Утӑн 27-мӗшӗнче Раҫҫей ҫарпа тинӗс флочӗн кунне паллӑ тӑвӗ. Ҫак кун валли Калининградри тинӗс каналӗнче ятарласа Балти флочӗн карапӗсен парадне хатӗрлеме тытӑннӑ.
Ҫарпа тинӗс парадне флотӑн 9 карапӗ хутшӑнӗ. Вӗсем — «Настойчивый» миноносец, «Бойкий» корвет, «Королев» десантсен пысӑк карапӗ, «Калмыкия» карап, «Гейзер» пӗчӗк ракета карапӗ, «Алексей Лебедев» тральщик, «Кузнецк» ракета катерӗ, «Василий Татищев» ҫыхӑну карапӗ тата «Чебоксары» хурал карапӗ.
Унччен «Про-город» хаҫат «Чебоксары» карапа Чӑваш Енӗн тӗп хулине куҫарасси пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах ку кӑткӑс ӗҫ-мӗн.
— Карапӑн хӑй тӗллӗн Питӗре ҫитмелле, унтан ӑна буксира илӗҫ. Шутланӑ тӑрӑх, 80 000 литр топливо кирлӗ пулать. «Чебоксары» карап 1 сехетре кӑна 3 тонна топливо пӗтерет, — тенӗ командир.