Сывлӑх
![]() Ҫынсем мӗнле чирпе пӗлтӗр ытларах аптӑранине тишкернӗ те ҫавӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ. Сывлӑх сыхлав ӗҫне ӗнер республикӑн Правительство ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Тухтӑрсенчен пӗлтӗр пулӑшу ыйтнисенчен ытларахӑшӗ, 37,6 проценчӗ, сывлав органӗсен чирӗпе аптӑрани палӑрнӑ. Шур халатлисем патне ҫакланнисенчен 10,5 проценчӗ пульница койки ҫине суранланнине, наркӑмашланнине тата ытти тулаш сӑлтава пула лекнӗ. Тухтӑрсем патне ҫынсем ҫавӑн пекех шӑкпа ар органӗсен чирӗсене пула самайӑшӗ, 9,5 проценчӗ, каяҫҫӗ. Сывлав органӗсем терӗмӗр те, ҫавсенчен 71,8 проценчӗ респираторлӑ чирсемпе аптӑранӑ. Пневмони ураран ӳкерни те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Культура ҫулталӑкӗ иртни пирки пӗлмен ҫын ҫук пулӗ. Раҫҫей шайӗнче ӑна уҫнӑ ҫӗре ӗнер Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов ертсе пыракан делегаци Мускава тухса кайнӑ. Йыша Куславккари Н.И. Лобачевский ячӗллӗ историпе таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи Надежда Егорушкина, Чӑваш Республикин Композиторсен союзӗн ертӳҫи Николай Казаков, Ҫӗмӗрлери «Хӗвелтухӑҫ» культура ҫурчӗн «Экситон» ташӑпа спорт халӑх клубӗн ертӳҫи Ирина Лиховид, Культура программисен республикӑри дирекцийӗн арт-менеджерӗ Максим Матросов, К. Иванов Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ — Чӑваш Республикинчи театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи Геннадий Медведев кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Канаш районӗнчи Улаксар ялӗ театр кунне паллӑ тунӑ. Унта драма кружокне ҫӳрекенсем Николай Тереньевӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Хӗрӗме калам та — кинӗм илттӗр» спектакль лартнӑ. Илемлӗх ертӳҫи — Вӑрман Енӗшри культура ҫурчӗн ертӳҫи Николай Артемьев. Вырӑнти артистсем профессионалсенчен кая юлмаҫҫӗ. Декорацие илемлӗ хатӗрленӗ. Пӳлӗмре кӑмака та пулнӑ. Костюмсене вара хӑйсем ҫӗленӗ. В.Кузьмин, Е.Федорова, Л.Степанова, Н.Михайлова, Г.Манишева, А.Семенова артистсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Куракансем камит вӗҫленсен тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канашри музыка шкулӗнче Культура ҫулталӑкне халалланӑ «Кӗвӗ тумламӗ» конкурс-фестиваль иртнӗ. Йӗпреҫ район администрацийӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗ Татьяна Новикова та хутшӑннӑ. Йӗпреҫсем вӑл унтан II степень Дипломпа тавраннӑшӑн хӗпӗтеҫҫӗ. Ертӳҫи — Н.Н.Рекунова. Татьяна Новикова ҫак ҫитӗнӗве «Халӑх юрри, солистсем» номинацире тивӗҫнӗ. Татьянана жюри членӗсем мухтанӑ. Профессор, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн хор дирижированийӗн кафедра заведующийӗ, жюри председателӗ Ю.А.Дмитриева ӑшӑ сӑмах каланӑ. Татьяна Новиковӑна чи малтанах сумлӑ ҫак наградӑна илнӗ ятпа «Альянс» ушкӑнра эстрада юррисене шӑрантаракан Константин Садюров саламланӑ. Вӑл халӗ Канаш районӗнчи Шӑхасанти музыка шкулӗнче ачасене вӗрентет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти Филармони залӗнче ача-пӑча чӑваш юррин республикӑри саккӑрмӗш фестивалӗ иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна саккӑрмӗш хут йӗркеленӗ. Пӗрремӗш суйлав турӗ хыҫҫӑн жюри 11 хор коллективне тата тӗрлӗ ҫулхи 40 солиста юрӑ ӑмӑртӑвне хутшӑнма ирӗк панӑ. Унта хутшӑнакансен пултарулӑхне ҫулсерен вӑйлӑрах та вӑйлӑрах тӗрӗсленине палӑртаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе шӑкӑлтатса калаҫма пӗлменнисем те конкурса ҫитме ӗмӗтленеҫҫӗ иккен. Ҫавна май вӗсен чӗлхене туптама тивет. Ҫак шухӑша Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчан музыка шкулӗнче Ольга Кондратьева та палӑртнӑ. Красноармейскинчен килнӗ Елена Иванова шучӗпе вара конкурс чӑваш чӗлхин, юррин тата кӗввин илемне кӑтартма тата палӑртма май парать. Гала-концерт ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пуш уйӑхӗн 19–21-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Турцинчи Эскишехир хулинче иртнӗ «Навруз-Байрамы» уявланӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Концерт 20 пин ытла ҫын кӗрекен залра иртнӗ. Уява шупашкарсем ҫамрӑксен ташшипе уҫнӑ. Хупма вара вӗсем «Линька-линька» вокалпа хореографи сюитине кӑтартнӑ. Ӑна куракансем пысӑк хавхаланупа йышӑннӑ-мӗн. Артистсене сувенир шарфӗ парнеленӗ, коллектива Тав хучӗпе хавхалантарнӑ. Эскишехир хула мэрийӗ умӗнчи лапамра Калмӑк тата Тутар республиксенчен пырса ҫитнӗ коллективсемпе пӗрлехи композици кӑтартнӑ. Уява тӗрлӗ ҫӗршыври 35 коллектив хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Элӗк районӗнче «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи — 2014» конкурсӑн район шайӗнчи тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш тӗррине упраса хӑварас, ӑна аталантарас теллевпе ирттернӗскерӗн теми — чӑваш эрешӗ тата унӑн пӗлтерӗшӗ. Элӗк районӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗн центрне 50 ытла ӗҫ килнӗ. «Алӗҫ пултарулӑхӗ» (тӗрӗ, йывӑҫ ҫинче ӳкересси) номинацире Мӑн Ямаш шкулӗнчи Диана Андреева 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Карачура шкулӗнчи Дмитрий Титов тата Александр Филиппов 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ. «Живопиҫ» номинацире Тени шкулӗнче вӗренекен Юлия Капитонова 1-мӗш пулнӑ. Ҫав шкултиех Анастасия Васильева 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ураскилт шкулӗнчи Александр Калмыков 2-мӗш пулнӑ. «Сӑвӑсем» номинацире Чӑваш Сурӑм шкулӗнчи Ольга Егорова ҫӗнтернӗ. Юнтапа шкулӗнче вӗренекен Аделина Степанова 2-мӗш, Тени шкулӗнчи Ольга Жесткова 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. «Сочинени» номинацире Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкулти Эльвира Путерова ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Тӗрлӗ системӑра епле курӑнать http://samah.chv.su адреспа вырнаҫнӑ электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗпе малашне мобилла хатӗрсемпе — смартфонсемпе, планшетсемпе — ҫӑмӑлтарах усӑ курма май пулӗ. Сайт малашне вӗсене валли ятарлӑ калӑпланӗ — чи кирлӗ информаци малта, ытти хыҫалта вырнаҫӗ. Тепӗр май каласан эпир сайтра адаптацилле дизайн турӑмӑр. Ку ӗҫе пурнӑҫлаканӗ — пӗрлӗхӗн пайташӗ Анатолий Миронов. Ҫӗнелнӗ хыҫҫӑн сайт епле ӗҫленине вӑл Apple iPhone, Android, Microsoft Phone карас телефонӗсенче тӗрӗслерӗ — пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулнине пӗлтерчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пациентсен прависене хӳтӗлекен общество организацийӗсен канашӗ уҫӑлнӑ. Унӑн йышне республикари ҫичӗ общество организацийӗ кӗнӗ. Ҫав йышра — Пӗтӗм Раҫҫейри сусӑрсен «Шанчӑк» ревматологи ассоциацийӗ» организацийӗн пирӗн республикӑри уйрӑмӗ, гемофилипе чирлӗ ҫынсен Чӑваш Енри обществи, сусӑрсен «Диас» общество организацийӗ, склерозпа чирлисен обществи тата ытти те. Пурӑна киле Канаш членӗсен списокӗ нумайланӗ. Пациентсен юхӑмӗн тӗп тӗллевӗ — пациентсемпе министерство хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркелесси. Канаш пӗр-пӗр чире епле сиплемелли пирки ашшӗ-амӑшне пӗлтерсе тӑрӗ, эмелсемпе, оборудованипе тивӗҫтерес, медицина пулашӑвӗ парас енӗпе мӗнле документсем пурри пирки каласа кӑтартӗ. Канаш ӗҫлеме тытӑннӑ ӗнтӗ. Пушӑн 21-мӗшӗнче пӗрремӗш лару иртнӗ. Шел те, министерство сайтӗнче те вӗсемпе епле ҫыхӑнма пуласси пирки, пациентӑн ыйту тухсан ӑҫта каймалли пирки пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Паян, пуш уйахӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта Япони киновӗн фестивалӗ пуҫланнӑ. Ҫак мероприятин тӗп теми — Япони режиссерӗн Ясудзиро Одзун пултарулӑхӗ. Вӑл 1903–1963 ҫулсенче пурӑннӑ. Ҫак режиссер хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗн классика кинематографине ҫеҫ кӑтартмасть. Вӑл тӗнче классикӗ те. Унан фильмографинче сасӑсӑр хура-шурӑ лентӑсем те, сасӑллӑ тӗслисем те пур. Фестивальте Одзун тӗрлӗ жанрне кӑтартӗҫ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче темиҫе теҫетке картина ӳкернӗ. Фестивальте «Токийская повесть» драмӑпа (1953), режиссерӑн «Цветок равноденствия» пӗрремӗш тӗслӗ фильмӗпе (1958), «Поздняя осень» (1960) унӑн юлашки лентӑсенчен пӗринпе киленме май пулӗ. Камитсене те кӑтартӗҫ. Фестиваль йӗркелӳҫисем Япони режиссерӗн ӗҫӗсем паянхи кун та ҫивӗч пулнине палӑртаҫҫӗ. Фестиваль аслисемшӗн те, пӗчӗккисемшӗн те кӑсӑклӑ пулмалла. Ачасем валли Ямамото Нидзон «Миери и волшебный лес» фантастика юмахне кӑтартӗҫ. Вӑл экран ҫине 2007 ҫулта тухнӑ. Фильм — ҫынпа ҫутҫанталӑк хутшӑнӑвӗ пирки. Япони киновӗн фестивалӗ Шупашкарта пушӑн 26-мӗшӗччен пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |