Нидерландри Team Tumbleweed компани Марса тӗпчеме ҫӗнӗ меслет сӗннӗ. Вӑл планета ҫийӗн хӑйсем тӗллӗн куҫса ҫӳрекен ҫаврака зондсемпе усӑ курма сӗннӗ — вӗсен тӗрке курӑк (выр. Перекати-поле) евӗр ҫил вӗрнипе куҫса ҫӳреме тивӗ.
Хальхи вӑхӑтра 30–50 см виҫеллӗ Tumbleweed прототипсене сывлӑш трубинче тӗрӗсленӗ, 2,7 метр виҫеллӗ прототип ӗҫне вара усӑ курма пӑрахнӑ карьерта тӗрӗслесе пӑхнӑ.
Тӗрӗслевсем кӑтартнӑ тӑрӑх, зондсем хӑйӑр, чул тата чуллӑ тӳремпе куҫса ҫӳреме пултараҫҫӗ — унашкал ҫӗр пичӗ час-часах Марс ҫинче тӗл пулать. Прототипсем ҫавӑн пекех 30 градуса ҫити тайлӑк сийпе хӑпарма пултарнине кӑтартнӑ, ҫакна вӗсем ҫителӗклӗ вӑй пур ҫиле пула тӑвайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем ҫине вырнаҫтарнӑ сенсорсем тавралӑх ҫинчен информацине пуҫтарас тата унпа тивӗҫтерес ӗҫе ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ. Шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, Tumbleweed ҫӗр марс кунӗ хушшинче 422 км ытла инҫӗше куҫма пултарать, вӑтам хӑвӑртлӑхӗ сехетре 0.36 км танлашӗ.
Зондӑн ӗҫе кӗртнӗ моделӗ прототипсенчен пысӑкрах пулмалла — вӗсен диаметрӗ пилӗк метрпа танлашмалла. Tumbleweed-ӑн чи паха енӗ — вӑл питӗ йӳнӗ пулнинче, ҫакна пула Марс ҫийӗнчи тӗрлӗ вырӑнсене тӗпчеме нумай зонд яма май пур.
НАСА-н ҫӗнӗ эксперименчӗ кӑтартнӑ тӑрӑх, авалхи пурнӑҫ паллисене тупса палӑртас тесен Марс ҫинчи роверсен тӑпра тӗслӗхӗсене ҫӗр ҫийӗнчен икӗ метртан е ытларах тарӑнӑшран илме тивӗ.
Тӗпчев кӑтартнӑ тӑрӑх, Марс сийӗнче вырнаҫнӑ ту тӑприпе реголитри аминокислотасем космос пайӑркисене пула малтан шутланинчен хӑвӑртрах арканаҫҫӗ. Хальхи роверсем вара тӑпра тӗслӗхӗсене илес тӗлӗшпе пилӗк сантиметр яхӑн тарӑнӑша ҫеҫ чавайраҫҫӗ. Ку тарӑнӑшсенче вара аминокислотасем тӗппипех арканса пӗтме 20 миллион ҫул хушши кӑна кирлӗ. Чавнӑ чухне перхлоратсемпе шыв хушнине пула аминокислотасен арканӑвӗ тата ытларах хӑвӑртланать.
20 миллион ҫулхи тапхӑр пысӑках мар вӑхӑт тапхӑрӗ шутланать, ӑсчахсем вара планета ҫинче пулма пултарнӑ пурнӑҫ йӗрӗсене планетӑн авалхи сийне тӗпчесе шырасшӑн. Ӑсчахсен шучӗпе миллиард ҫулсем каялла Марс пирӗн Ҫӗр чӑмӑрӗ евӗр пулнӑ.
«Аль-Амаль» тӗнче уҫлӑхӗн агентствӑн арап планета станцийӗ Марс ҫинче поляр ялтӑравӗн ҫӗнӗ йышши тӗсне асӑрханӑ.
Ӑсчахсем атмосферӑн ҫӳлти сийӗ ялтӑртатнин темиҫе сӑнне ӳкерсе илнӗ, вӗсем хушшинче каярах «кукӑр-макӑр дискретлӑ поляр ялтӑравӗ» ята панӑ паллӑ мар пулӑм асӑрханӑ. Вӑл атмосферӑри темиҫе пин километра тӑсӑлакан хумхануллӑ электронсен эмиссин ӑман евӗрлӗ ярӑмсем пек курӑнать.
Тӗпчеве хӗвелӗн вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче ирттернӗ, ҫакӑ вара питӗ вӑйлӑ поляр ялтӑравӗсем туса кӑларнӑ. Ку пулӑма Hope EMUS (The Emirates Mars Ultraviolet Spectrometer) ультрафиолет спектрометрӗпе усӑ курса ҫеҫ ӳкерме май килнӗ — вӑл 90-ран пуҫласа 180 нанометрлӑ хумсене сӑнама пултарайрать.
Ҫулталӑка яхӑн ӗҫленӗ хыҫҫӑн Ingenuity Mars ятлӑ NASA вертолечӗ ҫаплах «ҫӗнӗ» пекех.
NASA реактивлӑ юхӑмӗн лабораторийӗ пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ingenuity планета ҫинче хӑйӗн 21-мӗш вӗҫевне туни пирки пӗлтернӗ, вӑл 129 ҫеккунт хушӑра 370 метр вӗҫнӗ. 2021 ҫулхи ака уйӑхӗнче пӗрремӗш хут вӗҫнӗренпе вертолет пурӗ 4,6 километр ытла ҫӗнтернӗ.
Ingenuity-не технологи мӗнле ӗҫленине тӗрӗслесе пӑхма кӑна хатӗрленӗ, малтанхи планпа килӗшӳллӗн вӑл уйӑх хушшинче пилӗк хутран ытла мар вӗҫмелле пулнӑ. Ҫапах та 1,8 килограмлӑ вертолет хӑйне лайӑх енчен кӑтартнӑран NASA миссие тӑсма шутланӑ, унпа усӑ курса Perseverance марсоход (Ingenuity Марс ҫине унпа лекнӗ) умӗнчи лаптӑксене тӗпчесе сӑнаҫҫӗ.
Вертолет Марс ҫинче ҫулталӑка яхӑн вӗҫнӗ пулин те хӑйне кивелсе пынӑ пек кӑтартман. «Ку таранччен те эпир вӑл япӑхланнине е вертолет хӑйӗн пӗр-пӗр пайне ҫухатнине курмарӑмӑр. Вӑл вӗр-ҫӗнӗскер пекех», — тенӗ ӑсчахсем.
АПШри NASA космос агентствин ӑслӑлӑх специалисчӗсем ҫирӗплетсе каланӑ тӑрӑх, Марс планета ҫинче пурнӑҫ пур. Ӑсчахсем Хӗрлӗ планета ҫийӗнче организм ӗҫӗшӗн кирлӗ азота тупнӑ.
Curiosity космос аппарачӗ пулӑшнипе ӑсчахсем Марс ҫинче пурнӑҫ пуррине ҫирӗплетме пултарнӑ. Космос аппарачӗ Хӗрлӗ планета сийне тӗпченӗ. Ҫӑв шутра Гейл кратер районӗнчи ландшафта та. Ҫапла майпа чӗрӗ планета микрорганизмсемшӗн юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. Унтах азот тупнӑ. Вӑл азот диоксичӗ евӗр. Вӑл вара ӑшӑ чухне нитратсем арканнипе пулнӑ. Пӗр сӑмахпа, нитратсенче чӗрӗ организмсемшӗн кирлӗ азот пур.
Нитратсенче хӑйӑрлӑ, тусанлӑ тӑпрара тупнӑ. Ӑна ҫил Гейл кратера хӑваласа кӗртнӗ. Ку вара тахҫан Марс чӗрӗ организмсемшӗн юрӑхлӑ пулнине ҫирӗплетет.
Америкӑн тӗнче уҫлӑхне тӗпчекен наци управленийӗ (NASA) паян ятарлӑ пресс-конференци ирттернӗ. Унта вӗсем ятарлӑ ушкӑна кӗрекен 8 ӑсчах Марс ҫийӗ ҫинчен ӳкнӗ хӗвел пайӑркисене тӗпчесе тунӑ пӗтӗмлетӳпе паллаштарнӑ.
Спектрлӑ тӗпчеве Хӗвел тытӑмне кӗрекен ҫиччӗмӗш планета тавра ҫаврӑнакан станципе усӑ курса тунӑ. Пӗтӗмлетӳ ӑсчахсене хавхалантарнӑ — Марс экваторӗ тавра вырнаҫнӑ тусен патӗнчи тӗттӗм хӑйсем минараллӑ тӑвар пулни палӑрнӑ. Вӗсем вара юхакан шывпа ҫеҫ йӗркеленме пултараҫҫӗ. Минераллӑ тӑвар структурисенче гидратсем пурри те палӑрнӑ. Пресс-конференцире пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗпчевпе туллин Nature Geoscience журналта тухнӑ статьяра паллашма пулать. Ӑсчахсен шучӗпе ҫак тӗпчев Марс ҫинче шыв пуррине ӗнентерекен чи пӗлтерӗшлӗ пӗтӗмлетӳ.
Ҫиччӗмӗш планета ҫинче шыв пуррине тӑватӑ ҫул каяллах калаҫатчӗҫ. Ҫӗр метр вӑрӑмӑш шыв ҫулӗсем Марс ҫинчи ҫуллахи тапхӑрта йӗркеленеҫҫӗ, хӗлле вара типсе лараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кӳршӗллӗ планета ҫинче пӑр пуррине те ӑсчахсем ҫирӗплетнӗ.
Ӑсчахсем темиҫе миллион ҫул каялла Марс планета нӳрӗрех тата ӑшӑрах пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Орегон университетӗнчи тӗпчевҫӗсем Curiosity марсоход тунӑ сӑнсене тишкернӗ. Вӗсене Марс ҫинчи Гейла кратер тарӑнӑшӗнчи 3,7 миллион ҫул каяллахи тӑпра кӑсӑклантарнӑ. Тӗплӗн тишкернӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ планетӑпа Ҫӗр ҫинчи тӑпрасен пӗрешкеллӗхне палӑртма май килнӗ.
Curiosity тунӑ сӑнсем ҫинчи тӑпра ҫурӑлса кайнӑ сийлӗ, сульфат йӗрӗсем палӑраҫҫӗ, эллипс евӗр шӑтӑксемпе. Кунашкал тӑпрана Антарктикӑри Типӗ Тӳремре тата Чилири Атакама пушхирте тупма пулать-мӗн.
Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал тӑпра Марс ҫинче малтан пурӑнма май пулнине ҫирӗплетмест. Анчах темиҫе ҫул каялла ҫак планета ӑшӑрах тата нӳрӗрех, пурӑнма меллӗрех пулни пирки калама пулать-мӗн.
Марс ҫинче пурнӑҫ пуррипе ҫуккине ӑсчахсем тахҫанах пӗлесшӗн. Фантастсем ку ыйтӑва тахҫанах тӗрлӗрен хуравланӑ пулсан кӳршӗлле планетӑна тӗпчекенсем тӗпчесе пӗлсе ӗненесшӗн.
Ҫӗр ҫинче пурнӑҫа сӑнлакан сывлӑшран пӗри вӑл — метан. Пирӗн планетӑри газа 90% чӗрӗ чунсем кӑлараҫҫӗ. Вӑл Марс ҫинче те тупӑнсан унта — пӗчӗк пулин те — чӗрӗ организмсем пурӑннине палӑртма май пулӗччӗ, анчах «Кьюриосити» аппарат ӑна тупайман имӗш. Ҫапла май ӑсчахсен шухӑшӗпе пирӗнпе кӳршӗллӗ планетӑра чӗрӗ чунсем пурӑнма пултарассин шанчӑкӗ самай чакнӑ. Ҫавах та вӗсем алла усмаҫҫӗ — хӑш-пӗр микробсем иккен метан кӑлармаҫҫӗ, ҫапла май тен вӗсем те пулин унта пуласса шанаҫҫӗ.
Пӗлме: «Кьюриосити» Марс тӑрӑх ҫӳрекен аппарат пӗлтӗр ҫурлан 6-мӗшӗнче планета ҫине анса ларнӑ. Унӑн тӗллевӗ — геологи структурине тӗпчесси тата пурнӑҫ пуррипе ҫуккине пӗлесси. «Кьюриосити» 2014 ҫул варриччен ӗҫлемелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |