Тӗнче тетелӗ
![]() Шупашкарти Ленин районӗнчи административлӑ комисси ларӑвӗн членӗсем административлӑ правасене пӑснӑ тӗслӗхсене пӑхса тухнӑ. Ларура административлӑ правӑна пӑснӑ ултӑ протокола пӑхса тухнӑ. Чӑваш Республики саккунӗн 18-мӗш статйине, «Граждансем патне юмӑҫ ярас тата укҫа ыйтас тӗлӗшпе ҫулӑхнӑ» ятлӑскере, пӑснӑ ҫынсен 12 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Ҫавӑн пекех ларура ЧР саккунӗн 9-мӗш статйи («Граждансен лӑпкӑлӑхне тата шӑпӑлӑхне пӑсни») тӗлӗшӗпе йӗркене пӑснӑ пилӗк протокола пӑхса тухнӑ. Пӗтӗмпе 3 000 тенкӗлӗх штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. «Шупашкарти хӑтлӑх правилисене пӑсни» статья тӗлӗшӗпе 42 протокола тишкернӗ. Комисси кун тӗлӗшӗпе йӗркене пӑснӑ ҫынсене 48 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хулара чӗрчунсене тытмаллли правилӑсене пӑхӑнман тӗслӗх те пулнӑ-мӗн. Акӑ йытӑ хуҫине 500 тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ. Пӗтӗмпе 82 протокола пӑхса тухса комисси йӗркене пӑснисенчен 77 300 тенкӗ штраф тӳлеттерме йышаннӑ, 7 асӑрхаттару тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Ҫӳпҫипе хупӑлчи» спектакльти самант Кӑҫал Культура ҫулталӑкӗ пулнӑ май республикӑри чылай ялта вырӑнти ушкӑнсем халӑха спектакльсемпе савӑнтараҫҫӗ. Ку лайӑх пулӑм, мӗншӗн тесен ял ҫынни Шупашкарти театрсен пули-пулми тухса ҫӳреймест. Чун вара «ҫимӗҫ» ыйтать. Нумаях пулмасть ав Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиркӳ ялӗнчи культура аталанӑвӗн центрӗ сцена ҫине Николай Айзман пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Ҫӳпҫипе хупӑлчи» спектакльпе тухнӑ. Постановкӑна 100 вырӑнлӑ залра кӑтартнӑ. Спектакль пуҫланиччен халӑх шавланӑ пулсан артистсем сцена ҫине тухсан шӑпланнӑ. Постановка хыҫҫӑн курма килекенсем спектакле сӳтсе явнӑ, Татьяна Кузьминана, Марина Викторовӑна, Галина Гурьевӑна, Лиана Яковлевӑна тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Патшалӑх облигацийӗ кӑларнипе вӑрӑм вӑхӑтлӑха кивҫен илес парӑм политикне ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пырать», — тесе пӗлтерет республикӑн Финанс министерстви. Тӗп финанс ведомстви ӗнентернӗ тӑрӑх, патшалӑх парӑмне тивӗҫтерме илекен мӗнпур тивӗҫе республика тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать. Ӗнер, акӑ, 2012 ҫулта кӑларнӑ облигацисемшӗн ҫиччӗмӗш купон тупӑшне тӳленӗ иккен. Икӗ ҫул каялла ҫав хаклӑ хута 1,5 миллион штук кӑларнӑ. 667,7 тенкӗ тӑракан пӗр облигацишӗн 14 тенкӗ те 54 пус тӳленӗ. Ку вӑл ҫулталӑкри процент ставкине 8,75-пе шутланине пӗлтерет. Саккӑрмӗш купон тупӑшӗшӗн утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тӳлеме палӑртаҫҫӗ. Ҫулла вара 2 миллиард тенкӗлӗх тепӗр ушкӑн облигаци кӑларасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче ҫамрӑк вокалистсен ЧР тата РФ тава тивӗҫлӗ артистне Виталий Петрова халалланӑ «Ҫурхи тумлам» конкурсӗ иртнӗ. Унта уйрӑм юрӑҫсем, дуэтсем, вокал ансамблӗсем хутшӑннӑ. Вӗсене ӳсӗме кура хакланӑ: 5–9, 10–13 тата 14–17 ҫултисем. Пӗрремӗш ушкӑнра «Солистсем» номинацире II степень Диплома Руфина Сергеева (Алманч) тивӗҫнӗ. 3-мӗш вырӑна Ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗ Даниил Михайлов тухнӑ. Иккӗмӗш ушкӑнра «Солистсем» номинацире чи маттурри Анастасия Козлова (Ача-пӑча ӳнер шкулӗ) пулнӑ. Ҫав шкултах ӑс пухакан Анастасия Никифорова тата Кӗҫӗн Шетмӗри Екатерина Козлова 2-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен Екатерина Алексеевӑпа Екатерина Козлова III степень Диплома тивӗҫнӗ. Тепӗр ушкӑнра ҫак номинацирех Юлия Маслова (Кӗҫӗн Шетмӗ), Ксения Кравцева (Красноармейски), Анна Филиппова (Ача-пӑча ӳнер шкулӗн) малти вырӑнсене тивӗҫнӗ. «Ансамбль» номинацире I степень Дипломпа «Кулӑ» (Ача-пӑча ӳнер шкулӗ) ансамбле чысланӑ. Геннадий Поповпа Валерий Яргонин дуэтне (Чатукасси) II степень Дипломпа хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Чӑваш «моржӗсем» Сӗвен сивӗ шывӗнче Чӗмпӗрте сивӗ шывра ишме юратакансен марафонӗ иртнӗ. Ӑна Крым Раҫҫейпе пӗрлешнине халалланӑ. Пирӗн ентешӗмӗрсем марафонра сакӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑртӑва Чӗмпӗрти, Шупашкарти, Тольяттири 63 ишевҫӗ хутшӑннӑ. Вӗсем пӗр пӗрне ылмаштарса Сӗвен сивӗ шывӗнче пӗр талӑк ишнӗ. Пӗтӗмпе «моржсем» 29 ҫухрӑм та 550 метр парӑнтарнӑ. Чӑваш «моржӗсем» пурӗ пӗрле 15 ҫухрӑм та 800 метр ишнӗ. Кун валли вӗсене 9 сехет те 27 минут кирлӗ пулнӑ. Сӗвери шыв 2 градусран ӑшӑ пулман. Чи вӑрӑм дистанцие парӑнтарас енӗпе пирӗн ентешӗмӗр Валерий Губаньков пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Вӑл пӗтӗмӗшле 2400 метр ишнӗ. Иккӗмӗш вырӑн — 2250 метр ишнӗ Алексей Орловӑн. Хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче Лариса Дашкова иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Марина Михайлова виҫҫӗмӗш пулнӑ. Шывра чи нумай вӑхӑ ишес енӗпе Алексей Орлов ҫӗнтернӗ. Вӑл сивӗ шывра ҫӗрле 27 минут пулнӑ. Лариса Дашкова иккӗмӗш вурӑна тухнӑ. Вӑл Чӗмпӗр «моржне» темиҫе ҫеккунт ҫеҫ выляса янӑ. Пирӗн командара тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те пулнӑ: Зинаида Ламырева, Михаил Никифоров, Надежда Григорьева, Виталий Максимов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Валентина Попова ӗҫӗсенчен пӗри Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн литературӑпа ӳнер пайӗнче паян «Тӑван кӗтесре» курав уҫӑлнӑ. Тӑмран хатӗрленӗ экспозицисен авторӗ — Чӑваш Республикин халӑх ӳнер промыслисен ӑсти, Чӑваш Енӗн Ремесленникӗсен гильдийӗн тата Чӑваш художникӗсен союзӗн членӗ Валентина Попова. Курава «Культура урлӑ — пӗрлӗх» ятпа иртекен наци культурисен фестивалӗпе ҫыхӑнтарса уҫнӑ. Куравра пӗчӗк хурӑмлӑ сюжет кӳлепесем, тӑмран тунӑ панно, шӑхличсем вырӑн тупнӑ. Валентина Попова — тӑмран халӑх пуканине хатӗрлекен сайра ӑстасенчен пӗри. Пултурлӑхра вӑл чӗрӗк ӗмӗр ытла тӑрӑшать. Унӑн самай ӗҫӗ Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче упранать. Ӑстан ӗҫӗсенчи чылай ярӑм чӑваш ялӗнчи пурнӑҫпа йӑла-йӗркене, чӑваш культурине кӑтартать. Тӗп ӗҫӗсен шутӗнче «Вырма», «Лармара», «Юмахра», «Каҫ», «Хӗрӳ йӑла», «Кӑкшӑмлӑ хӗр», «Лупас айӗнче», «Салтак таврӑнни», «Чикӗ хӳтӗлевҫисем» ятлисене, тӗрлӗ шӑхличе асӑнаҫҫӗ. Валентина Попова 1960 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Вӑрманкас Асламасра ҫуралнӑ. Халӗ вӑл Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче «Чӗрӗ тӑм» вӗренӳ пӗрлешӗвӗн педагогӗнче тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() ЧР Вӗренӳ министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чи лайӑх класс ертӳҫи» конкурсра чи маттуррисене палӑртнӑ. Унта 5 ҫын кӗнӗ. Вӗсем ҫаксем: Кӳкеҫ лицейӗн вӗрентекенӗ Лилия Свинцова, Комсомольски районӗнчи Тукай шкулӗнче ӗҫлекен Гузель Хайртдинова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейре ачасене вӗрентекен Любовь Хованская, Шупашкарти 40-мӗш шкул ӗҫченӗ Елена Комарова. Кусем — 25 ҫултан аслӑраххисем. 25 ҫултан кӗҫӗнреххисен йышӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 19-мӗш шкул учителӗ Екатерина Матвеева кӗнӗ. Вӗсем конкурсри пӗтӗмлетӳ тапхӑрне — уҫӑ дискуссие — хутшӑннӑ. Конкурс ҫӑмӑл пулман, мӗншӗн тесен вӗрентекенсем заданисене сцена ҫинче ҫеҫ пӗлнӗ. «Чи лайӑх класс ертӳҫи» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫине ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шкул ачисем Марина Ромашковӑпа пӗрле Нумаях пулмасть Атӑлҫи халӑхӗсен культура эрнипе килӗшӳллӗн Етӗрнери ача-пӑча вулавӑшӗнче «Шумбарт, Мордовия!» мордва культурин кунӗ иртнӗ. Унта Етӗрнери 3-мӗш шкулта 4«а» класра вӗренекенсем хутшӑннӑ. Вӗсем Мӑкшӑ Республики ҫинчен юрланӑ, сӑвӑсем каланӑ. Ачасем Пӑрачкав районӗнче ҫуралса ӳснӗ Марина Ромашковӑпа тӗл пулнӑ. Мордва халӑх тумне тӑхӑннӑскер шӑпӑрлансене мордва чӗлхипе сывлӑх суннӑ, наци юррине шӑрантарнӑ. «Пысӑк ҫӗршывӑн пӗчӗк республики — Мӑкшӑ Республики» хӑтлав пӑхса ачасем мордва халӑхӗпе (мӑкшӑсемпе ирҫесем), унӑн йӑли-йӗркипе, культурипе паллашнӑ. «Игриштя» (ҫуркуннене ӑсатни) мордва халӑх фольклор уявне хутшӑнса шкул ачисем ҫак халах фольклорӗ пирки пӗлнӗ. Ачасем модва халӑхӗн вӑййисене вылянӑ, тупмалли юмахсене пӗлнӗ, мордва халӑхӗн «Тилӗ тата Упа» спектаклӗ тӑрӑх хатӗрленӗ пукане театрне курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫырнӑ Пӗтӗм вырӑс диктантне кӑҫал 508 ҫын хутшӑннине маларах пӗлтернӗччӗ. Ӑна Чӑваш Енре йӗркелекенсем — И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ тата «Советская Чувашия» хаҫат — пӗтӗмлетӳ тунӑ. Пӗлтӗр диктантра тӑватӑ ҫын «5» паллӑ илнӗ пулсан кӑҫал ҫак палла иккӗн ҫеҫ тивӗҫнӗ. Вӗсем — Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш шкулӗнче 11-мӗш класра ӑс пухакан Кристина Филиппова тата Шупашкар районӗнчи Мӑн Мамӑш шкулне пӗтернӗ, халӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетӗнче 2-мӗш курсра вӗренекен Марина Осипова. Ҫакна та палӑртмалла: диктанта 11 ҫулти хӗрача та «5» палла ҫывӑх ҫырнӑ. Акцие Шупашкара Израильтен, Мароккоран, Туркменирен, Сирирен вӗренме килнӗ студентсем те хутшӑннӑ. Диктант ҫырнӑ чи ҫамрӑк ҫын 8 ҫулта пулнӑ. Хӑшӗ-пӗри хӑйӗн ӳсӗмне 70–79 ҫулсенче тесе палӑртнӑ. Кӑҫал Пӗтӗм вырӑс диктантне пӗтӗмпе 6 ҫӗршыври 352 хула хутшӑннӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, диктант ҫырнисен йышӗ икӗ хут — 64 пине яхӑн ҫын — ӳснӗ. 2000 яхӑн ҫын «5» паллӑ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Республикӑн Экономика министерствипе йӗркелӗх хуралҫисем Шупашкарта суя эрех сутакансене тытса чарнине пӗлтерет. Асӑннӑ ведомствӑн Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти лавккасенче эрех маркисене тӗрӗсленӗ те суя паллӑсем ҫыпӑҫтарса хунине тупса палӑртнӑ. Улталаса эрех сутакан тӗслӗх республикӑн тӗп хулинчи «Наш» тата спутник-хулари «Вектор Плюс» лавккасенче палӑрнӑ. Пӗрремӗшӗнче тӗрӗслевҫӗсем 4 ятлӑ 13 кӗленче эрех, тепринче 2 ятлӑ 114 кӗленче асӑрханӑ. Правӑна сыхлакансем кӗленчесене туртса илсе экспертизӑна янӑ. Суя эрех хушшинче чӗрӗк литрлӑ кӗленчери «Балтийская волна», «Ивушка плюс» тата ҫур литрлӑ кӗленчери «Ивушка люкс» тата «Как стеклышко» ятлӑ водкӑна асӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |