Персона
Чӑваш наци вулавӑшне каллех Светлана Старикова ертсе пырӗ. Мӗншӗн каллех тенине тӳрех ӑнлантарса хӑварар-ха. Ҫак ӗҫре вӑл унччен те тӑрӑшнӑ. Пуҫлӑх пуканне вӑл 2002–2012-мӗш ҫулсенче йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн культура министрӗ пулнӑ Роза Лизаковӑна директор тилхепине шанса панӑ хыҫҫӑн Старикова пуҫлӑх ҫумӗ пулса тӑчӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Лизакова пуҫлӑх ӗҫне пӑрахнӑ хыҫҫӑн ертӳҫӗ тивӗҫне Стариковӑна пурнӑҫлама шанчӗҫ. Светлана Старикова 1955 ҫулта Канаш районӗнчи Анаткас Кипеч ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑваш кил-ҫурчӗн ҫуртне тума шухӑшлаҫҫӗ. Унӑн пӗрремӗш чулне хунӑ та ӗнтӗ. Пӗрремӗш кирпӗче хывма облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов хӑй хутшӑннӑ иккен. Чӑваш кил-ҫуртне хулари Ҫамрӑксен хулинче тума пуҫланӑ. Ӑна «Наци ялӗ» текен этнокультура соооруженийӗсен комплексӗнче хута яраҫҫӗ. Наци ялӗнче тӑхӑр халӑх ҫыннисен культурине кӑтартмалла тӑвасшӑн. Ҫавӑнта сакӑр номерлӗх хӑна ҫурчӗ, ампарлӑ тата лаша витиллӗ музей ҫурчӗ, ҫулла ӗҫсе-ҫимелли уҫӑ вырӑн хӑпартса лартасшӑн. «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӗмӗпӗрти наципе культура автономийӗ хӑйӗн комплексне тума чи малтан ирӗк илнисенчен пӗри-мӗн. Тӗп ӗҫсене килес ҫул тума палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Сесси вӑхӑтӗнче. ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнчен илнӗ сӑн Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ҫак эрнери сессийӗнче халӑх тарҫисем суйлав бюллетенӗнче пурне те хирӗҫ сасӑлама ирӗк пачӗҫ. Кун пек сӗнӗве Раҫҫей шайӗнче маларах асӑнакансем пулни пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Ку йӗрке пирки калаҫнӑ чух депутатсем хӗрсе калаҫнине сессие онлайн мелӗпе итленисем асӑрхарӗҫ-тӗр. Ҫапла йышӑнни вӑл е ку кандидатшӑн сасӑлас килменнисене ӳлӗмрен пурне те хирӗҫлеме ирӗк парӗҫ. Ара, атту списока кӗртнӗ ҫынсенчен хӑшӗшӗн те пулин сасӑламах тивет-ҫке. Капла хӑть хӑв кӑмӑлна кайман кандидатсем пулмасан пурне те хирӗҫҫине палӑртайӑн. Саккуна йышӑниччен депутатсем хӗрсех калаҫрӗҫ. Пӗринне микрофонне те сӳнтерсе лартрӗҫ. |
Спорт
Пӗр хут кӑна та мар. 2016 тата 2018 ҫулсенче хӑвӑрт утассипе Тӗнче кубокӗ Шупашкарта иртмелле. Кун пирки Ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн канашӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ иккен. Шупашкара сӗнсе ҫӗршывӑн ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн генсекретарӗ Михаил Бутов тухса калаҫнӑ. Сӑмах май, унта Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Сергей Мельников та хутшӑннӑ иккен. Икӗ ҫулта пӗрре иртекен ҫак ӑмӑртӑва умлӑ-хыҫлӑ пӗр хулара иртни хӑвӑрт утассипе тӗнче историйӗнче те кӗтменлӗх иккен. Республикӑн Спорт министерстви ҫакна республикӑна шаннипе сӑлтавлать имӗш. Унччен Европа тата тӗнче кубокӗсене Чӑваш Енре ирттернине хӑшӗсем астӑваҫҫӗ-тӗр: Европа кубокне 2003 ҫулта, Тӗнче кубокне 2008 ҫулта йӗркеленӗччӗ. Раҫҫей кубокӗ вара ҫулсерен тенӗ пекех пирӗн патра иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Паян Хусанти аэропортра ҫӗр ҫине Boeing 737 ӑнӑҫлӑ ларайман, унти пур ҫын та вилнӗ. Вӗсен хушшинче Тутарстан Президенчӗн ывӑлӗ Ирек Минниханов та пулнӑ. «Татарстан» авиакомпанин самолёчӗ иккӗмӗш ҫаврӑм тунӑ хыҫҫӑн ларма тытӑнсан арканса кайнӑ. Пурӗ 46 пассажир тата 6 самолёт ӗҫченӗ вилнӗ. Ҫавӑн пекех самолёт арканӑвӗнче Тутарстан тӑрӑхӗнчи ФСБ тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Александр Антонов, спорт комментаторӗн Роман Скворцовӑн арӑмӗ Эллина вилни пирки пӗлтереҫҫӗ. Пӑтӑрмах тӑрӑх пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанлӑха официаллӑ мар калаҫусенче палӑртнӑ тӑрӑх инкек пилотсен йӑнӑшне пула сиксе тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Тӗрмере ларакан ҫынсене ӗҫсӗр ларманнине чылайӑшӗ пӗлет-тӗр. Тем те пӗр ӑсталаҫҫӗ унта. Журналист ӗҫӗпе (унта ӗҫпе кӑна ҫӳреме Турӑ хуштӑр) тӗрмесенче пулса курнӑ та унта ларакансем пӑралукран карта валли тунине те, нуски-перчетке ҫыхнине те, керамзитран блок кӑларнине те, чечек ӳстернине те курнӑ. Ларакансенчен хӑшӗсем пӑлахаййисем те пур теҫҫӗ-ха. Теприсем вара пушшех те — ӗҫлесшӗн. Ахаль ларнӑ чух вӑхӑт час иртмест те кун пек хӑть шӑвать. Республикӑри 8-мӗш колони-поселени вара производство ӗҫ-хӗлӗн тӗп енӗ пахча ҫимӗҫ ӳстересси иккен. Ҫакӑн пирки Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗ пӗлтерет. Кӑҫал унта пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 1015 гектар ҫинче акса ӳстернӗ иккен. Кунсӑр пуҫне тепӗр 50 гектар ҫинче ҫӗрулми лартса туса илнӗ. Хӗрлӗ кӑшманпа кишӗре те тӗрмере ларакансем хӑйсем ӳстернӗ. Айӑплава асӑннӑ колонире ирттерекенсем валли пахча ҫимӗҫ хӗл каҫма кӑна мар, ҫӗнӗ тухӑҫченех ҫитмелле иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Пурнан пурнӑҫра тем те сиксе тухать. Урамра хирӗҫсен (кунта эпӗ кӳршӗ-аршӑпа е ӗҫре ӑнланманлӑх сиксе тухни пирки каларӑм-ха) киле кӗме пулать. Килте хирӗҫсен ӑҫта каймалла? Чикӗ леш енчи хӑш-пӗр ҫӗршывра кризис центрӗсемпе никама та тӗлӗнтереймӗн. Пирӗн патрах вара ун пеккисем анлӑ сарӑлман. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вара Шупашкарта ун пеккине уҫнӑ. Тӳррипе, йывӑрлӑхри хӗрарӑмсене унччен пачах та пулӑшман тени тӗрӗс мар пулӗччӗ. Сӑмахран, республикӑн тӗп хулинчи Калинин районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр ҫумӗнче сӗнӳ-канаш панӑ-ха. Кӑҫал кӑна 789 хӗрарӑма пулӑшу кирлӗ пулса тухнӑ. Анчах киле кайма хӑракансен тата ниҫта кайма ҫуккисене унта ҫӗр каҫма хӑварма май пулман. Кризис станционарӗнче 6 койко-вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Вӗсенчен пиллӗккӗшне халех йышӑннӑ иккен. Вӑхӑтлӑх пурӑнма хӗрарӑмсем валли мӗнпур услови туса панине пӗлтереҫҫӗ: апат пӗҫерме тӗпел пур иккен, апатланмалли, канмалли тата ҫӑвӑнмалли пӳлӗмсем. Кашни хӗрарӑмпа специалистсем: социаллӑ ӗҫ енӗпе тӑрӑшакан, психолог тата юрист — ӗҫлеҫҫӗ иккен. Центрта ҫулталӑкра виҫӗ уйӑх таран пурӑнма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Куйбышев шывуправӗ тӑрӑхӗнчи Атӑл Чӗмпӗр облаҫӗнче шыв айӗнчи экспедицине хатӗрленеҫҫӗ имӗш — хайхи Куйбышев шывуправӗн тӗпне тӗпчесшӗн. Ӑсчахсем Кивӗ Майна кӳлмекӗ таврашӗнче ӗҫлӗҫ — кун пирки «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) пӗлтернӗ. Тӗпчевҫӗсем ӗҫлемелли вырӑн Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн ҫӗрне кӗнӗ. Вӑл тӑрӑхра тӗрлӗ суту-илӳ ҫулӗ иртнӗ: ҫурҫӗртен кӑнтӑралла, Пӑлхартан Кейӳ хулине, Вӑтам Азинчен Атӑлҫи Пӑлхара. 1950-мӗш ҫулсенче Куйбышев шывуправне туса лартнӑ хыҫҫӑн чылай вырӑн шыв айне пулнӑ. Ҫав шутра путнӑ карапсем те. Археологсем малтанлӑха тӗпчевсем ирттерсе Атӑл тӗпӗнче темиҫе пысӑк ӗскер тупнӑ — вӗсен ҫӳллӗшӗ 2 метра яхӑн иккен. Мӗн тупнине каярах тӗплӗн пӗлесшӗн. Тӗп тӗпчеве нарӑс уйӑхӗнче ирттересшӗн — вӑл вӑхӑтра юханшыв пӑрпа витӗнӗ, ҫапла май хаклӑ хатӗрсене кирлӗ ҫӗре ҫитерме ҫӑмӑл пулӗ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Юрий Попов ЧНК Аслӑ пухӑвӗнче «Сӗтев» хаҫат ӗҫтешӗ Владимир Кожевников пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак хаҫата хирӗҫ суда панӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ иккен. Тӳре йышӑннӑ тӑрӑх «Сӗтев» хаҫат Чӑваш Енӗн Патшалах Канашӗн спикерне мораль тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 100 пин тенкӗ памалла. Ӗҫ-пуҫ «Сӗтев» хаҫатӑн кӑҫалхи кӑларӑмӗнче тухнӑ статья тавра тухнӑ иккен. Ҫурлан 6-мӗшӗнчи номерте республика пуҫлӑхӗсем — ҫав шутра Юрий Попова та асӑннӑ — юхха хӗрарӑмсемпе ҫыхланни пирки ҫырнӑ пулнӑ. Хаҫат корреспонденчӗ материала пӗр хӗрарӑм самахӗсем ҫинче никӗслесе шӑрҫаланӑ — вӑл имӗш тӳре-шарана юхха хӗрарӑмсемпе ҫыхӑнтарнӑ. Авӑнӑн 24-мӗшӗнче Юрий Попов хӑйне хирӗҫ киревсӗр элек ҫырнӑ тесе Муркаш судне иск янӑ: хаҫатран пӗр миллион тенкӗ шыраса илме тата вулакансене информаци тӗрӗс марри пирки пӗлтерме ыйтнӑ. Чӳкӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ ларура суд Юрий Попов майлӑ йышӑну кӑларнӑ. Эдуард Мочалов суд йышӑнӑвне хирӗҫлеме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Стронций титаначӗ Вашингтон университетӗнчи (АПШ) физиксем стронций титаначӗн кристалӗнче ҫирӗп фотоярӑшлӑх (выр. фотопроводимость) асӑрханӑ. Ӑна вӗсем ӑнсӑртран уҫнӑ иккен — университет сайчӗ ҫапла пӗлтерет. Ку пулӑма стронций титаначӗнче унччен сӑнаман имӗш, пуласса та шутламан. Фотоярӑшлӑх — ҫурмаярӑшсен (выр. полупроводник) уйрӑмлӑхӗ, пӗр-пӗр материал ҫине ҫутӑ ӳкнӗ хыҫҫӑн унӑн ярӑшлӑхӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ. Витӗмӗ ҫакнашкал: фотонсем япалашри электронсене хускатаҫҫӗ, заряда куҫаракансен йышӗ ӳснӗрен ярӑшлӑх та пысӑкланать. Фотоярӑшлӑхпа тӗрлӗ ҫӗрте усӑ кураҫҫӗ, сӑмахран, копилекен аппаратсенче. Ҫирӗп фотоярӑшлӑх (выр. Устойчивая фотопроводимость) — хальтерех уҫнӑ пулӑм. Вӑл фотоярӑшлӑхӑн пайӑр уйрӑмлӑхӗ шутланать, пӗр-пӗр япалаша пӗчӗк тапхӑр ҫутатнӑ хыҫҫӑн унӑн ярӑшлӑхӗ нумайлӑха тӑсӑлнипе ҫыхӑннӑ. Стронций титаначӗ фотоярӑшлӑхне тӗпченӗ чухне ӑсчахсем ҫак япалан ҫирӗп ярӑшлӑхӗ валли пӳлӗм ӑшши те ҫителӗклӗ пулнине палӑртнӑ. 10 минут ҫутатнӑ хыҫҫӑн унӑн фотоярӑшлӑхӗ 400 хут ӳсни темиҫе куна тӑсӑлнӑ иккен. Ку виҫе пӗчӗк мар имӗш, ҫавӑнпа та малашне тен стронций титанатне компьютер хатӗрӗсене ӑсталанӑ ҫӗрте те усӑ курма пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |