Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк

Ӗнер пирӗн республикӑра «Таса шыв» федераци программине пурнӑҫланине сӳтсе явнӑ. Канашлӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Унта районсемпе хуласаен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, проект тата подряд организацийӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ.

Михаил Игнатеьв каланӑ тӑрӑх, пысӑк объектсем тӑвассипе пырать-ха, ҫапах та ӗҫ пахалӑхӗ пур чухне те тивӗҫтермест. Кирлӗ туприне те уйӑрнӑ, тивӗҫлӗ хутсене яваплсием алӑ пуснӑ, анчах хӑш-пӗр ҫӗрте паян кун та пахалӑхлӑ шывпа усӑ кураймаҫҫӗ.

Канашлура Вӑрнар, Йӗпреҫ, Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗсене, Ҫӗрпӳ хулине, Шӑмӑршӑпа Патӑрьел районне таса шыв ҫитересси епле пынине сӳтсе явнӑ. Ӗҫ шайӗ кирлӗ пек марри проектсене йӗркеллӗ туманнипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Канашлура кашни объектпа туса ирттермелли ӗҫсене палӑртса хӑварнӑ.

 

Республикӑра

Пирӗн республикӑна Раҫҫей Император ҫурчӗн княгини Мария Владимировна килсе ҫитнӗ. Пирӗн патӑмӑрта вӑл пӗрремӗш хут мар. Республикӑн Культура министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, чӑваш ҫӗрӗпе вӑл пуҫласа 2003 ҫулта кӑсӑкланма пуҫланӑ. Ун чух вӑл Волгоградран Чулхулана ҫити Атӑл тӑрӑх ҫулҫӳреве тухнӑ пулнӑ иккен, ҫавӑн чух Шупашкара кӗрсе тухнӑ. Иккӗмӗш хут вара вӑл ӗнер килсе ҫитнӗ.

Княгиня Романовсен династийӗнчи пӗрремӗш вырӑс патшин, Михаил Федоровичӑн, кукамӑшӗн Маряи Шестована пытарнӑ вырӑна тупассипе ӗҫлекен археологи ушкӑнӗн ертӳҫипе Н. Березинӑпа тӗл пулнӑ. Мария Владимировна Мария Шестова вил тӑприне шыракан вырӑнсене ҫитсе курмалла, культурӑллӑ вырӑнсемпе паллашмалла, хула ҫыннисемпе тӗл пулмалла.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри РФ СК управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх «Ылтӑн пучах» уйлӑхра ачасене мӑшкӑл тунӑ вожатӑй тӗлӗшпе пуҫалнӑ пуҫиле ӗҫпе тӗпчевсене вӗҫленӗ.

Хайхи йӗрлевҫӗсем ҫакна тупса палӑртнӑ: ҫӗртмен 3-мӗшӗнче 19 ҫулхи каччӑ 10 ҫулхи ачана питрен ҫутӑлтарса янӑ. Тепӗр ике эрнерен вара вӑл ытти икӗ вожатӑйпа пӗрле ҫывӑракан ачасене машкал тунӑ — ним ҫук ҫӗртрен урайне сӗтӗрсе антарнӑ, коридора сӗтӗрсе тухнӑ, ҫывӑрма паман. Пӗр ачана вожатӑйсем матрацпа пӗрле ваннӑй пӳлӗме илсе кайнӑ, унпа шывпа сапнӑ.

«Судӑн психологи экспертизи пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх вожатӑйсем ачасем телӗшпе ҫапла хӑтланни вӗсемпе тискеррӗн тытнине ҫирӗплетекен фактор шутланать», — пӗлтереҫҫӗ Тӗпчев комитетӗнче.

17 тата 18 ҫулхи вожатӑйсем кунашкал ӗҫ-пуҫпа малтан урӑх хӑтланманнине кура вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарман, 700 тенкӗлӗх штрафланӑ кӑна. 19 ҫулхине вара РФ Пуҫиле Кодексӑн 156 статьипе айӑплаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1454.html
 

Культура

Хӗрлӗ Чутайри Толстов-Атнарский ячӗллӗ «Этем тата ҫутҫанталӑк» таврапӗлӳ музейӗнче «Пӗтӗм тӗнчери лӗпӗшсемпе нӑрӑсем» коммерци куравӗ ӗҫлет. Хурт-кӑпшанкӑ пуххине Шупашкарта пурӑнакан энтомолог-коллекционер Виссарион Петрович Лосманов пухса йӗркеленӗ. Каникул вӑхӑтӗнче куравпа ача пахчине ҫӳрекенсемпе шкул ачисем те, аслисем те хаваспах паллашаҫҫӗ.

Музей ертӳҫи Зоя Спипидонова, экскурсовод Валентина Торейкина тата экспонатсене пӑхса тӑракан Елена Чемалинова хӑнасане яланах хавас. Валентина Торейкина пухӑннисене Виссарион Петрович Лосманов биографийӗпе паллаштарать, кураври экспонатсем пирки каласа кӑтартать. «В.П. Лосманов Ҫӗрпӳ районӗнчи Мамликасси ялӗнче 1935-мӗш ҫулта ҫуралнӑ. 1968 ҫулта куҫӑмсӑр майпа Мускаври политехника институтне пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ. Шупашкарта конструктор бюро ертӳҫи пулса ӗҫленӗ, 1995 ҫултанпа тивӗҫлӗ канура. Унӑн ашшӗ Петр Захарович ҫутҫанталӑк пурҫӑнӗ хатӗрлекен комбинатсем валли Китай юман пуҫӑн хуртне ӗрчетнӗ, ывӑлӗшӗн ҫакна сӑнама те интереслӗ пулнӑ. 1968-мӗш ҫултанпа хӑй те лӗпӗшсемпе интересленме тытӑнать. Ҫулленех тӗрлӗ ҫӗре экспедицисене ҫӳресе хӑйӗн коллекцине пуянлатать, куравсем тӗрлӗ ҫӗрте йӗркелет».

Малалла...

 

Тӗнче тетелӗ «Контактри» пирӗн страница
«Контактри» пирӗн страница

Нумай пулмасть халӑх тетелӗсенче (выр. социальные сети) эпир хамӑрӑн кӗтессене ҫавӑртӑмӑр. Хальхи вӑхӑтра чылайӑшӗ хӑйӗн вӑхӑтне ҫав тетелсенче ирттернӗ май вӗсенчен айӑккинчен пӑрӑнса иртес темерӗмӗр.

Халӑх тетелӗсене эпир ҫав-ҫавах халь тин кӑна мар, маларах та куҫ хывса-ха. Сӑмахран, тахҫанах хамар хыпарсене Твиттерта тӗвӗтлетпӗр, унти пирӗн адрес: twitter.com/ChuvashOrg. Ҫавӑн пекех «Однокласники» тетелте те кӗтес тахҫантанпах пур (odnoklassniki.ru/chuvashorg), анчах хыпарсене ун урлӑ пӗлтерме халь тин кӑна пуҫларӑмӑр-ха.

Юлашки вӑхӑтра вара хамӑрӑн кӗтесе «Контактра» (выр. «Вконтакте») тетелте йӗркелерӗмӗр — унти адрес vk.com/chuvashorg. Ҫавӑн пекех Фейсбукра та эпир халь пур: унта пире facebook.com/groups/chuvashorg/ адреспа тупма пулать. Ку ушкӑнсем халь тин кӑна йӗркеленнӗрен ҫыннисем унта нумаях мар ҫав: Контактра пурӗ те 21 ҫын кӑна, Фейсбукра — 32. Енчен те эсир ҫав тетелсемпе усӑ куратӑр пулсан хамӑрӑн ушкӑнсенче хапӑл туса кӗтетпӗр!

Малалла...

 

Вӗренӳ

Паян аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденисен 2013 ҫулхи ӗҫ тухӑҫлӑхне палӑртакан рейтинг кун ҫути курнӑ, унӑн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тухӑҫлӑ ӗҫлеменнисен йышне лекнӗ. Республикӑри вӗренӳ заведенийӗсенчен унта тата тепӗр икӗ аслӑ шкул кӗнӗ: Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ тата Регионти технологипе управлени институчӗ.

Ятарлӑ комисси чи пысӑк ҫитменлӗхсем шутӗнче вӗренсе тухакансем ӗҫ вырӑнне тупайманнине тата укҫа-тенкӗпе экономика тӗлӗшӗнчен япӑх ӗҫленине тупнӑ. Ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗ те палӑртнӑ аслӑ шкулсен лайӑхах мар иккен. Педагогика университечӗн унсӑр пуҫне инфраструктура тытӑмӗ япӑхланнӑ (4,13 балл ҫухатнӑ) тесе палӑртнӑ тишкеревҫӗсем.

Пӗлтӗрхи рейтингра Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ӗҫне хурланӑччӗ пулсан, кунхинче вӗсен ӗҫне хурласах кайман. Ҫӗнӗ ректор ӗҫе пуҫӑнни сисӗнет мар-ши?

 

Сывлӑх

Тухтӑр ҫурчӗсене пӗр телекоммуникаци тытӑмӗпе ҫыхӑнтарӗҫ. Кун пирки республикӑн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтерет. Ӗҫе кӑҫалхи раштавра вӗҫлемелле.

Пӗр тытӑма Чӑваш Енри 62 медицина учрежденине — хуласемпе районсенчи пульницӑсене, ача ҫуратмалли ҫуртсене, стоматологи поликлиникисене пӗрлештерӗҫ. Ҫапла туни медучрежденисене пӗр-пӗринчи информацие пӗлсе тӑма, чирлисене йышӑнассине шайлаштарма май парасса шанаҫҫӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Унта та кунта суту-илӳ предприятийӗсем уҫӑлнине илтсе йӑлӑхнӑ ҫынсемшӗн ҫӗнӗ производство хута кайнине илтме-пӗлме чӑннипех те кӑмӑллӑ. Патӑрьел районӗнчи «Батыревский» акционерсен хупӑ обществинче 200 пуҫлӑх ӗне ферми уҫнӑ. Ӑна хӑпартса лартма 28 миллион тенкӗ тухса кайнӑ. Укҫан пысӑк пайне, 20 миллионне, банкран ҫӑмӑллӑхлӑ кивҫен илнӗ, ытти 8 миллионӗ хуҫалӑхӑн хӑйӗн тупӑннӑ.

Хӗрлӗ хӑю касассине ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен уявне халалланӑ-мӗн. Савӑнӑҫлӑ пулӑмпа хуҫалӑха район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов саламланӑ. 1975 ҫулта ферма туса лартнӑранпа тек ун пек ҫурта юлашки ҫулсенче хута яман та иккен.

 

Республикӑра

Ӗҫ тивӗҫне пурнӑҫласа пуҫ хунисене асӑнса Улатӑр хулинче палӑк уҫнӑ. Унти шалти ӗҫсен историйӗнче ӗҫе пула 6 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ иккен, вӗсенчен пӗри Ҫурҫӗр Кавказра вилнӗ.

Палӑка Шалти ӗҫсен министерствин районсем хушшинчи Улатӑрти пайӗн ҫурчӗ ҫывӑхӗнче лартнӑ. Митинга асӑннӑ пай пуҫлӑхӗ Александр Боголюбов подполковник уҫнӑ. Пухӑннисен умӗнче республикӑн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Олег Яковлев та тухса калаҫнӑ. Вилнӗ ӗҫтешӗсене асра тытнӑшӑн вӑл ырланӑ тата тав тунӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Марискин вара уҫма тӳпе хывнисене — вырӑнти предприяти-организацисене, пӗчӗк усламҫӑсене тата районпа хулари уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсене — тав тунӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкассинчи Вӑтам Ҫавал юханшывӗ ҫинче плотинӑна тӗплӗн юсама тытӑннӑ. Калӑпӑшлӑ ҫак ӗҫ валли пурӗ 9,1 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Ку виҫерен пысӑк пайӗ, 8 миллионӗ, федераци хыснинчен килнӗ. 700 пинне республика хыснинчен уйӑрса хӑварнӑ, 290-шне — вырӑнти бюджетран.

Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, плотинӑна юсама тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ. иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче туса лартнӑскер ишӗлме пуҫланӑ.

Юсав епле пынипе паллашма ӗнер унта ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗн ҫумӗ Евгений Юшин тата вырӑнти тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Вӑрманкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Павлов плотинӑна юсанӑшӑн ҫынсем савӑннине палӑртнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3388, 3389, 3390, 3391, 3392, 3393, 3394, 3395, 3396, 3397, [3398], 3399, 3400, 3401, 3402, 3403, 3404, 3405, 3406, 3407, 3408, ... 3804
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче харпӑр ӳсӗм тума, хӑюллӑ пуҫарусене пурнӑҫлама пултаратӑр, уйрӑмах – ӗҫлӗ проектсем тӗлӗшпе. Ҫынпа ытларах калаҫӑр, шӑпах ҫӗнӗ паллашусем ҫитес кунсенче мӗн тумаллине кӑтартӗҫ. Шалти ҫураҫулӑха упрас тесен вӑхӑтра канма тӑрӑшӑр, ытлашши ан ывӑнӑр.

Кӑрлач, 11

1907
118
Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ.
1924
101
Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...