Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкасси ял тӑрӑхӗнчи тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсемпе хастарсем Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн «Ӑсталӑх класӗ» мероприяти йӗркеленӗ. Пуҫаруҫисем — ял тӑрӑхӗн администрацийӗ, Ветерансен канашӗн председателӗ Л.П.Антонова, Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ В.И.Борисова. «Ӑсталӑх класӗнче» картише хӑтлӑх кӗртесси, чечек, пахча ҫимӗҫ лартса ӳстересси енӗпе опытпа ылмашӑннӑ.
13 ҫынран тӑракан комисси В.Кудрявцева, А.Егорова, М.Матвеева кил хуҫалӑхӗсене ҫитсе курнӑ. Кашни килтех хӑтлӑхпа тирпейлӗх хуҫаланнӑ. Клумбӑсем, чуччу, вылямалли бассейн, ҫырла тӗммисем… Асӑннӑ кашни хуҫалӑхра канмалли вырӑн йӗркеленӗ.
Парниксенче помидор, хӑяр, пӑрӑҫ пулса ҫитнӗ. Чей ӗҫнӗ май кил хуҫи хӗрарӑмӗсем пыл хурчӗсене, ӳсентӑрана, чечеке мӗнле пӑхмалли пирки калаҫнӑ. Н.Матвееван пахчинче «Пашка» тимӗр шапа пурӑнать.
«Ӑсталӑх класӗнче» кашниех хӑйӗн валли ҫӗнӗлӗх тупнӑ, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашни усӑлӑх кӳнӗ.
Сӑнсем (15)