Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: НАСА

Ӑслӑлӑх
Марс ҫинчи шӑтӑк
Марс ҫинчи шӑтӑк

НАСА-н ҫӗнӗ эксперименчӗ кӑтартнӑ тӑрӑх, авалхи пурнӑҫ паллисене тупса палӑртас тесен Марс ҫинчи роверсен тӑпра тӗслӗхӗсене ҫӗр ҫийӗнчен икӗ метртан е ытларах тарӑнӑшран илме тивӗ.

Тӗпчев кӑтартнӑ тӑрӑх, Марс сийӗнче вырнаҫнӑ ту тӑприпе реголитри аминокислотасем космос пайӑркисене пула малтан шутланинчен хӑвӑртрах арканаҫҫӗ. Хальхи роверсем вара тӑпра тӗслӗхӗсене илес тӗлӗшпе пилӗк сантиметр яхӑн тарӑнӑша ҫеҫ чавайраҫҫӗ. Ку тарӑнӑшсенче вара аминокислотасем тӗппипех арканса пӗтме 20 миллион ҫул хушши кӑна кирлӗ. Чавнӑ чухне перхлоратсемпе шыв хушнине пула аминокислотасен арканӑвӗ тата ытларах хӑвӑртланать.

20 миллион ҫулхи тапхӑр пысӑках мар вӑхӑт тапхӑрӗ шутланать, ӑсчахсем вара планета ҫинче пулма пултарнӑ пурнӑҫ йӗрӗсене планетӑн авалхи сийне тӗпчесе шырасшӑн. Ӑсчахсен шучӗпе миллиард ҫулсем каялла Марс пирӗн Ҫӗр чӑмӑрӗ евӗр пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/kosmo_off/4550
 

Ӑслӑлӑх

Ҫӗр ҫумӗпе эрнекун чи пысӑк астероид вӗҫсе иртӗ.

Ҫак эрнере Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫумӗпе икӗ километра яхӑн тӑршшӗллӗ «хӑрушлӑх кӑларма пултаракан» чи пысӑк астероид иртсе кайӗ, ӑсчахсен шучӗпе вӑл пирӗн планета патне питӗ ҫывӑха вӗҫсе пырӗ.

1989 JA ят панӑ астероидӑн тӑршшӗ 1,76 километр, унсӑр пуҫне вӑл Ҫӗр чӑмӑрӗ тавра вӗҫекен пӗр ҫухрӑмран кая мар сарлакӑш 878 астероид шутне кӗрет.

Ҫакӑн пысӑкӑш астероид Ҫӗр ҫинче катастрофа кӑларма пултарать, анчах пӑшӑрханма кирлӗ мар. 1989 JA Ҫӗр чӑмӑрӗ патне эрнекун ҫывхарӗ пулин те, Ҫӗрпе чи ҫывӑх вӑхӑтра вӑл пирӗн планетӑран 4 миллион ҫухрӑмра пулӗ, ку вара Уйӑхпа Ҫӗр чӑмӑрӗ хушшинчи инҫӗшрен 10 хут нумайрах. Унӑн хӑвӑртлӑхӗ вара сехетре 48 000 ҫухрӑмпа танлашать, ҫакӑ сывлӑшра пуля хӑвӑртлӑхӗнчен 17 хут пысӑкрах.

«Хӑрушлӑх кӑларма пултараканнисен» йышне ӑна Аполлон астероичӗ пулнӑран кӗртнӗ, урӑхла каласан, унӑн вӗҫев ҫулӗ Ҫӗр орбити урлӑ иртет.

НАСА пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ 172 ҫула илсен ҫак эрнере астероид, Ҫӗр чӑмӑрӗнчен чи ҫывӑхран иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/kosmo_off/4411
 

Лазерлӑ шоу ирттересси пирӗн пурнӑҫа кӗрсе пырать ӗнтӗ. Ун пек япала пирки илтмен чӑваш та юлман пуль. Ку хутӗнче вара сӑмах тӗнче уҫлӑхӗ пирки пырӗ.

АПШ-ри NASA агентство космоса ҫӗнӗ аппарат вӗҫтерсе ярасшӑн. Уйӑх ҫывӑхӗнче вӑл 100 талӑкран кая мар ӗҫлемелле иккен. Тӗллевӗ те паллӑ — Уйӑх ҫинчи сывлӑша тата пирӗн платенӑн спутникӗнчи ҫӗр ҫийне тӗпчесси. Ҫак ӗҫе вара лазерпа тӑвасшӑн.

LADEE (Lunar Atmosphere and Dust Environment Explorer) ят илнӗ аппарата авӑнӑн 6-мӗшӗнче хӑпартса ярасшӑн. Мӗн тӗпчесе пӗлнине те вӑл Ҫӗр ҫине лазер пайӑркипе пӗлтермелле имӗш. Ҫак ӗҫе тума виҫӗ илекен-паракан станци пулӑшмалла. Иккӗшне АПШ-ра ӑсталаса лартнӑ, виҫҫӗмӗшӗ вара Канар архипелагӗнче вырнаҫнӑ, ӑна Европа космос агентсви туса лартнӑ.

LADEE Уйӑх патне 30 кун вӗҫӗ, тата тепӗр ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт ҫыхӑнӑва йӗркелеме кирлӗ пулӗ. Лазер пайӑркине ахаль куҫпа курма май пуррипе ҫуккине ИТАР-ТАСС пӗлтермест ҫав...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.itar-tass.com/c19/850055.html
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 18

1910
114
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ.
1918
106
Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1930
94
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1973
51
Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
1996
28
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть