Ырантан, нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен, пенси ӳсет. Ку вӑл ватлӑхпа илекеннин страховани пайне, сусӑрлӑхпа илекеннине, тӑрантарса пурӑнакана ҫухатнипе тӳлекеннине пырса тивет. Пенсие потребитель хакӗ хӑпарнине кура ӳстерме йышӑннӑ.
Пенсипе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва ҫӗршывӑн правительстви кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче пуснӑ.
Пенсин пӗр балне (ун пекки те пур халӗ) ырантан 71 тенкӗ те 41 пуспа хакламалла тунӑ. Иртнӗ уйӑхра вӑл 64 тенкӗ те 10 пуспа танлашнӑччӗ. Пенсин страховани пайне ҫирӗплетнӗ тӳлев виҫи 3935 тенкӗрен 4383 тенкӗ те 59 пуса ҫитнӗ. Ҫапла вара пенсин страховани пайӗ 11,4 процент хӑпарать.
Ватлӑхпа илекен пенси пирӗн республикӑра вӑтамран 1200 тенкӗ ӳссе 11 пин те 600 тенкӗпе танлашмалла. Камӑн мӗн чухлӗ хӑпарасси унчченхи пенси виҫинчен килет.