Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи тепӗр кинемей 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Хальхинче — Кӑшаркасси ялӗнче пурӑнакан Александра Родионова. Ҫӗр ҫул сахал та мар, нумай та мар пек. Анчах ун чухлӗ кун кунласси — шӳт мар. Александра Родионовна сӗтел хушшинче хӑнасемпе хуплупа, чейпе хӑналаннӑ май пурнӑҫне аса илнӗ. Унӑн кун-ҫулӗ ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман. «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» колхозра ӗҫленӗ, ирех тӑрса выльӑх-чӗрлӗх пӑхнӑ, пахча ҫимӗҫ ӳстернӗ. Вӑл ыттисем пекех вӑрҫӑ ҫулӗсене, ун хыҫҫӑнхи тапхӑра чӑтса ирттернӗ. Анчах пурнӑҫа нихӑҫан та ӳпкелемен. Александра Родионова «Тӑван ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хӑюллӑ ӗҫсемшӗн» медале тивӗҫнӗ. Вӑл пӗр ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ 3 манукӗпе, 2 кӗҫӗн мӑнукӗпе киленет. Юбиляра тӑванӗсем, Рынкӑ Сали ял тӑрӑхӗн пуҫлахӗ Вероника Федорова, Кӑшкаркассинчи хор ушкӑнӗ те саламланӑ. Кинемей те юлман: юратнӑ юррисене шӑрантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Иван Яковлев проспектне реконструкцилес ӗҫ хӗрӳ пырать. Халӗ унта чи йывӑр ӗҫ — пӑрӑхсемпе ҫыхӑну хатӗрӗсене куҫарасси — вӗҫленет. Ҫула 6,5 метр таран сарлакалатма палӑртнӑ. Ҫавна май строительсен пӑрӑхсене, кабельсене куҫарма тивнӗ. Республика ертӳлӗхӗ магистрале унччен палӑртнинчен маларах туса пӗтерме йышӑннӑ. Унччен строительсем ӗҫе юпа уйӑхӗччен вӗҫлеме палӑртнӑччӗ те тӳре-шара ҫула Республика кунӗ тӗлне сарлакалатма ыйтнӑ. Ҫавӑнпа строительсен сывлӑш ҫавӑрма та вӑхӑт ҫук: виҫӗ сменӑпа ӗҫлеҫҫӗ. Коммуникацисене куҫарасси нумай юлман. Халӗ Мир проспекчӗ енчи ӑшӑ тата газ пӑрахӗсене вырнаҫтараҫҫӗ. Чылай коммуникаци юрӑхсӑра тухнӑ май вӗсене ҫӗннисемпе ылмаштарма тивнӗ. Чи ҫивӗч ыйту: коммуникацисене куҫармашкӑн уйӑрнӑ укҫа ҫитменни. Ку проект йӑнӑшӗ мар. Юлашки вӑхӑтра хаксем ӳсеҫҫӗ-ҫке. Ку ыйтӑва хула тата республика ертӳлӗхӗпе сӳтсе явӗҫ. Халӗ Пичет ҫурчӗ тата Суту-илӳпе курав центрӗ ҫывахӗнче хӗрӳ ӗҫ пырать. Яковлев тата Мир проспекчӗсем хӗресленнӗ вырӑнта ункӑ пулӗ. Строительсене ӗҫлеме йывӑр: кунта ҫула пӳлмен, мӗншӗн тесен тавран каймалли ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнче Василий Магницкий этнолог, педагог, Атӑл-Вятка крайӗн тӗн культурин тӗпчевҫи ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ. Конференци Советски (Шӑмат) ялӗнче пулнӑ. Василий Магницкий унта ҫуралнӑ, юлашки ҫулсене ҫавӑнта пурӑннӑ. Конференцие ӑсчах кун-ҫулне, ӗҫ-хӗлне, пултарулӑхне тӗпчекен таврапӗлӳҫӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем Шупашкартан, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, Хусантан килнӗ. Конференци пуҫланас умӗн Советски шкулӗн учителӗ Геннадий Филиппов, Советски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Федоров хӑнасене Василий Магницкин паллӑ вырӑнӗсенче экскурси ирттернӗ: вил тӑпри ҫине кашӑл хунӑ, Магницкий ячӗллӗ паркра пулнӑ. Унтан пурте Культура ҫуртне пухӑннӑ. Конференцие Чӑваш халӑх ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин уҫнӑ, вӑл Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне В.Н.Черлакова В.Н.Никольский орденне панӑ. Конференцие хутшӑнакансем Василий Магницкин пурнӑҫӗ, пултарулӑхӗ пирки калаҫнӑ. Унан ӗҫӗсем чӑваш халӑх тӗнне, пурнӑҫне тӗпчес ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Алексей Свеклов сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Крымпа Раҫҫее пӗлтерӗшлӗ кун пулчӗ. Крым пирӗн ҫӗршывпа пӗрлешнине халӑх савӑнӑҫлӑн паллӑ турӗ. Ҫурутраври халӑх ҫак пулӑма чылай ҫул кӗтнӗ имӗш. Владимир Путин, Крым Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ Владимир Константинов, премьер-министрӗ Сергей Аксенов, Севастополь мэрӗ Алексей Чалый килӗшӗве алӑ пуснӑ хыҫҫӑн халӑх чылай вӑхӑт хушши алӑ ҫупнӑ. Паянтан Крым ҫыннисем Раҫҫей паспорчӗ илме, лавккасенче гривнӑпа мар, тенкӗпе тӳлеме тытӑнӗҫ. Владимир Путин унта пурӑнакан кирек мӗнле наци ҫыннисене те хаваспах йышӑннине палӑртнӑ. Вӗсем халӗ пурте пирӗншӗн чи ҫывӑх тӑван пекех тенӗ вӑл. Президент каланӑ тӑрӑх, Крым ҫыннисем Раҫҫей гражданствине илме е Украина гражданствине хӑварма пултараҫҫӗ. Савӑнӑҫлӑ ҫак пулӑма чылай хулара паллӑ турӗҫ. Шупашкарта ӗнер халӑх Республика тӳремӗнче пухӑнчӗ. Сахал мар: ҫичӗ пине яхӑн. Сцена ҫинче юрӑ-ташӑ янӑранӑ, чиновниксем тухса калаҫнӑ. Ҫынсем «Братья крымчане, Чувашия с вами!» (чӑв. Крымри тӑванла халӑх, Чӑваш Ен санпа!) лозунг йӑтнӑ. |
Республикӑра
![]() Елчӗк тӑрӑхӗ тӗрӗпе пуян. Унти халӑх чӑвашсен ҫак йӑлинчен писмен-ха. Пушӑн 15-мӗшӗнче Елчӗкри культурӑпа кану центрӗнче чӑваш тӗррин «Ҫӗр пин тӗрӗ тӗнчинче» ачасен II республика конкурсӗ иртнӗ. Йӗркелӳҫи — ЧР Халӑх пултарулӑх ҫурчӗ. Конкурса ачасене чӑваш тӗррипе паллаштарас, ӑна аталантарас тӗлӗшпе йӗркеленӗ. Паллах, кунашкал конкурссем ӳсекен ӑрӑва тӗрӗпе ҫывӑхлатать. Унта чи пултаруллисене тупса палӑртнӑ. Конкурса пур ӳсӗмри шкул ачи те хутшӑннӑ. Ача-пӑча студийӗсем, ӳнер шкулӗсем тата ыттисем хӑйсен ӗҫесемпе паллаштарнӑ. Кавалти Мария Смирнова, Курнавӑшри Елена Васильева, Ольга Сидорова, Татьяна Курчина, Анастасия Гладкова, Анастасия Круглова, Евгения Мясникова, Кӗҫӗн Таяпари Элина Иванова, Валерия Ашмарина, Татьяна Изосимова, Елчӗк ялӗнчи Анастасия Чернова, Екатерина Архипова, Вырӑскассинчи Ольга Лисицына, Аслӑ Шӑхальти Инесса Павлова хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Шупашкарта «6х7» галерейӑра республикӑри пӗтӗмлетӳ куравӗ уҫӑлнӑ чухне чыслӑҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ССКП тӗп комитечӗн пленумӗн «Ҫӗршыври тырпул производствине ӳстересси тата ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫасси» постановленийӗ тухнӑранпа 60 ҫул ҫитрӗ. Ҫӗнӗ ҫӗр уҫма каймашкӑн 1,6 миллион ытла ҫын кӑмӑл тунӑ. Вӗсен йышӗнче Тӑвай районӗнчисем те пур. Пушӑн 17-мӗшӗнче Тӑвайри ача-пӑча вулавӑшӗнче Тӑвай вӑтам шкулӗнче 8-мӗш «б» класра вӗренекенсемпе ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫма хутшӑннӑ Варсанофий Клопов тӗлпулу йӗркеленӗ. Ачасем вӑл каласа панине тимлӗ итленӗ. Вӗсене, Тӑвай районӗнчи 6 ҫынна, комсомол путевкине парса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ. Канашран ыттисемпе пӗрле Барнаул таран пуйӑспа кайнӑ, унтан Алтай крайӗнчи Новиково салине ҫитнӗ. Вырӑнти халӑх вӗсене тарават йышӑннӑ. ДТ-54 тракторпа ӗҫленӗ, ҫӗр сухаланӑ, культиваци тунӑ, ытти ӗҫе пурнӑҫланӑ. Тырпула пухса кӗртнӗ хыҫҫӑн Варсанофий Васильевича ҫара каймашкӑн билет панӑ. Вӑл ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫнӑ вӑхӑта хаваспах аса илет. Тӗлпулу вӗҫӗнче Варсанофий Клопов ачасене йывӑрлӑхран хӑрама кирлӗ маррине, сиенлӗ йӑласенчен — пирусран, наркотикрен, эрех-сӑраран — аякра пулмаллине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Никита Павлов сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ача сахал ҫуралнӑран ача пахчисене хупрӗҫ, вӗсен ҫурчӗсене тӗрлӗ организаци-предприяти илчӗ. Юлашки ҫулсенче демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланма тытӑнчӗ. Ҫавна май ача пахчисенче те черет вӑрӑмланма пуҫларӗ. Тӳре-шара черете кӗскетес тесе ҫӗнӗ садиксем хута ярать. Ачасемпе ҫамрӑксен В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче нумаях пулмасть боксерсем тренировка ирттернӗ, йывӑр атлетсем штанга йӑтнӑ. Халӗ унта строительсем хуҫаланаҫҫӗ. Темиҫе уйӑхран вара ҫак ҫурта 200 яхӑн ача ура ярса пусӗ. Ҫак ҫурт каллех ача пахчи пулӗ. Капиталлӑ ҫурт тӑвӑмӑн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Никулин каланӑ тӑрӑх, Эгер бульварӗнчи ача сачӗ 11 ушкӑн, 220 шӑпӑрлан валли пулӗ. Унӑн лаптӑкӗ 2 334 тӑваткал метрпа танлашать. Ача пахчинче занятисем ирттермелли пӳлӗм, бассейн пулӗ. Ҫурта пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче ҫӗнетме тытӑннӑ. Хальлӗхе стенасене, чӳречесене, алӑксене лайӑхлатнӑ, ҫурт тӑррине юсанӑ. Александр Никулин каланӑ тӑрӑх, подрядчик графикран кӑштах юлса пырать. Анчах пӗтӗмпех вӑхӑтра — ҫӗртме уйӑхӗнче — туса пӗтерме палӑртнӑ. Халӗ хулара тепӗр икӗ ача пахчинче ӗҫсем пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем Ҫӗрпӳ районӗнчи депутат тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 51 ҫулти арҫын Туҫи ял тӑрӑхӗн депутачӗ шутланать иккен. Ӑна ҫамрӑк хӗрарӑма — лешӗ нумай пулмасть ача ҫуратнӑскер пулнӑ — хӗненӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӗҫ-пуҫ арҫын паллакан хӗрарӑм патӗнче хӑналаннӑ чух пулса иртнӗ. Тӗпчевҫӗсем хӑна ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ хыҫҫӑн кил хуҫи хӗрарӑмӑн 22-ри хӗрӗ ҫумне ҫыпӑҫма пуҫланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Лешне ун пек тимлӗх килӗшмен паллах — тивӗҫлипе тытмалла, йӗркеллӗ пулмалла тесе асӑрхаттарнӑ пулать. Арҫынна вара «пурӑнма вӗрентни» килӗшмен-тӗр. 51 ҫулти вӑйпитти 22-ри хӗрарӑма питӗнчен ҫапса янӑ, уринчен тапнӑ, гитара ярса илсе унпа кӑкӑрӗнчен туртса панӑ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулин Мускав районӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче велопарковкӑсем пулӗҫ. Ҫак шухӑш епле ҫуралнӑ-ха? Ара, пӗлтӗр пирӗн республикӑна Раҫҫей регионӗсем йышӗнче спортпа чи тусли тесе йышӑнчӗҫ-ҫке. Анчах республика ҫыннисем сывӑ пурнӑҫпа ытларах туслашчӑр тесен спортӑн тӗрлӗ тӗсне аталантармалла. Администраци ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн Шупашкарта велоспорта ҫул пама тӗллевленнӗ. Велосипедистсене меллӗрех пултӑр тесе ятарласа вӗсем валли стоянкӑсем тума палӑртнӑ. Мускав районӗнче хӑшӗ-пӗрине туса пӗтернӗ ӗнтӗ. Тӗслӗхрен, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн «Г» корпусӗ, «Электроприбор» тулли мар яваплӑ общество, «Элара» АУО умӗсенче велопарковкӑсем пур. Малашне вӗсене тата нумайлатӗҫ. Велостоянка эскизӗсене, вӗсене ӑҫта вырнаҫтармалли плана администраци йышӑннӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Каннӑра иртнӗ тӗнче форумӗнче Итали архитекторӗпе Микеланджело Лентинипе Шупашкар аталанӑвӗн концепцине сӳтсе явнӑ. Паллӑ архитектор тӗп хулари кану паркӗсен аталанӑвӗпе кӑсӑкланнине ӗҫлӗ тӗл пулусенчен пӗринче пӗлтернӗ. Унӑн паллӑ ӗҫӗсенчен пӗри — Мадридри парк проекчӗ. Рим архитекторӗ Шупашкарти Лакрей вӑрманӗн тата «Шупашкар: 500 ҫул» паркӑн малашлӑхӗ пуян пулассине палӑртнӑ. Вӑл ҫак кану вырӑнӗсен хӑйнеевӗрлӗхне, вӗсем ҫынсене илӗртнине палӑртнӑ. Микеланджело Лентини ыйтусене вырӑнта сӳтсе явмашкӑн Чӑваш Ене килме хатӗр. Шупашкар та аталанма талпӑнать. Куҫман пурлӑх тытӑмӗнче ертсе пыракан экспертсемпе ҫыхӑнусем йӗркелеҫҫӗ, строительствӑпа архитектурӑра ҫӗнӗ технологисем алла илеҫҫӗ. Шупашкар форумра хула инфратытӑмӗн аталанӑвӗн стратеги проекчӗсене, строительство, кану, хӑна ҫурчӗсен бизнесӗн сферисенчи ҫӗнӗлӗхсене кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |