Утӑн 25-мӗшӗнче Шупашкарта «Сувар» фильм ӳкерме кастинг иртесси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, кино Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗрӗ ҫинчи пурнӑҫа, Сувар хулине ҫутатӗ.
Ӗнер тӗп хулари «Салют» культура керменӗнче фильмра ӳкерӗнекенсене суйлама кастинг иртнӗ. Фильма Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ вӑхӑта кун ҫути кӑтартма палӑртаҫҫӗ. Ӑна ӳкерекенӗсем — «Обочина» кино хатӗрлекенсем.
«Паян кунта килнисенчен кашниех фильм ӳкернӗ ҫӗре хутшӑнаять. Пӗрисем — актер евӗр, теприсем — пулӑшуҫӑ пек», — тенӗ Юрий Тя-Сен сценарист. Проект питӗ вӑрӑм иккен, сахалтан та виҫӗ ҫула пырӗ. Ҫур ҫултан сценарие ҫырса пӗтерӗҫ.
Кастинга 50 ҫын ытла пынӑ. Вӗсен хушшинче паллӑ ҫынсем те пулнӑ.
Экстрасенсен тӗнчери кӗрешӗвне хутшӑннӑ Русалина Селентай, акӑ, мӑшӑрӗпе Дмитрий Мадуровпа тата Терентий ывӑлӗпе пынӑ. Русалина хӑйӗн экстрасенсорлӑ вӑйӗпе те фильма ӳкерме пулӑшма шантарнӑ-мӗн. Хӗрарӑмӑн ывӑлӗ, сӑмах май, «сувар» тесе чи малтан ҫыртарнӑ ача.