Уйрӑм ҫынсен хуҫалӑхӗнче тухакан пушарсен сӑлтавӗ чылай чух ҫынсен асӑрханулӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Ҫапла ҫирӗплетеҫҫӗ пушарнӑйсем. «Этем факторӗ» тесе калакан сӑлтав шутне кӑмака та кӗрет. Халӗ вутӑ хутса ӑшӑтакан сахал пулин те мунча кӗмесӗр пурӑнмастӑнах-ҫке. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнманни «хӗрлӗ автана» ним мар ташлаттарса ярать. Кӑмакана тӗрӗс мар купалани те, мӑрйисем йӗркеллӗ пулманни те инкекӗн сӑлтавӗ пулса тӑраҫҫӗ.
Пушарсенчен сыхланас тата вут-ҫулӑмра ҫынсем вилесрен асӑрханма пулӑшас тесе Тӑвай районӗнчи пушарнӑйсем нумаях пулмасть Енӑш Нӑрваш ял тӑрӑхне персе ҫитнӗ. Унта вӗсем ҫынсемпе тӗлпулнӑ, нумай ачаллӑ ҫемьесене кӗрсе тухнӑ тата пӗччен пурӑнакан ватӑсемпе калаҫнӑ.
Рейд вӑхӑтӗнче 8 киле кӗрсе тӑрӗсленӗ. Пушарнӑйсем электричество пӑралукӗсем епле шайрине пахаланӑ, ӑшӑтмалли хатӗр-хӗтӗрпе епле курнине тӗрӗсленӗ, тӗрлӗ сӗнӳ-канашпа пулӑшнӑ.