Чӑннипе каласан, вӗсен кӑна мар-ха, пур ҫӗрте те тасатмалла. Темиҫе теҫетке ҫул каяллӑ тунӑ тасатмалли сооруженисем вӑхӑт иртнӗҫемӗн япӑхса пыраҫҫӗ. Пӗр енчен, вӗсен оборудованийӗ паянхи кун ыйтнипе килӗшсе тӑмасть, тепӗр енчен нумай хваттерлӗ ҫуртсем хӑпарсах пыраҫҫӗ те, сооруженисене тиевӗ те пысӑк лекет.
Тӑвайсем те тасатмалли сооруженисене иртнӗ ӗмӗртех, 1986 ҫулта, тунӑ. Талӑкра 700 кубла метр йышӑнма пултараканскере кайран пӗртте тӗплӗн юсаман. Канализаци пӑрӑхӗсен пӗтӗмӗшле сечӗ вара — 14 пине яхӑн метр. Тӑвай ялӗн хыснинче пӗлтӗр 700 пин тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнӑ пулнӑ. Ӑна вӗсем биологилле тасатмалли сооружение тума проект хатӗрлеме янӑ. Талкӑра 500 кубла метр таса мар шыв тасатаякан станци валли техника условине алла илнӗ, ӑна ӑҫта туса лартассине палӑртнӑ. Халӗ тӑвайсем республикӑн адреслӑ инвестици программине кӗме палӑртаҫҫӗ.