Кӑҫалхи кӑрлач–ҫурла уйӑхӗсенче Чӑваш Енри предприятисем 9,3 миллиард тенкӗ тупӑш илнӗ. Асӑннӑ тапхӑра тупӑшпа вӗҫленисем — 394 организаци. Ҫав вӑхӑтрах тӑкаклисем те ҫук мар паллах. Асӑннисем — 167 предприяти. Шел те, анчах асӑннӑ тапхӑрта тӑкаклӑ ӗҫленисен шучӗ ӳсни сисӗнет. Процентпа илсен, 6,4 процент нумайланнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, мӗнпур организацие илсен вӗсенечн 30-а яхӑн проценчӗ тупӑш илеймен. Тӑкаклисем транспортпа ҫыхӑну сферинче уйрӑмах йышлӑ-мӗн. Ӑслӑлӑх енчен ҫӗнӗлӗхсем шухӑшласа кӑларакансем вара пурте тенӗ пекех тупӑш курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Судри Илле Иванов. Н.Плотников архивӗнчен Ҫапла, паян Муркаш район судӗнче Илле Иванов тӗлӗшӗпе ӗҫ вӗҫленнӗ. Сергей Трихалкин тӳре журналиста айӑплӑ тесе йышӑну кӑларнӑ — 300 сехет ирӗксӗр ӗҫлеттермелле тунӑ, анчах, вӑхӑт иртсе кайнине шута илсе ку айӑплавран ӑна хӑтарнӑ. Илле Иванов хӑй каласа панӑ тӑрӑх паян вӑл хӑй приговор вуланӑ саманта кайман — Муркаш районӗн тӳри саккунсӑр йышӑну кӑларнине шута илсе ӑна ура ҫине тӑрса итлени Илле Арсентьевич шухӑшӗпе ытла та пысӑк хисеп пулнӑ пулӗччӗ. Сергей Трихалкин вара приговора 70 минут хушши вуланӑ — 1 сехет те 10 минут кирлӗ пулнӑ. Приговор вуланӑ ҫӗре видеооператора та Тимӗр Акташ журналиста та кӗртмен имӗш. Ҫапла май ҫак кӑткӑс истори вӗҫленчӗ те теме пулать — Муркаш район сучӗ чӑваш чӗлхине хӳтӗленӗшӗн ним мар айӑп тытма пулассине ҫирӗплетсе пачӗ. |
Чӑваш Енре сусӑрсем валли тата тепӗр 2,2 пин ӗҫ вырӑнӗ туса памалла. 100 ҫынтан сахалрах тӑрӑшакан предприятисенче мӗнпур ӗҫ вырӑнӗнчен 1,5 процентне сусӑрсене вырнаҫтармалла. Ҫапла йышӑннӑ республикӑн ӗнерхи правительство ларӑвӗнче. Ку йышӑну 35 ҫынтан пуҫласа 100 ҫын таран ӗҫлекеннисене пырса тивӗ. Ларура Чӑваш Ен Элтеперӗ пуҫлӑхсем сусӑрсене ӗҫрен хӑтарма пӑхнӑ тӗслӗхсем тӗл пулмаҫҫӗ-и тесе кӑсӑкланнӑ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑн пуҫлӑхӗ Сергей Дмитриев ӗнентернӗ тӑрӑх, ун пек тӗслӗхсем сайра-хутра кӑна тӗл пулаҫҫӗ иккен. 100 ҫын ытларах ӗҫлекеннисенче сусӑрсем валли 2 проценчӗ валли квота туса памалла. Пӗтӗмпе вара Чӑваш Енре 92 пин ытла сусӑр пурӑнать, вӗсенчен 30,3 пинӗ — 16–60 ҫултисем иккен. Ӗҫлеме пултаракан сусӑрсем 10 пин ытларах-мӗн, вӗсенчен хальлӗхе 5,5 пинӗ ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн тӗпренчӗкӗ пирки 11 ҫултан аса илнӗ. Амӑшӗн тивӗҫӗсене йӗркеллӗ пурнӑҫламаннине кура ӑна хӑй вӑхӑтӗнче амӑш правинчен хӑтарнӑ. Ҫавӑн йышшисенчен хӑшӗсем авӑра путнӑҫем путса пыраҫҫӗ те, ку вара ҫулсем шунӑҫем тӑна кӗрсе пынӑ. Хӗрарӑм телейӗ ачасен телейӗнче пулнине ӑнланса илнӗ май пурнӑҫне ылмаштарма талпӑннӑ. Халӗ, ав, вӑл ачипе пӗрле пулма ӗмӗтленет. Ҫавӑнпах вӑл опекӑпа попечительство органне ҫитнӗ, амӑш правине тавӑрса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑмӑн самай ӳснӗ хӗрӗ те амӑшӗпе пурӑнасшӑн иккен. Ҫапах та ку ыйтура пӑнчӑ лартаканни, тӗрӗсрех, амӑш правине тавӑрса парасси ҫинчен йышӑну тӑваканни — суд. Опекӑпа попечительство органӗ вара унта тӑратма тивӗҫлӗ хутсене тишкерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Кӗтме пӗлекенсем — тӗлейлӗ», — текен каларӑш ваттисем ахальтен мар каланине Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кукашни ялӑн ҫыннисем лайӑхах пӗлсе тӑраҫҫӗ. Нумай ҫул хушши вӗсем культура ҫуртне хута ярас куна кӗтсе пурӑннӑ. Ара ял халӑхне ӗҫсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн канмалли вырӑн та кирлӗ ӗнтӗ. 2013 ҫулта вара ӗмӗтленни пӗччекӗн пурнӑҫа та кӗме тытӑннӑ, 330 тӑваткал метр лаптӑклӑ тата 120 вырӑнлӑ культура ҫуртне хута ярас проекта республикӑри адресла инвестици программине кӗртнӗ пулнӑ. Ҫапла вара паянхи кунчченех кану учрежденине купалассипе хӗрӳллӗ, хастар ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Пӗтӗмӗшлӗ 20 миллион тенке ларакан клуба хута ярас ӗҫе 2013 ҫулта республика хыснинчен 3 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Унсӑр пуҫне Кукашни ял тӑрӑхӗн хыснинчен ҫак ӗҫ валли 112 пине яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи машинтӑвакансен факультет студенчӗсен ушкӑнӗ механизпа урапа теорипе II Халӑхсем хушшинчи олимпиадӑна хутшӑнма Китай ҫӗршывӗнчи Шанхай хулине тухса кайнӑ. Раҫҫейӗн, ҫав хушӑрах Чӑваш Республикӑн чысне Алена Егорова, Николай Мулюхин, Алексей Кокоулин, Владимир Варякин хӳтелет. Олимпиада вара юпан 12–14-мӗш кунсем хушшинче иртет. Вӑрӑм ҫула тухиччен олимпиадӑна хутшӑнакансем университетӑн ректорӗпе, профессорӗпе Всеволод Агаковпа тӗл пулнӑ. Вӑл студентсене ӑслӑлӑх ӑмӑртӑвӗнче ӑнӑҫу суннӑ. Китая каякансем вара ректора тав тунӑ, ют ҫӗршывра Раҫҫейпе республика чысне тивӗҫлӗ хӳтӗлеме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ учрежденийӗ ҫунма пуҫланӑ хыпар республикӑри инкекрен хӑтараксен службине ӗнер, юпан 8-мӗшӗнче 15:00 сехетсенче ҫитнӗ пулнӑ. Кӳкеҫ поселокӗнчи №27 профессиллӗ училищин хуҫалӑх пӳлӗме ҫулӑмпа хыпса илнӗ иккен. Пушара хӑвӑрт кӑна килсе ҫитнӗ икӗ автоцистерна сӳнтерме тытӑннӑ. Турра шӗкӗр, ҫав вӑхӑталла занятисем вӗҫленнӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та учрежденире вӗренекенсем пулман. Ҫур сехет хушшинче вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара тӗпипе сӳнтерме пултарнӑ. Пӑтӑрмах учреждение пӗлтерӗшлӗх мар шырлӑхсем кӳнӗ: ҫурт хӳмипе мачча хуралса ларнӑ ҫеҫ. Республикӑри ИӖМ службинче пӗлтернӗ тӑрӑх пушар тухнӑ сӑлтавне те хӑвӑрт тӗпчеме пултарнӑ. 55 ҫулхи слесарь подсобкӑра пирус туртма шут тытнӑ иккен. Тивретнӗ пирусӑн «ҫӳпписем» ҫулӑма кӑларнӑ та. Чӗлӗм туртаканне те училище преподователӗсем ҫӑлнӑ. Инкекрен хӑтаракансем палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх вӑхӑтра янранӑ сигнализаци учреждени ҫыннисене пулӑшу чӗнме май панӑ, ҫапла майпа ҫулӑм ытти пӳлемсене куҫма ӗлкереймен, сиенӗ те пӗлтерӗшлех мар пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян, юпан 9-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче чӗретлӗ ҫул-йӗр инкеке сиксе тухнӑ. Республикӑри ШӖМ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх М-7 трассӑн федераллӑ лаптӑкӗнче 4 фурӑпа кроссовер пӗр-пӗрин ҫине тӑрӑннӑ. Хӑрушлӑ инкек пӗр урапаҫӑ пурнӑҫне татнӑ. Ҫул-йӗр инкеке 9:30 сехетсенче Лапсарпа Мӑн Карачура ялӗсем хушшинче сиксе тухнӑ. Водительсем каласа панӑ тӑрӑх, 2 фура Карачура еннелле ҫулпа пынӑ, вӗсем хыҫҫӑн Suzuki Grand Vitara маркӑллӑ машина пынӑ, ун хыҫҫӑнах тепӗр фура пынӑ. Темле самантра ҫул ҫинче чӑрмавсем сиксе тухнипе урапасем хӑйсен хӑвӑртлӑхне чакарнӑ, вӗсен шутӗнче хайхи 3 фурӑпа иномарка та пулнӑ, юлашки фурӑн водителӗ вара хӑйӗн «тимӗр лашине» чарайман. Пысӑк хӑвӑртлӑхпа вӑл кроссовер ҫине кӗрсе кайса урапана лапчӑтса лартнӑ. Хытӑ ҫапӑннине пула кроссовер малта пыракан фура айне кӗрсе кайнӑ. Иномарка водителӗ инкек тухнӑ вырӑнтах вилсе кайнӑ. Аварийе пула трасса ҫинче тата тепӗр пысӑк пӑкӑ йӗркеленнӗ. Урапасен ҫӳревне йӗркелеме ДПС хушма вӑйӗсене хутшӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра юлашки кунсенче апат-ҫимӗҫ таварӗсен хакӗсем чакни ҫинчен палӑртаҫҫӗ. Ытти, апат таврашӗсем шутне кӗмен таварсен хакӗ вара ӳссе пырать имӗш. Ҫурла уйӑхӗпе танлаштарсан авӑн уйӑхӗнче ҫӗрулмин (8,2%), ҫӑнӑхӑн (1,8%), сахӑр-песукӑн (0,5%), макарон таврашӗпе кӗрпесен (0,3%) хакӗсем чакнӑ. Чӑваш Енӗн экономаталануминӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫавӑн пекех сывлӑха ҫирӗплетекен санаторисенчи пулӑшу хакӗ, туризмпа пассажир транспортӗнчи тата банк ӗҫӗнчи хаксем чакнӑ. Куллехи пурнӑҫра пулӑшу кӳрекенсен ӗҫ хакӗ те чакнӑ. Ҫав вӑхӑтрах хаклану та пур — чи пысӑк кӑтарту ҫӑмарта хакӗпе (4,74 тенкӗлӗх ӳснӗ) ҫыханнӑ. Хаксене чӑх-чӗп хапрӑкӗсем ӳстереҫҫӗ имӗш. Специалистсен шухӑшӗпе хаксем малалла татах та чакма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ыран К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче Атнер Хусанкай 65 ҫул тултарнине халалланӑ уяв иртмелле. Атнер Петровича пӗлмен ҫын сахал пулӗ. Тусу камне кала та эс камне калӑп теҫҫӗ вырӑссем. Эпир вара Атнер Петрович пирки «Аҫу-аннӳ ятне кала та...» теме хӑйӑпӑр. Ҫапла, Атнер Хусанкай — чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн тата СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан ывӑлӗ. Атнер Хусанкайпа паллаштарассине унӑн ашшӗ-амӑшӗнчен пуҫлани хӑй вӑл ятсӑр-сумсӑр ҫын пулнине, ашшӗ-амӑшӗн ятне асӑннипе кӑна ҫӗкленнине пӗлтермест-ха. Мӗн-ма тесен Атнер Хусанкай — паллӑ литература критикӗ, публицист. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Ленинградри А.А. Жданов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнчи тухӑҫ факультетӗнче «Араб филологийӗ» специальноҫа алла илнӗ. СССР Ӑслӑлӑх академийӗн Востоковеденин институтӗнче аспирантурӑра пултарулӑха туптанӑ. Атнер Петрович Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗрентнӗ. Вӑл тӑван халӑхӑмӑр наципе культура юхӑмне чылай тӳпе хывнӑ. Чим-ха, мӗншӗн иртнӗ вӑхӑтра каларӑм-ха? Капла туни тӗрӗс мар-ҫке — ун йышшисен тӳпи паян та тӗлӗнмелле сисӗмлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |