Ӗнер, кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче, Шупашкарти «Шупашкар: 500 ҫул» паркра шкул ачисем хушшинче йӗлтӗрпе хӑваласа чупас енӗпе «Йӗлтӗр хули» массӑллӑ спорт ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.
Хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртӑва Шупашкарти 26 шкулти 300 ытла ача ҫитнӗ. Ҫак кун сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансем чи лайӑх йӗлтӗрҫӗ ятне илессишӗн тупӑшнӑ. Ӑмӑрту хӗрӳ иртнӗ.
Йӗлтӗр йӗрӗ «Шупашкар: 500 ҫул» паркран пуҫласа кӳлмек таранах выртнӑ. Ҫамрӑк спортсменсене йывӑрлӑхсем кӗтнӗ: тӑвайккине хӑпарасси, чӑнкӑ тӑвайккинчен анасси… Кашниех хӑйӗн вӑйне тӗрӗсленӗ, ҫӗнтерӳ патне талпӑннӑ, уҫӑ сывлӑшпа тата илемлӗ тавралӑхпа киленнӗ.