Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика

Чӑваш Енӗн Президенчӗ пулнӑ Николай Федоровӑн сайтӗнче «В ответе навсегда» (чӑв. Яваплӑхра яланлӑха /ЧХС куҫарӑвӗ/) ятлӑ мемуарне вырнаҫтарнӑ. Ӑна pdf тата doc форматсемпе вулама пулать-мӗн.

Кӗнекере Федоров 1993–2010-мӗш ҫулсенчи тапхӑра аса илсе ҫырнӑ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, хӑй президент пулнӑ вӑхӑта. Президент суйлавне хутшӑнма ӑна Чӑваш Енрен ыйтакансем пулнӑ имӗш. Вӗсем ыйтни малтанласа айваннӑн та туйӑннӑ-мӗн. Ӑна, ҫӗршывӗпех пӗлекен-паллакан ҫынна, регион ертӳҫин пуканӗ астармӑш пулман иккен.

Чӑваш Енӗн экс-пуҫлӑхӗ хӑйӗнпе пӗрле ӗҫленисене тата хирӗҫ шухӑш-кӑмӑллӑ пулнисене хак парса тухнӑ. 1990-мӗш ҫулсенчи чӑваш наци юхӑмне хутшӑннисене вӑл ырламасть-мӗн.

Юрӗ, пӗтӗмпех уҫса парар мар. Паллашас тесен сайта кӗрсе те вулама пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1515.html
 

Республикӑра

Республикӑн Элтеперне Михаил Игнатьева ҫынсен 44,2 проценчӗ шанать. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ «Раҫҫей регионӗсен социокультура аталанӑвӗ: Чӑваш Республики» проекта ирттерекенсем. Кирек епле пуҫлӑха евӗрех шанманнисем те пур: кун пеккисен хисепӗ ыйтӑма хутшӑннисенчен 32,6 проценчӗпе танлашнӑ.

Сӑмах май каласан, Чӑваш Енри судсене те ҫынсен 44,2 проценчӗ шанать иккен. Влаҫӑн ытти институтне ун чухлех ӗненсех каймаҫҫӗ-мӗн. Сӑмахран, правительствӑна ыйтӑма хутшӑннисенчен 37,5 проценчӗ шанать, полицине — 30 проценчӗ, Патшалӑх Канашне — 29,3 проценчӗ. Политика партийӗсене вара пушшех те питех хаклани сисӗнмест — вӗсене 16,5 процент кӑна ӗненет.

Ыйтӑма пӗлтӗрхи ҫулла республикӑри хуласемпе районсенче ирттернӗ иккен. Унтанпа ученӑйсем анкетӑсене пӗтӗмлетессипе ҫине тӑнӑ. Проект пӗтӗмлетӗвӗпе Наци вулавӑшӗнче ҫак уйӑхӑн 21-мӗшӗнче иртнӗ «ҫавра сӗтел» вӑхӑтӗнче паллаштарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1514.html
 

Ял пурнӑҫӗ

Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре парксен йышӗ пӗрре маррине пӗлетӗр пулӗ. Кӑҫал вара вӗсем пӗринче ача-пӑча паркне ӑҫталама пуҫланӑ. Ҫуллахи вӑхӑтрах тытӑннӑ — нимелле чуччу, турник тата сак ӑсталаса лартнӑ.

Кӗр вӑхӑтӗнче те ӗҫ сӳнсе ларман кивӗэйпеҫсен — ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Казанцев Василий Петрович ертсе пынипе ача-пӑча парне маллалла ӑсталаҫҫӗ. Хальхинче каток валли вырӑн тума татӑнчӗҫ. Материалӗпе Казанцев А.Н. тивӗҫтернӗ иккен, Лебедев А.Н. вара платник ӗҫне тӑвать — савалать, касать, якатать. Ӗҫе вӗҫлесен ку парк ачасемшӗн чӑн та чаплӑ вырӑн пулма тивӗҫ.

 

Пӗлтерӳ

Ыран, чӳкӗн 29-мӗшӗнче, Мускаври нацисен ҫуртӗнче пултарулӑх каҫӗ иртмелле — ӑна СССР халӑх артистки, Чӑаш Республикин Хисеплӗ гражданинӗ, К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Вера Кузьмина 90 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркелеҫҫӗ. Пуҫламӑшӗ 17 сехет ҫурӑра.

Мероприяти — тӳлевсӗр, ҫавна май унта пурне те йыхравлаҫҫӗ. Паллах, пултарулӑх каҫӗ пирӗн хисеплӗрен те хисеплӗ артистка хӑй хутшӑнмасӑр иртмӗ.

Нацисен ҫурчӗ ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Мускав хули, Ҫӗнӗ Басманнӑй урам, 4 -мӗш ҫурт, 1-мӗш строени. Метропа ҫула тухсан «Красные ворота» чарӑнӑва ҫитмелле.

 

Экономика

Кӑҫалхи кӑрлач–авӑн уйӑхӗсенче тӑкаклӑ предприятисен шучӗ Чӑваш Енре 7,3 процент чухлӗ нумайланнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи асӑннӑ тапхӑрпа танлаштарсан.

Тӑкаклисем транспортпа ҫыхӑну отраслӗнче уйрӑмах йышлӑ иккен. Вӗсен асӑннӑ отрасльти мӗнпур предприятин 60,5 проценчӗ чухлӗ. Ӑслӑлӑх тӗпчевӗпе тата шухӑшласа кӑларассипе ӗҫлекенсем хушшинче тӑкаклисем пӗтӗмпе те 16,7 процент. Ҫапла вара тӑхӑр уйӑхра республикӑри 393 организаци (кунта, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, пӗчӗк предприятисем, банксем, страхлакан организацисем тата хысна учрежеднийӗсем кӗмен) 10,5 миллиард етнкӗ тупӑш илнӗ. 166 предприяти вара 6,3 миллиард тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.

 

Республикӑра

Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хула ҫыннисемпе тӗл пулнӑ чух пӗлтернӗ. Йӑлари хытӑ каяшсене тирпейлекен Ҫӗнӗ Шупашкарти полигона 2015–2016-мӗш ҫулсенче хeта ярсан Шупашкар районӗнчи Питтукасси ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнне пӗтермелле. Малтанласа ӑна тӑпрапа хуплӗҫ, кайран ятарлӑ хӳтлӗх сийӗпе витӗҫ, унтан курӑк акӗҫ.

Питтукасси ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнӗ, тӗрӗссипе, тахҫанах тулса кайнӑ-ха. Паян ӑна ҫӳп-ҫапа ниҫта тӑкма май ҫуккипе кӑна тытаҫҫӗ. 2019 ҫулччен, ун чух Шупашкар 550 ҫул тултарнине уявлӗ, ӗҫсене йӑлтах вӗҫлемелле-мӗн.

 

Экономика

Республикӑн шалти ӗҫсен органӗсем 15 усламҫа амнистилесе пуҫиле 9 ӗҫе чарса лартнӑ. «Мӗне кура ҫаплах шелленӗ вара?» — тесе тӗлӗнекенсене пӗлтер: хайхисем экономика амнистине лекнӗ. Аса илтеретпӗр, пирӗн ҫӗршывра кун пирки саккун тухнӑччӗ. Экономика амнистийӗ 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗччен пырать.

Амнисти экономика преступленийӗсемпе айӑпланнисене пырса тивет. Саккун шелленипе усӑ курас тесен пӑхӑнмалли условисенчен пӗри айӑпланнисен тӑкака саплаштарасси.

Маларах асӑннӑ 15 ҫын хушшинче автор правине пӑснӑшӑн айӑпланнсием тӑваттӑн иккен, кредит илессипе тата усламҫӑ ӗҫӗнче улталанисем — саккӑрӑн, саккунлӑ мар майпа усламҫӑ ӗҫӗ-хӗлӗпе аппаланнисем — виҫҫӗн.

 

Ҫутҫанталӑк

«Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере вӑйли ҫук та этемрен», — тесе ҫырнӑ хӑйӗн вилӗмсӗр «Нарспийӗнче» Константин Иванов. Классикпа тупӑшас теместӗп те, анчах ҫутҫанталӑк пирӗнтен вӑйлӑрах пуль ҫав. Ҫил-тӑвӑлӗ, шыв-шурӗ, пушарӗ-аслатийӗ этеме пӑхӑнасшӑн мар-ҫке…

Инкеклӗ ӗҫсен министерстви, ав, ыран Шупашкарта ҫил-тӑвӑл тухасси пирки асӑрхаттарать. Ун пек пӗлтерӗве паян вӑл чылай ҫын карас телефонӗ ҫине те ярса пачӗ-тӗр. «Ҫил ҫеккунтра 20 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрмелле», — тесе ҫырнӑ унта. Кӑнтӑрла ҫил-тӑман вӗҫтермелле-мӗн. Ҫирӗпех мар юпасем тӳнес, кивӗ ҫурт-йӗр ҫивиттийӗ ишӗлес хӑрушлӑх пур иккен. Ҫулта-йӗрте асӑрханса ҫӳреме ыйтаҫҫӗ. Ҫитменнине тата ҫулсем пӑрлак-ҫке.

 

Культура Логотип вырӑнне сӗннӗ тӗслӗхсенчен пӗри
Логотип вырӑнне сӗннӗ тӗслӗхсенчен пӗри

Шупашкар 550 ҫул тултарнине (ку дата тӗрӗслӗхӗ пирки тӗрлӗрен калаҫакансем пур-ха. Юрӗ, хальхи сӑмахӑмӑр урӑххи пирки пырать) уявлама хатӗрленнӗ май чи лайӑх логотипа палӑртассипе конкурс пырать. Ӑмӑрту утӑ уйӑхӗнчех пуҫӑннӑ-ха. Логотип сӗнекенсен ӗҫӗсенчен Шупашкар хула администрацийӗ улттӑшне суйласа илнӗ. Халӗ вара ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне пӗлес тесе ыйтӑм ирттереҫҫӗ. Унта эсир те хутшӑнма пултаратӑр — каҫҫи ҫапларах tvorite.ru/2013/11/04/logotip-prazdnovaniya-550-letiya-cheboksar.html.

Сӑмах май, Николай Егоров художник шучӗпе пӗрремӗш тӗслӗхӗ комиксри паттӑра аса илтерет, пирӗн халӑхӑмӑр культурипе килӗшсе тӑмасть. Иккӗмӗш варианчӗ аван-ха, анчах вӑл кӑштах юсасан кӗнеке е герб валли аван. Ыттисем вара логотипа ҫывӑх тесе шухӑшлать-мӗн маларах асӑннӑ художник. Ҫапах та вӑл вӗсене те чи лайӑх вариант тесе хаклаймасть-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/67259
 

Республикӑра

Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем 2014-мӗш ҫулхи тата 2015-мӗшпе 2016-мӗшсенчи планлӑ тапхӑр валли бюджета иккӗмӗш вулавпа йышӑннӑ.

2014 ҫулта тупӑш пайӗ 32 405 317,8 пин тенкӗпе танлашмалла. Кӑҫалхипе танлаштарсан тупӑш пайӗ 2 651 619,1 пин тенкӗ чакмалла-мӗн.

Республика хысни налука пула тулнине илес тӗк, кӑҫалхинчен вӑл 1,5 миллиона яхӑн пысӑкланмалла. Уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен илекен налук виҫи 7 740 333,7 пин тенкӗпе танлашмалла, ку вӑл кӑҫалхинчен 1 518 447,7 пин тенкӗ нумайрах тенине пӗлтерет.

Тӑкаксен пайӗ вара килес ҫул 3 685 579,9 пин тенкӗ чухлӗ хӗсӗнмелле. 2015-мӗшӗнче ҫитес ҫулхинчен 123 318,1 пин тенкӗ чакармалла, 2016-мӗшӗнче 2015-мӗшӗнчинчен 877 478,0 пин тенкӗлӗх.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/67245
 

Страницӑсем: 1 ... 3379, 3380, 3381, 3382, 3383, 3384, 3385, 3386, 3387, 3388, [3389], 3390, 3391, 3392, 3393, 3394, 3395, 3396, 3397, 3398, 3399, ... 3804
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче харпӑр ӳсӗм тума, хӑюллӑ пуҫарусене пурнӑҫлама пултаратӑр, уйрӑмах – ӗҫлӗ проектсем тӗлӗшпе. Ҫынпа ытларах калаҫӑр, шӑпах ҫӗнӗ паллашусем ҫитес кунсенче мӗн тумаллине кӑтартӗҫ. Шалти ҫураҫулӑха упрас тесен вӑхӑтра канма тӑрӑшӑр, ытлашши ан ывӑнӑр.

Кӑрлач, 11

1907
118
Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ.
1924
101
Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...