Раҫҫейре
![]() Студентсен общежитийӗшӗн шутран ытла тӳлеттермелли марри ҫинчен калакан саккун проектне РФ Патшалӑх Думи пӗрремӗш вулавпа йышӑннӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, аслӑ шкулсемпе ятарлӑ вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакансен общежитийӗсем епле пулмаллине ҫӗршывӑн Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министертстви ҫирӗплетесси ҫинчен каланӑ. Пурӑннишӗн тата коммуналлӑ пулушӑшӑн тӳлессине ҫурта тытса тӑнипе юсанин хакӗсем кӗмелле. Общежитинче пурӑннин хакне патшалӑх влаҫ органӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем татса памалла. Ҫӑмӑллӑхлӑ категориллисене общежитишӗн пӗчӗкрех хакпа тӳлеттерме е пачах та тӳлеттермесен те юрать. Саккуна йышӑнса пӗтерсен тӳлев хакӗ уйӑхсерен 300 тенкӗрен пуҫласа 600 тенкӗ таран кӑна пулмалла. Вӑл общежити пахалӑхӗнчен килмелле-мӗн. Хальхи вӑхӑтра тӑватӑ вырӑнлӑ пӳлӗмшӗн 5 пин тенкӗрен пуҫласа 15 тенкӗ тӳлекенсем те пур иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче пуҫлӑхра тӑрӑшнӑ арҫынтан республикӑн Аслӑ сучӗ пӗр миллион тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Юрий Ильина 2012 ҫулта Шупашкар район сучӗ улталанӑ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑпланӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ вӑхӑтра хайхи этем вырӑнти автоҫулсене тытса тӑма тесе 9 килӗшӳ тунӑ. Анчах ӗҫне пурнӑҫламан-мӗн. Ҫапла вара хыснаран уйӑрнӑ 1 миллиона яхӑн укҫа йӗп пек ҫухалнӑ. Тӗрӗсрех, пуҫлӑх кӗсйине кӗрсе ӳкнӗ пулать. Район сучӗ ӑна 180 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Кӑштахран район прокурорӗ хыснана кӳнӗ тӑкака шыраса илме тавӑҫпа суда тухнӑ. Анчах район сучӗ ыйтнине тивӗҫтерме ҫителӗклӗ ӗнентерсе паман тесе тавӑҫа татса паман. Ун хыҫҫӑн район прокуратури республикӑн Аслӑ судне ҫитнӗ. Унта вара маларах асӑннӑ укҫана шыраса илмелле тунӑ. Юрий Ильина илес пулсан вӑл тӑрӑшнипе Шоркка арманӗсенчен пӗрине юсанине те асӑнса хӑварас пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Тӑвай пикисем илемлӗх ӑмӑртӑвне пухӑнӗҫ. Унта тӑхӑр ял тӑрӑхӗнчи 10 пике тупӑшмалла. Кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш ҫул иртекен конкурс, эпир тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, республика шайӗнче иртекен ҫавӑн йышши конкурс валли хутшӑнма ҫын суйлав тӗллевпе йӗркелекенскер. Сӑмах май, питӗ аван йӑла. Атту, пӗлнӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр районта ун пек конкурссем вырӑнта йӗркелесе аппаланасшӑн мар. Маттур пек туйӑнакан пӗр-пӗр пикене хутшӑнма ыйтаҫҫӗ те ӗҫӗ пӗтнӗ. Сӑмах май каласан, республика шайӗнче иртекен ытти хӑш-пӗр ӑмӑртӑва та теприсем ҫавӑн пек майпа яма «ӑс» ҫитереҫҫӗ. «Тӑвай пики»-не палӑртмалли конкурса 17 ҫултан пуҫласа 25-чченхисене суйласа илнӗ. Вӗсене чӑваш чӗлхине хитре пӗлни, пур енлӗн пултаруллӑ пулни тӑрӑх палӑртнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Вӗренӳ отраслӗ юлашки ҫулсенче улшӑну хыҫҫӑн улшӑну тӳссе иртерет. Халӗ тата ҫӗршывӑн Вӗренӳ министерстви «ылтӑн» тата «кӗмӗл» медаль парассине пӑрахӑҫлама йышӑнчӗ. Тӳррипе каласан, ку хаклава тӗрлӗрен йышӑнма пулать-ха. Мӗнпур предмета ҫын (ача тейӗпӗр) алӑри пилӗк пӳрнене пӗлнӗ евӗр пӗлни мана, сӑмахран, иккӗлентерет. Нимӗҫ чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахпа калакан «вундеркиндсем», чӑвашла вӑл тӗлӗнтермӗш-ача тенине пӗлтерет, пин те пӗрре ҫуралаҫҫӗ тенине илтнӗ-ха… Юрӗ, тен, йышлӑ та пулӗ мӗнпур ӑслӑлӑха пӗр пек чаплӑ шӗкӗлчекен ӑслӑ ачасем… Айккинеллех пӑрӑнса кайрӑм-ха. Медальсем патне таврӑнсан, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов вӗренӳре пур енлӗн ӗлкӗрсе пыракансене хавхалантарма «ылтӑн» тата «кӗмӗл» медальсене упраса хӑварасси пирки хулан Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче каланӑ. Ара, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх маттур вӗренекенсене хавхалантарма ирӗк пур та, медальсене хӑварни ытлашши пулас ҫук-тӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Пӑлхарсем ӑсталанӑ сайра тӗл пулакан, бронзӑран тунӑ икӗ хатӗр ҫывӑх вӑхӑтра Чулхулари музейра вырӑн тупмалла. Вӗсене темиҫе ҫул каялла Чулхула ҫывӑхӗнче тупнӑ. Вӗсене Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн вӑхӑтӗнче ӑсталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ҫав хатӗрсем пӗр вӑхӑтра уйрӑм ҫын аллинче упраннӑ. Сайра тӗл пулакан экспонатра вӑтам ӗмӗрсенчи ӳкерчӗк — чупакан ҫар ҫынни — сӑнарланнӑ. Ҫар ҫыннисене ытларах чух тӑнӑ евӗр сӑнарланӑ иккен. Эпир калакан хатӗр ҫинчи ҫар ҫынни сылтӑм алӑра хӗҫ тытнӑ, ӑна вӑл малалла сулса янӑ. Пуҫа ҫар ҫынни шлем тӑхӑннӑ. Ку хатӗре капӑрлатмалли хатӗр вырӑнне усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна чӗн, портупея, сумка е лаша кӳлмелли хатӗр ҫумне ҫирӗплетсе хунӑ-тӑр теҫҫӗ. Чулхула таврапӗлӳҫи Дмитрий Карабельников шучӗпе, асӑннӑ хатӗре XII–XIV ӗмӗрсенче ӑсталама пултарнӑ. «Тен, эпӗ йӑнӑшатӑп та пулӗ, анчах шӑп та лӑп ун пек хатӗрсене Раҫҫейӗн ытти тӑрӑхӗнче тупнине пӗлместӗп», — тесе ҫырнӑ вӑл «Московский комсомолец» хаҫатра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Эдисон Патмар ҫыравҫӑ, фольклорист пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче республикӑн Наци вулавӑшӗнче черетлӗ кӗнекине хӑтлаттарать. Вӑл — ашшӗпе ывӑлӗн, Иванпа Эдисон Патмарсен, вунӑ томлӑ фольклор пуххисен саккӑрмӗш кӗнеки. Пӗлменнисене пӗлтерер: Эдисон Патмар — чылай ҫул ӗнтӗ чӑваш фольклорне пухать. «Чӑваш хӗрарӑмӗ» кӗнекере вӑл этемлӗхӗн черченкӗ ҫуррийӗ экономикӑн тӗрлӗ сферинче, ҫав шутра ӑслӑлӑхпа ӳнерте, епле тӳпе хывнине уҫса парать тесе хыпарлать республикӑн Культура министерстви. Ҫӗнӗ кӑларӑмра фольклор материалӗ те, хӗрарӑмӑн пурнӑҫри вырӑнӗ пирки ӑслӑ ҫынсем каланӑ шухӑшсем те вырӑн тупнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫри культура ҫуртӗнче «Чӑваш пики — 2014» конкурс иртнӗ. Районти 6 ял тӑрӑхӗнчи 9 пике хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Диана Козлова (Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗ), Анжела Анисимова (Пучинке ял тӑрахӗ), Луиза Ильина (Шӑрттан ял тӑрахӗ), Валентина Васильева (Чӑваш Тимеш ял тӑрӑхӗ), Мария Савельева (Кирово ял тӑрӑхӗ), Вера Архипова (Энтриел ял тӑрӑхӗ), Анжела Прохорова (Чӑваш Тимеш ял тӑрӑхӗ), Алиса Васильева (Пучинке ял тӑрӑхӗ), Эльвира Бронникова (Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗ) пилӗк конкурсра ӑмӑртнӑ. Малтанах хӗрсем хӑйсемпе паллаштарнӑ. Иккӗмӗш конкурсра кӑткӑс ыйтусене хуравланӑ. Виҫҫӗмӗш конкурсра юрӑ-ташӑ пулнӑ. Унтан хӗрсем чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарнӑ. Ӑна вӗсем хӑйсем хатӗрленӗ. Юлашки конкурсра пикесем хитре кӗпесем тӑхӑнса утнӑ. Паллах, кашни хӗр малти вырӑна йышӑнма тивӗҫ. Анчах ҫӗнтерӳҫе палӑртмаллах. Пӗтӗмлетӳсене Йӗпреҫ хула тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Анисимов тата Культура аталанӑвӗн центрӗн директорӗ пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин хирургӗсем операци тунӑ чухне пӗр тытӑмлӑ портпа усӑ курма тытӑннӑ. Мӗнле ҫӗнӗлӗх-ха ку? ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хирургсем пациентӑн хырӑм хӑвӑлӗнче пӗчӗк касӑк ҫеҫ тӑваҫҫӗ. Кӑна лапароскопи мелӗпе пурнӑҫлаҫҫӗ. Унччен тухтӑрсен видеооптика тытӑмне, хирурги инструменчӗсене кӗртмешкӗн сахалтан та виҫӗ шӑтӑк тумалла пулнӑ. Ҫӗнӗлӗхпе усӑ курса тунӑ операци хыҫҫӑн вара пациентсен ӳчӗ ҫинче суран йӗрӗ юлмасть. Хальлӗхе ҫакнашкал икӗ операци пурнӑҫланӑ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, пациентсем операци хыҫҫӑн хӑйсене аванах туяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йӗплӗ ҫӑкӑр татӑкӗ / «ПроГород» хаҫатран Кӑлпассирен, чӑкӑтран, ытти ҫимӗҫрен тем те пӗр тухни пирки ҫынсем каласа кӑтартнине илтнӗ-ха, анчах кунашкаллине… Ҫак кунсенче Шупашкарта пурӑнакан Мария Анисимова Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи пӗр лавккара ҫӑкӑр туяннӑ. Хӗрарӑм киле ҫитсен хӑйӗн пысӑк ҫемйипе сӗтел хушшине ларнӑ. Анчах апатланӑва… йӗп татнӑ. — Ҫӑкӑрӑн ҫак тӗсӗ — пирӗншӗн чи юратни. Ҫакнашкаллине иккӗмӗш ҫул туянатпӑр ӗнтӗ. Ҫав кун ҫӑкӑра касрӑм та унӑн ӑшӗнче темӗскер ҫутатнине асӑрхарӑм. Лайӑхрах сӑнарӑм та ҫав япала тутӑхнӑ йӗп пулнине ӑнлантӑм. Вӑл унта мӗнле лекнине ӑнланмастӑп. Тен, савутра ҫӑнӑха аламан, — каласа кӑтартнӑ Мария. Кӑштахран йӗплӗ ҫӑкӑра савута каялла илсе кайнӑ. Унта лешсем те ку япаларан тӗлӗннӗ. — Экспертиза ирттерӗпӗр. Тен, йӗппе ырӑ мар сунакансем ҫӑкӑр ӑшне хума пултарнӑ, мӗншӗн тесен производствӑра кун пеккипе усӑ курмастпӑр. Мӗн пур уйрӑмра тӗрӗслӗпӗр. Пирӗн комисси кашни бригадӑпа калаҫӗ. Пӗр эрнерен пӗтӗмпех ҫиеле тухӗ, — тенӗ ҫӑкӑр савутӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Республикӑра унта та кунта пушар алхасни пирки илтсен сехре хӑпать. Нарӑс уйӑхӗнче икӗ тӗслӗхре ачасем ҫунсе вилчӗҫ. Хӑрушӑ! Ҫулӑм — вӑйӑ мар ҫав. «Хӗрлӗ автан» пӗр ташлама тытӑнсан… Хальхинче пушар Канаш хулинчи пасарта пулнӑ. Телее, ку тӗслӗхре ҫын хӗн курман. Пӑтӑрмах нарӑсӑн 27-мӗшӗнче 18:30 сехетре пулнӑ. Ҫулӑм тимӗртен тунӑ суту-илӳ киоскӗнче алхасма пуҫланӑ. Унта кӗпе-йӗм сутӑннӑ. Пушар тухнӑ чухне хуҫи вырӑнта пулман. Пасар та хупӑннӑ ӗнтӗ. Телее, кӳршӗ киоскри сутуҫӑ ӗҫӗнчен киле часах кайман. Тӗтӗм йӑсӑрланнине курсан пушарнӑйсене чӗннӗ. Канашри пушар чаҫӗн ӗҫченӗсем вырӑна ҫитсен ҫулӑма икӗ минутранах сӳнтернӗ, пушара юнашарти киосксене куҫма май паман. Ҫулӑм мӗн сӑлтавпа тухнине те ҫийӗнчех тупса палӑртнӑ. Киоскра тӗн йӑли-йӗркине ирттернӗ хыҫҫӑн ҫуртана сӳнтермесӗр хӑварнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |