Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Вӗренӳ: 4–5 ача пуҫне пӗр вӗрентекен тивет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 23.07.2014 22:08 | 1739 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хуласемпе районсене тӗрӗслесе ҫӳрет. Красноармейски районӗнче пулнӑ чух та вӑл ҫынсемпе нумай калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ.

Элтепер пулнӑ объектсенчен пӗри — Чатукасси шкулӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче унта 400 ача таран вӗреннӗ, паян — 40 кӑна. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр педагога 4–5 ача тивет. Ачисем сахал пулин те шкула икӗ ҫул каялла тӗплӗн юсанӑ, вӗренӳ тата столовӑй оборудованине туяннӑ, модульлӗ котельнӑй лартса панӑ. Пӗлтӗр унта шкул ҫулне ҫитменнисем валли уйрӑм уҫнӑ. Анчах вӑл та пулин тулса ҫитмен. Ачисем пулмасан мӗнпе тултарӑн? Михаил Васильевич демографи тӑрӑмне лайӑхлатмалла тенӗ-ха. Лару-тӑру малашне те ҫавӑн пек пулсан шкула хупма тивӗ. Элтепер ҫӗрулми ӳстерекен лаптӑка пӑхнӑ та унта колорадо нӑрри хуҫаланнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ.

Йӗркине хуҫасӑр ҫӗр участокӗсем те тума хистеҫҫӗ. Ҫитменнине, ҫӗр налукӗ районта юлнине шута илсен кун ыйтупа ҫине тӑмалли куҫкӗрет. Пурлӑхпа та ҫавӑн пекех каламалла. Кивӗ сарайсемпе фермӑсем ишӗлсе ларни те илем кӳрекен япала мар. Хытхури вара этем ҫӳллӗш ешерет иккен. «Ман ҫӳллӗш», — тенӗ Михаил Игнатьев. Хытхури ҫул хӗррипе тата уйсемпе ӳснине те курнӑ вӑл.

Ҫӗрулми сахал лаптӑк ҫинче лартни пирки те, фермерсем патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курма васкаманни ҫинчен те тата ытти самант пирки те калаҫнӑ Красноармейски районӗнчи тӗлпулура.

#Чатукасси, #Красноармейски районӗ, #тӗрӗслевсем, #шкулсем, #ачасем, #халӑх йышӗ, #ҫӗрулми, #ял хуҫалӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем