«Чебоксарец» хӑяр пирки пуҫласа эпӗ пӗр 5 ҫул каялла илтнӗччӗ. Анчах ун чух ку вӑл шӳт пуль тенӗччӗ те ун ҫинчен манса кайнӑччӗ», — тесе ҫырать Константин Ишутов блогер.
«Чебоксарец» 2007 ҫулта кун ҫути курнӑ. Шухӑшласа кӑларнӑранпа сутлӑха илсе тухиччен тепӗр чух вуншар ҫул та иртет те, «Чебоксареца» халӗ лавккасенче туняма пулать иккен. Маларах асӑннӑ блогер гибрид хуҫи пулса тӑни пирки хыпарлать. Асӑннӑ сорта Селекци ҫитӗнӗвӗсен патшалӑх реестрне кӗртнӗ.
«Гибрид пирки ҫырнине ӗненсен, вӑл хӑярӑн тӗнчери чи лайӑх сорчӗ тейӗн», — тет блогер. Йӳҫек мар, чир-чӗре парӑнмасть, темле те усӑ курма пулать, хӑвӑрт пулса ҫитет, ҫутҫанталӑкӑн кирек епле условине те парӑнмасть, ҫимӗҫӗ нумай тухать имӗш. Ку вӑл гибрид пирки ӑнлантарнине ӗненсен.
«Чебоксареца» ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Виктор Мотов ертсе пыракан Кироври «Агросемтомс» ӑслӑлӑхпа проивзодство фирми шухӑшласа кӑларнӑ иккен.