗленӗ ҫи-пуҫне шултра тӗрӗпе капӑрлатнӑ. Вӑтам анатрисем те ҫи-пуҫ тата тӗрӗ енчен анатрисене ҫывӑхарах ӑсталанӑ. Вирльялсем вара шурӑ пирсӗр пуҫне хӗрлине те усӑ курнӑ тата вӗсем вӗттӗн тӗрлеме ӳркенмен. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Экономика
![]() Республика тата муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха усӑ курни хыснана тупра кӳрет. Кун пирки Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви ӗнентерет. Республикӑн пӗрлештернӗ бюджетне пӗлтӗр, акӑ, ҫапла майпа 2,4 миллиард ытла тенкӗ пырса кӗнӗ. Ҫак тупрана виҫӗм ҫулхипе танлаштарсан вӑл 27 процент хушӑннине пӗлтерет. Республика хыснине кӑна 1 миллиард тенкӗ ытларах пырса кӗнӗ. Ҫак хисеп вара икӗ хута яхӑн, тӗрӗсрех, 1,9 хут пысӑкланнӑ. Муниципалитетсем те хӑйсен харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха усӑ курса «кӗмӗл» тӑваҫҫӗ. Вӗсен тупӑшӗ иртнӗ ҫул 1,4 миллиарад яхӑн пухӑннӑ. Тупӑш уйрӑмах Шупашкарта самай пухӑннӑ. Тӗп хулана мӗнпур муниципалитет пухнин 57 проценчӗ тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |