Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Афиша Улатӑр хули
Улатӑр хули

Утӑн 5-мӗшӗнче «Юратнӑ хула, санӑн самантусене юрататӑп» сӑнӳкерчӗксен конкурсӗ пуҫланнӑ. Ӑна Улатӑр хули 462 ҫул тултарнине халалланӑ.

Конкурса профессионалсем те, ахаль ҫынсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ҫын 3 ӗҫ таран тӑратма пултарать. Кашнинче ят тата автор пирки пулмалла. Ӗҫсене ҫурлан 5-мӗшӗччен Fotokonkurs-alatur2013@mail.ru электрон почтӑпа йышӑнаҫҫӗ. Е ҫак адреспа ярса памалла: Улатӑр хули, Первомайски урамӗ, 87-мӗш ҫурт, 319-мӗш пӳлӗм.

Конкурс ҫак номинацисемпе иртет:

• Культура еткерлӗхӗн объекчӗсем.

• «Ман хула тӑван ҫӗршывӑн пӗр пайӗ» (урамсем, ҫуртсем, парксем, скверсем)

• Объективра — культура (Улатӑрти культура пурнӑҫӗ)

• «Ҫамрӑксем — пирӗн хула пуласлӑхӗ»

• «Сывӑ пурӑн!»

Конкурса ҫурлан 5–10-мӗшӗсенче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсен тата призерсен ӗҫӗсене Улатӑр хула администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Кӑҫалхи ҫур ҫулта пирӗн республикӑра ял хуҫалӑх продукцине туса илесси нумайланнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов правительство членӗсемпе эрнекунсерен ирттерекен канашлура пӗлтернӗ. Официаллӑ статистика пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенче мӗнпур ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ял хуҫалӑх продукцине туса илесси 1 процент хушӑннӑ. Ака лаптӑкӗ пӗтӗмпе 558,6 пин гектарпа танлашнӑ, ку вӑл пӗлтӗрхинчен 9,3 пин гектар нумайрах. Сӗт тата аш туса илесси те ӳснӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутне кӑҫалхи ҫур ҫулта 0,3 процент чухлӗ ӳстерсе 211,8 пин пуҫа ҫитернӗ.

Канашлура ял хуҫалӑхне кӳрекен пулӑшу пирки те калаҫнӑ. Ҫӗртмен 30-мӗшӗ тӗлне 1 миллиард тенкӗ ытла субсиди куҫарнӑ. Ҫак цифра пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 4 процент пӗчӗкрех иккен. Ҫулталӑкра вара пӗтӗмпе 2,1 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Федераци хыснинчен субсиди ҫителӗклӗ килсе ҫитмен имӗш. 2012 ҫулта парӑм 62,7 миллион тенкӗ пулнӑ-мӗн, пӗлтӗр — 160,4 миллион.

 

Республикӑра

Утӑн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикинче ют ҫӗршыв гражданӗсене тата граджанлӑхсӑр ҫынсене вырӑс чӗлхине пӗлессине тӗрӗсленӗ. Ҫакна кура вӗсене вырӑс чӗлхиллӗ ҫын пулнипе пулманнине палӑртнӑ.

Экзамен виҫӗ пайран тӑнӑ: виҫҫӗшӗ — ҫыру вӗҫҫӗн, пӗри — сӑмах вӗҫҫӗн. Экзамена Украинӑри, Арменири, Таджикистанри тӑватӑ ҫын хутшӑннӑ.

Украинӑри икӗ граждан тата Таджикистанри пӗр ҫын вырӑс чӗлхине пӗлнине палӑртнӑ. Армени ҫынни экзамена тытайман. Ӑна вӑл тепӗр ҫулталӑкран ҫеҫ тытма пултарӗ.

Чӑваш чӗлхине пӗлмеллине палӑртакан пӗр саккун та ҫуккине асӑрхаса хӑварас пулать. Ку япала ӗнтӗ ют ҫӗршывран килнисем чӑваш ҫыннисемпе тӗл пулмассине кӑтартса парать. Е саккун кӑларакансем вӗсем чӑвашсемпе вырӑсла калаҫасса шанаҫҫӗ пулинех.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/71800
 

Республикӑра Александр Калинин ҫартан таврӑннӑ
Александр Калинин ҫартан таврӑннӑ

Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Александр Калинин наградӑна тивӗҫнӗ иккен. Крым влаҫӗ ӑна «Крыма ирӗке кӑларнӑшӑн» ятарлӑ медаль пама йышӑннӑ.

Александр ҫара 2013 ҫулта кайнӑ, Свердловск облаҫне лекнӗ. Унтан ӑна Ӗренпур облаҫӗнчи Тоцк хулине куҫарнӑ. 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Ростов облаҫне янӑ. Унта вӑл ҫар тивӗҫне виҫӗ уйӑх пурнӑҫланӑ. Шӑпах унта вӑл РФ Хӳтӗлев министерствин медальне тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/71805
 

Пӑтӑрмахсем Заводра ӗҫлекен мигрант
Заводра ӗҫлекен мигрант

Елчӗк районӗнчи пӗр предприятире тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Мигрантсем пурӑнакан общежити пӳлӗмӗсенче шкапсем те пулман. Унта тахҫантанпах тирпейлемен-мӗн. Тӗпелте те хӑрушӑ. Тумтир типӗтмелли вырӑн та ҫук иккен. Кун пирки ПТРК корреспонденчӗ пӗлтерет.

Кирпӗч савутӗнче прокуратура, Роспотребнадзор, Миграци службин ӗҫченӗсем пулнӑ. Завод директорӗ каланӑ тӑрӑх, унччен кунта вырӑнти халӑх та тӑрӑшнӑ. Анчах юлашки вӑхӑтра кадр ыйтӑвӗ ҫивӗчленнӗ-мӗн. Ҫулсерен кунта 50 рабочи таранах кирлӗ-мӗн. Вӗсене вӑхӑтлӑха ҫеҫ ӗҫлеттереҫҫӗ.

Завод директорӗ Лидия Ласточкина каланӑ тӑрӑх, кунта рабочисем хӗлле пурӑнмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫулла ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл тумтир ҫумалли, душ кӗмелли уйрӑм пӳлӗм пуррине ӗнентернӗ. Ҫитес вӑхӑтра ҫитменлӗхсене пӗтерме тӑрӑшма шантарнӑ.

Ертӳлӗхӗн ҫитменлӗхсене 1 уйӑхра пӗтермелле пулнӑ. Анчах тепӗр хут ирттернӗ тӗрӗслев улшӑну курман. Ҫавӑнпа тепӗр тӗлпулу судра пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/71801
 

Сывлӑх Операци вӑхӑтӗнче
Операци вӑхӑтӗнче

ЧР Сывлӑх министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑн 10–11-мӗшӗсенче Республикӑри клиника пульницин нейрохирурги уйрӑмӗн ҫумӗнче ҫурӑм шӑммин мимин усал шыҫҫине халалланӑ ӑсталӑх класӗ иртнӗ.

Раҫҫейри нейрохирурги енӗпе чи лайӑх специалистсенчен пӗри, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа тӗпчев нейрохирурги институчӗн профессорӗ Дмитрий Гуляев виҫӗ операци ирттернӗ. Ӑна Республикӑри клиника пульницин анестезиолог реаниматологӗсем тата нейрохирургӗсем сӑнанӑ.

Ассистент вырӑнӗнче ЧР Сывлӑх министерствин штатра тӑман тӗп нейрохирургӗ Павел Святочевский пулнӑ. Ҫурӑм тата пуҫ мимисен усал шыҫҫине операци тунӑ чухне питӗ тимлӗ пулмалла-мӗн, мӗншӗн тесен амак сарӑлма пултарать.

Тухтӑрсем нейрохирурги уйрӑмӗнче выртакан пациентсене пӑхса тухнӑ. Ӗҫтешсем тӗрлӗ амака сиплес тӗлӗшпе опытпа ылмашӑннӑ.

Палӑртмалла: Дмитрий Гуляевпа унччен те ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Ку медицина ӗҫченӗсен питӗ пысӑк пулӑшу парать-мӗн.

 

Пӑтӑрмахсем

Инкек медицинин республика центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫур ҫулта ҫул-йӗр инкекӗнче ҫул ҫитмен 171 ача суранланнӑ. Ҫав шутра велосипедпа тата мотоциклпа ҫӳрекенсем те яланхиллех пур. Юлашкинчен асӑннӑ инкексен шучӗ пӗлтӗрхипе танлаштарса пӑхсан палӑрмаллах ӳсни курӑнать. Цифра чӗлхипе каласан, 28 процент хушӑннӑ.

Ҫуллахи вӑхӑтра вилекенсен йышӗ те нумайланнӑ. Кӑрлач–ака уйӑхӗсенче ҫул-йӗр ҫинчи инкекре ҫул ҫитмен 89 ача суранланнӑ пулсан, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 25-мӗшӗччен 79-ӑн шар курнӑ. Вӗсенчен 19-шӗ скутерпа, мопедпа е мотоциклпа ярӑнакансем иккен. Вилекен те пулнӑ.

Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра ҫул ҫинчи юрӑхлӑ хӑвартлӑх виҫине пӗр айӑплавсӑр 20 ҫух/сех таран пӑсма юрать. Ҫакӑнпа усӑ курса ял-хула таврашӗнче урапаҫӑсем (водительсем) 80 хӑвартлӑхпа ҫурейреҫҫӗ. Саккун кӑларакансем вара ку йӑла ҫынсен (ҫав шутра ачасен те) сывлӑхне хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарасси пирки пӑшӑрханаҫҫӗ имӗш. Хальхи вӑхӑтра ҫул-йӗрти статистикӑна сӑнаҫҫӗ, енчен те вилекенсен йышӗ ӳсни курӑнать пулсан хӑвартлӑха ӳстерме юракан виҫене 10 таран кӑна хӑварасшӑн иккен.

 

Вӗренӳ Янӑшра ҫӗкленсе ларнӑ ҫӗнӗ шкул
Янӑшра ҫӗкленсе ларнӑ ҫӗнӗ шкул

Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Шупашкар районӗнчи Янӑшра ҫӗнӗ шкул тума пуҫланӑччӗ. Ӗҫне строительсем ҫине тӑрса пурнӑҫлаҫҫӗ. 165 ача вӗренмелӗх тата шкул ҫулне ҫитмен 40 ача вырнаҫмалӑх заведение купаласа пӗтернӗ те ӗнтӗ. Чӳречесем лартнӑ, электромонтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра шалти ытти ӗҫ пырать.

Паян Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров ӗҫ-пуҫпа вырӑна тухса паллашнӑ-мӗн. Район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх ӗҫ тивӗҫлӗ шайра пынине, объекта вӑхӑтра (анчах вӑхӑчӗ хӑҫанне асӑнман та) хута ярасса шаннине палӑртнӑ.

Ку шкулта хӑй вӑхӑтӗнче Игнатьев Михаил Васильевич пӗлӳ пухнӑ. Унччен вӑл 1 хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ пулнӑ, хальхи икӗ хутлӑ пулмалла. Тӗрлӗ сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх ку шкула (вӑл тӗп пӗлӳ параканни шутланать) хута янӑ хыҫҫӑн Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкула хупма пултараҫҫӗ имӗш. Янӑш шкулӗнче хальхи вӑхӑтра 60 ытла ача вӗренет.

Сӑнсем (8)

 

Ял хуҫалӑхӗ

Паян Елчӗк районӗнчи икӗ хуҫалӑхра вырмана тухнӑ. Унти «Прогресс» тата «Яманчурино» кӗрхисене тата пӑрҫа ҫулма тытӑннӑ. Пилӗк жаткӑпа ӗҫленӗ-мӗн паян.

«Прогресс» тата «Яманчурино» хуҫалӑхсенчи ӗҫҫи епле пынипе паллашма вырӑна районти тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Вӗсем пӗрчӗллисен тата пӑрҫа йышшисен хирӗсене ҫитсе курнӑ, механизаторсемпе калаҫнӑ. Елчӗк райадминистрацинче пӗлтернӗ тӑрӑх, районтан пынисем хресченсене епле ӗҫлесен тӗрӗсреххи пирки сӗнӳ-канаш та панӑ.

Сӑнсем (9)

 

Ял пурнӑҫӗ «Тарават» ансамбль
«Тарават» ансамбль

Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль тӑрӑхӗнчи икӗ ял — Элпуҫпа Кармал — Питрав кунӗнче ял кунӗсене ирттернӗ. Хальхи уява вырӑнтисем ӗлӗкхиллех, карталанса утнинчен, пуҫланӑ. Юрӑсем шӑрантарса ҫынсем Тукмарсай текен вырӑна пухӑннӑ.

Халӑха уявпа саламлама вырӑнти тата районти тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонид Кошкин ҫынсене сывлӑх, телей, ӑнӑҫу суннӑ. Ирӗклӗ майпа кӗрешессипе Раҫҫей спорт ӑстине Александр Лапшина Ҫирӗклӗ Шӑхаль тӑрӑхӗн хисеплӗ ҫынни ята тивӗҫнине ӗнентерекен хӑю ҫакса янӑ. Районтан пырса ҫитнӗ пҫулӑхсем те тухса калаҫнӑ. «Чи лайӑх кил умӗ» номинацире палрнисене те, юбилярсене те чысланӑ. Вырӑнти «Тарават» пултарулӑх коллективӗ концерт кӑтартнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3376, 3377, 3378, 3379, 3380, 3381, 3382, 3383, 3384, 3385, [3386], 3387, 3388, 3389, 3390, 3391, 3392, 3393, 3394, 3395, 3396, ... 3984
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 764 - 766 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Авӑн, 14

1893
132
Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1901
124
Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1923
102
Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ.
1924
101
Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1986
39
Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
1996
29
Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...