Урамра, унчченхипе танлаштарсан, кӑштах сивӗтнӗ. Пӑшӑрханма кирлӗ мар. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче каллех ӑшӑтмалла. Синоптиксем уйӑхра юлнӑ кунсем нормӑран темиҫе градус ӑшӑрах пуласса шантараҫҫӗ.
Метеорологсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче Чӑваш Енре 20 градус ытла ӑшӑ пулӗ. Ыран, ҫурлан 12-мӗшӗнче, улшӑнусем пулмаҫҫӗ. Кӑнтӑрла пӗлӗтлӗ, хушӑран уяртакан ҫанталӑк пулӗ. Сывлӑш температури 22–23 градус таран хӑпарӗ. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗнчен вӗрӗ. Ҫӗрле 16–18 градус ӑшӑ пулӗ.
Ҫурлан 13-мӗшӗнче ӑшӑтӗ. Анчах хӗвел пӗлӗтсем хыҫне пытанӗ. Ҫумӑр ҫумалла мар. Кӑнтӑрла 22–15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле — 20–21 градус.
Эрнен иккӗмӗш ҫурринче палӑрмаллах ӑшӑтӗ. Синоптиксем каллех 30 градуслӑ шӑрӑх пуласса пӗлтереҫҫӗ. Ҫурлан 11–20-мӗшӗсенче Чӑваш Енри ҫанталӑк нормӑран 4–5 градус ӑшӑрах пулӗ.