Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑслӑлӑх: Марса тӗрке курӑк евӗр зондпа тӗпчесшӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.10.2025 23:29 | 46 хут пӑхнӑ
Ӑслӑлӑх
austria-in-space.at сайтри сӑн
austria-in-space.at сайтри сӑн

Нидерландри Team Tumbleweed компани Марса тӗпчеме ҫӗнӗ меслет сӗннӗ. Вӑл планета ҫийӗн хӑйсем тӗллӗн куҫса ҫӳрекен ҫаврака зондсемпе усӑ курма сӗннӗ — вӗсен тӗрке курӑк (выр. Перекати-поле) евӗр ҫил вӗрнипе куҫса ҫӳреме тивӗ.

Хальхи вӑхӑтра 30–50 см виҫеллӗ Tumbleweed прототипсене сывлӑш трубинче тӗрӗсленӗ, 2,7 метр виҫеллӗ прототип ӗҫне вара усӑ курма пӑрахнӑ карьерта тӗрӗслесе пӑхнӑ.

Тӗрӗслевсем кӑтартнӑ тӑрӑх, зондсем хӑйӑр, чул тата чуллӑ тӳремпе куҫса ҫӳреме пултараҫҫӗ — унашкал ҫӗр пичӗ час-часах Марс ҫинче тӗл пулать. Прототипсем ҫавӑн пекех 30 градуса ҫити тайлӑк сийпе хӑпарма пултарнине кӑтартнӑ, ҫакна вӗсем ҫителӗклӗ вӑй пур ҫиле пула тӑвайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем ҫине вырнаҫтарнӑ сенсорсем тавралӑх ҫинчен информацине пуҫтарас тата унпа тивӗҫтерес ӗҫе ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ. Шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, Tumbleweed ҫӗр марс кунӗ хушшинче 422 км ытла инҫӗше куҫма пултарать, вӑтам хӑвӑртлӑхӗ сехетре 0.36 км танлашӗ.

Зондӑн ӗҫе кӗртнӗ моделӗ прототипсенчен пысӑкрах пулмалла — вӗсен диаметрӗ пилӗк метрпа танлашмалла. Tumbleweed-ӑн чи паха енӗ — вӑл питӗ йӳнӗ пулнинче, ҫакна пула Марс ҫийӗнчи тӗрлӗ вырӑнсене тӗпчеме нумай зонд яма май пур. Проекта пурнӑҫа кӗртессине 2034 ҫулччен вӗҫлеме шутлаҫҫӗ.

#тӗнчере, #Марс, #тӗпчевсем, #Нидерланд, #тӗнче уҫлӑхӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/kosmo_off/9989
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем