Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Литература ҫулталӑкне уҫнӑ кун учительсене чысларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 25.01.2015 18:19 | 1941 хут пӑхнӑ
Культура

Эрнекун Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗршывра кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Енре Константин Ивановӑн иртнине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.

Программӑна аван йӗркелени пин ҫынлӑ залрисенчен чылайӑшне килӗшрӗҫ. Ҫӑмартара та ҫӳпӗ тупакансем, тен, тиркемелли тупӗҫ те пулӗ-ха, анчах пӗлтӗр Культура ҫулталӑкне уҫнӑ чухнехинчен аванрах пулчӗ тесе хакланине темиҫе ҫынран та илтме тӳр килчӗ. Культура ҫулталӑкне уҫнине пӗлтӗр кайса курман та, калама хӗн.

Театрӑн фойинче ҫыравҫӑсен темиҫе пӗрлешӗвӗ хӑйӗн йышне кӗрекен авторсенчен хӑшӗсенчен ӗҫӗсенчен курав хатӗрленӗччӗ. Республикӑри ытти учреждени те хӑйӗн ӗҫне кӑтартакан курав йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ ҫул елки те фойере пурччӗ. Анчах ӑна теттесемпе мар, кӗнекесемпе илемлетнӗ.

Литература ҫулталӑкне уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑнчӗ. Залра ытти хӑш-пӗр тӳре-шара та пурччӗ.

Кирек епле уяври пекех официаллӑ ҫак мероприятире те чыславсем пулчӗҫ. Сӑмахран, Шупашкарти 4-мӗш лицейра вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Валентина Михайловӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ» хисеплӗ ят панӑ. Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсри шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Валентина Карсакова, Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшри шкулта чӑваш чӗлхипе вӗрентекен Евгений Майков тата Комсомольски районӗнчи Чӗчкенти тутар чӗлхипе литературине вӗрентекен Рамиля Мезитова Элтеперӗн Тав хутне тата ятран паракан сехетне тивӗҫрӗҫ.

#Литература ҫулталӑкӗ, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #Шупашкар, #Шупашкар районӗ, #литература, #Йӗпреҫ районӗ, #Ирҫе Ҫармӑс, #Кӑшавӑш, #Чӗчкен, #Комсомольски районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем