Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче Максим Горький проспектӗнче 8 ҫулти хӗрача люка кӗрсе ӳкнӗ.
Ку Максим Горький проспектӗнчи 28-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Самант видео ҫине лекнӗ: виҫӗ хӗрача утса пыраҫҫӗ, пӗри люк урлӑ ӑнӑҫлах сиксе каҫать, иккӗмӗшӗ вара ун ҫине пуссан аялалла кӗрсе ӳкет.
Ҫумӑр шывӗ анакан канализаци люкӗ сама тарӑн. Хӗрачана тухтӑрсем медпулӑшу панӑ. Хула администрацийӗ прокуратурӑна пӗлтернӗ тӑрӑх, темиҫе кун маларах специалистсем люка тӗрӗсленӗ, ӑна хупнӑ-мӗн.
Ведомство тӗрӗслев ирттерсе инкек сӑлтавне палӑртӗ. Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхе тупса палӑртсан айӑплисене явап тыттарӗҫ.
