Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Салам валли — чӑвашла открыткӑсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.02.2015 17:04 | 2589 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Халӑх ыйтнипе Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак кунсенче чӑвашла открыткӑсем кӑларчӗ. Чӑн та лавккасенчи сентресем йӑлтах вырӑслисемпе кӑна тулса ларнӑ — хӑйсен тӗсӗсемпе 100 яхӑн тӗрлӗ открытка илӗртет. Ҫав вӑхӑтрах чӑвашлисем пачах та ҫук. Ку ҫитменлӗхе пӗтерес тесе ҫулталӑк тӑршшӗпех уявсем ячӗпе открыткӑсем кӑларма палӑртатпӑр.

Чи малтанах эпир Тӑван чӗлхе кунне халалланине кӑларас терӗмӗр. Ӑна нарӑсӑн 21-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Уйрӑмах хальхи вӑхӑтра ҫак уяв питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатпӑр — чылай ҫемьере хӑйсен ачисене тӑван чӗлхене вӗрентмеҫҫӗ.

Иккӗмӗш черете Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне халалланине тӑратрӑмӑр — вӑл та ҫак кунсенче пичетрен тухрӗ. Ӑна эпир чӑвашла тата вырӑсла хатӗрлерӗмӗр. Открыткӑсене, иккӗшне те, «СУМ» лавккара туянма пулать. Хакӗ пысӑк мар — 20 тенкӗ кӑна. Нумай тиражпа кӑлармарӑмӑр — кашнине 100 штук кӑна.

Ҫитес вӑхӑтра «Саламлатӑп» ятпа укҫа конвертне тата Хӗрарӑмсен кунне халалланӑ открытка кӑларма планлатпӑр. Вӗсем ҫак эрнерех пичетленсе тухасса шанатпӑр.

Енчен те сирӗн кама та пулин — тӑванӑрсене, ҫывӑх ҫыннӑмӑрсене — саламлас кӑмӑл пур пулсан пирӗнтен тепӗр пулӑшупа та усӑ курма пултаратӑр: эпир сирӗн ятпа ҫак открыткӑсене адресатсем патне почтӑпа яма пултаратпӑр. Хакӗ — 100 тенкӗ, укҫине малтан тӳлемелле. Кунта открытка хакӗ, ятарлӑ ҫынна сирӗн сӑмахсене ҫыртарасси тата открыткӑна почтӑпа янин тӑкаксем кӗреҫҫӗ. Вӑхӑтра ҫитерес тесе открыткӑсене эпир уяв умӗн эрне юличчен кӑна яратпӑр. Ку мелпе усӑ курас тесене np@chuvash.org адреспа е 8-905-027-61-37 карас номерӗпе ҫыхӑнӑр.

#уявсем, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #саламсем

 

Сирӗн чӑвашла открыткӑсемпе саламлас килет-и?

Эп никама та саламламастӑп
Паллах, анчах вӗсем ниҫта та ҫук
Ҫак хут татӑккишӗн пустуй укҫа тӑкакласатӑп
Саламлас килет
Туянма май тупсан саламлатӑп
Ҫук, мана вырӑслисем те ҫитеҫҫӗ
Ҫук, вырӑсла открыткӑсем илемлӗрех

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем