|
Культура
Чӑваш Енре пурӑнакансен «Маугли ӑрӑвӗ» ача-пӑча спектаклӗнче ӳкерӗнес шанчӑк пур. Унта ӳкерӗнме конкурса хутшӑнас тесен www.dobroedelo.mts.ru сайтра ҫыру хӑвармалла. Спектакль премьери кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче Ӗпхӳре иртмелле. Мюзикл валли актерсене аслисене те, ачасене те шыраҫҫӗ иккен. Хӑшӗсем пӗрремӗш рольсенче пулӗҫ, теприсем — иккӗмӗш. Хӗрарӑмсен 21 ҫултан пуҫласа 40 ҫулччен пулмалла, арҫынсене 21-рен пуҫласа 50-чченех йышӑнма хатӗр. Суйлав конкурсӗ Ӗпхӳре иртмелле. Ӑна «Маугли ӑрӑвӗ» проект ертӳҫи Константин Хабенский, спекталкь продюсерӗ Евгений Гуров тата режиссер-постановщикӗ Айнур Сафиуллин ирттерӗҫ. Ку мюзикл Константин Хабенскин фончӗн тата МТС компанин пӗрлехи ыркӑмӑллӑх проекчӗ иккен. Спектакльте пухнӑ укҫана йывӑр чирлӗ ачасене сиплеме ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫӗктерте ача-пӑча лаптӑкӗ уҫнӑ. Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, унта тӗрлӗ ҫулхисем пуҫтарӑннӑ. Пӗчӗккисене вылямалли лаптӑк «маншӑн пулсан ик айкки те тӑвайкки» темен ҫынсем тӑрӑшнипе хута кайнӑ. Саӑвнӑҫлӑ мероприятие палӑртма Шупашкартан «Фаворит» ятлӑ ача-пӑча хореографи коллективне илсе пынӑ. Ача-пӑча лаптӑкӗ уҫнин пӗлтерӗшӗ пысӑккине палӑртассишӗн вырӑнти ял тӑрӑхӗнче хӑйӑр ҫинче пӗрле вылянӑ, пӗрле ярӑннӑ чух чӑн-чӑн туслӑх ҫуралса вӑл ӗмӗре тӑсӑлма пултарать тесе калаҫҫӗ. Сӑнсем (14) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Статистика
Респуликӑра шыва кӗмелли сезон вӗҫленнӗ. Пляжсенче асӑрхаттарса ҫырнӑ ялавсене антарнӑ, пляжсем ӗҫлеме чарӑннӑ. Шел те, пӗтӗмлетӳ савӑнтармасть. Кӑҫал шывра 43 пӑтӑрмах пулнӑ, вӗсенче 37 ҫын вилнӗ. Пӗтӗмпе 8 ача путса вилнӗ, 8 ҫынна ҫӑлнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, сахалрах. Пӗлтӗр 49 пӑтӑрмах пулнӑ, 44 ҫын вилнӗ. ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, япӑх кӑтарту ҫынсем канма пӗлменнипе, яваплӑха туйманнипе ҫыхӑннӑ. Чылай пӑтӑрмах эрех-сӑра ӗҫнӗ ҫынпа пулать. Нумайӑшӗ юраман ҫӗрте шыва кӗрет. Шыва кӗмешкӗн ятарласа уйӑрнӑ вырӑнсенче, ача-пӑча лагерӗсенче кунашкал пӑтӑрмахсем пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
Паян, Пӗлӳ кунӗнче, Шупашкарти коопераци институтне бомба хуни пирки пӗлтернӗ. Хыпара электронлӑ почтӑна янӑ. Ку кӑнтӑрла пулнӑ. Вырӑна кирлӗ ҫынсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Институтри ҫынсене эвакуациленӗ, транспорт ҫӳрекен ҫула пӳлнӗ. Полици ӗҫченӗсем, кинологсем пӳлӗмсене тӗрӗсленӗ. Телее, нимӗнле бомба та тупман. 14 сехет те 40 минутра тӗрӗслев вӗҫленнӗ. Ҫурлан 29-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр шкулта вӗренекен ача суту-илӳпе курав центрне «бомба» хунӑччӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмалатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Статистика
Кӑҫал Шупашкар районӗнчи пилӗк ҫемьене ашшӗ-амӑшӗн прависӗр хӑварнӑ. Район администрацийӗн опекӑпа попечительство пайӗнче шутра 137 ача тӑрать, вӗсенчен 93-шӗ — социаллӑ тӑлӑх, 44-шӗ — тӑлӑх. Тӑлӑха юлакансене районта опекӑна (попечительствӑна) тата усрав ҫемьесене илеҫҫӗ иккен. Паянхи кун усрав ҫемьере 15 тӑлӑх хӳтлӗх тупнӑ, опекунсемпе попечительсеннинче — 122. Ку цифрӑсене вӗретекенсен ҫурла уйӑхӗнчи конференцийӗнче райадминистрацин вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Юорис Романов пӗлтернӗ. Ҫурлан пуҫламӑшӗ тӗлне тата тепӗр 9 тӑлӑхпа ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачана тупса палӑртнӑ. Вӗсене пурне те ҫемьене вырнаҫтарнӑ. 2013 ҫулта районта 61 ӑнӑҫсӑр ҫемье шутра тӑнӑ-тӑк, кӑҫал ун пеккисем — 56-ӑн. Вӗсенче 108 ача ӳсет. 2012 ҫулта 12 ашшӗ-амӑшне хӑйсен правинчен хӑтарнӑ, пӗлтӗр — 17-не, кӑҫал — 5-не. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
Паян шкул ачисем Пӗлӳ кунне паллӑ тунӑран эпир электронлӑ вулавӑша Марк Твенӑн «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» кӗнекине вырнаҫтартӑмӑр. Чӑвашла ӑна Феодосия Ишетер куҫарнӑ, 1979 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Электронлатма «Хавал» пӗрлӗхӗн пайташӗсем пулӑшнӑ. «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» хайлава Марк Твен пӗрремеш хут 1876 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ. Унти ӗҫсем АПШ-ри граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче пулса иртеҫҫӗ. Ҫыравҫӑ ӑна ҫитӗннисем валли ҫырнӑ, анчах каярах хайлав ачасен кӑмӑлне кайнӑран вӑл ача-пӑча литератури пулса тӑнӑ. Чӑвашла Том Сойер пирки тепӗр кӗнекене те куҫарнӑ — 1985 ҫулта «Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени» (1884) хайлав Асклиада Соколова куҫарӑвӗпе тухнӑ. Виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӑш кӗнекисене — «Tom Sawyer Abroad» (1894, чӑв. Том Сойер чикӗ леш енче), «Tom Sawyer, Detective» (1896, чӑв. Том Сойер — детектив) — хальлӗхе чӑвашла кӑларман-ха. «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» хайлава epub форматпа та уҫласа илме пулать — капла смартфонсенче вулама май пур. |
|
Вӗренӳ
![]() Настя Макаренкӑпа Александра Шарова. Мария Соловьева тунӑ сӑн. Паян ачасем чечек ҫыххи йӑтса шкула утрӗҫ. Республикӑра чӑваш ачисем кӑна мар, Украинӑран килнисем те Пӗлӳ кунне уявлӗҫ. «ПроГород» корреспонденчӗ вӗсемпе тӗл пулнӑ. Анастасия Макаренкопа Александра Шарова паянтан пуҫласа Луганскра мар, Чӑваш Ен хулинче вӗренме тытӑнӗҫ. 8 ҫулти Анастасия вӗреннӗ шкула персе аркатнӑ. Хӗрача авӑнӑн 1-мӗшӗнче парта хушшине ларнӑшӑн хӗпӗртет. Шкула каймалли япаласене хатӗрлеме Хӗрлӗ Хӗрес пулӑшнӑ. Хӗрача пултаруллӑ. Луганскри журналистсем ун пирки хаҫата та ҫырнӑ. Настьӑн хӑйӗн пӗчӗк куравӗ те пулнӑ. Хӗрлӗ Хӗресӗн Шупашкарти уйрӑмӗн элчи Татьяна Толстова каланӑ тӑрӑх, вӗсем патне япала илсе килекен нумай. Пӗр организаци форма та парнеленӗ. Ручкӑсем, тетрадьсем, кӑранташсем… ҫитмеҫҫӗ-мӗн. Шупашкарти шкулсене Украинӑран килнӗ 52 ача кайнӑ. 20 шӑпӑрлан ача пахчине ҫӳреҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш шкул директорӗ Наталья Батюнина каланӑ тӑрӑх, ҫав ачасем ятарлӑ программӑпа вӗренӗҫ. Вӗсем пур предмета та вӗренӗҫ. Ҫав шутра — чӑваш чӗлхине те. Алена Макаренко пӗлтернӗ тӑрӑх, Настя — тӑрӑшуллӑ ача. Чӑваш чӗлхине вӗренме йывӑр пулмӗ, мӗншӗн тесен ӑна чӑвашла пӗлекен кукамӑшӗ пулӑшма шантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
Тӗрлӗ саманари ача-пӑчан кӑмӑлне тивӗҫтерме пултаракан «Спокойной ночи, малыши» телекӑларӑмра (ӑна пуҫласа 50 ҫул каялла кӑтартнӑ) ҫӗнӗ сӑнар пулӗ. Ӑна Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин сӗннӗ иккен. Кун пирки «Новости» информаци агентствине «Класс!» телекомпанин директорсен канашӗн ертӳҫи Александр Митрошенков пӗлтернӗ. Путин сӗнӗвӗ малтанласа кӗтменлӗх пулнине пӗлтернӗ вӑл. Анчах лайӑхрах виҫсе хакланӑ хыҫҫӑн шухӑш кӑмӑла кайнӑ имӗш. Ҫӗнӗ сӑнар юпа уйӑхӗнче телеэкран ҫине тухӗ. Унчченхи сӑнарсемпе (вӗсем пурте — пуканесем) танлаштарсан ҫӗнни компьютер паттӑрӗ. 3D йышши хатӗрлекенскер кулма та пӗлӗ, алӑ пама та, калаҫма та. Ҫӗнӗ сӑнар камне хальлӗхе пӗлтермеҫҫӗ. Тепӗр икӗ эрнерен калама шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
Ҫемьере иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑш укҫи панине паян пӗлмен ҫын ҫук ӗнтӗ. Вӑл тупрана нумайӑшӗ ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма: кам хваттер туянма, кам общежитинче пӳлӗм илме, кам ҫуртлӑ пулма — усӑ курать. Анчах амӑш укҫине амӑшӗн пулас пенсийӗ валли хурса хӑварма та юрать, ачасене вӗрентме те. Амӑш укҫи ҫинчен калакан программа пурнӑҫа кӗме тытӑннӑранпа Чӑваш Енри 750 ытла ҫемье 28,5 миллион тенкӗлӗх ыйтса ҫырнӑ. Тӑвай районӗнче 20 ҫын 760 пин тенкӗ ыйтнӑ. Укҫана ача вӗреннишӗн тӳлеме уйрӑма та, вӗреннӗ вӑхӑтра общежитинче пурӑннишӗн татӑлма та чармаҫҫӗ. Тӑвай районӗнче ун пек ыйтакансем пулман та, республикӑра 9 ҫын ҫапла ыйтупа тухакан пулнӑ иккен. Ҫавсем пурӗ 90 пин тенкӗ ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Кӳршӗре
Ӗнер Пушкӑртра вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Инкек республикӑн ҫурҫӗр-анӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ Палтас (пушк. Балтас), Краснокама, Калтаси районӗсене пырса тивнӗ. Тӗслӗхрен, Палтас районӗнчи Янактаево ялӗнче 87 ҫурт ҫивиттине илсе пенӗ, Калтаси районӗнчи Калекин ялӗнче 12 ҫурт ҫивиттине салатнӑ. Краснокама районӗнчи Карый ялӗнче те 187 ҫурт сиенленнӗ. Пуринчен ытла Янаул районӗнчи Канигово, Кивӗ Куюк ялӗсем тата Янаул хулин «Тухӑҫ» микрорайонӗ шар курнӑ. Республикӑри ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫил-тӑвӑл пурӗ 500 яхӑн ҫурта сиен кӳнӗ, 26 ял-хула ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла пула пурӗ 2 ҫын вилнӗ, 40 яхӑн ҫын аманнӑ. Инкеке лекнӗ ҫынсене вӑхӑтлӑха вырнаҫтарма 15 вырӑн йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
