Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтерет. Ҫӗршывӑн правительствин пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев хушнипе ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрӗ апат-ҫимӗҫ хакне тӗрӗслет иккен. Хушӑва пурнӑҫлассине вӑл Чӑваш Енрен тытӑннӑ.
Маларах асӑннӑ МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывра апат-ҫимӗҫ эмбарги туса хунӑ хыҫҫӑн Раҫҫейре ҫӗрулми вӑтамран 0,2 процент хакланнӑ пулать, пирӗн республикӑра вара — 29 процент. Купӑстана 20 процент хаклӑрахпа туянма тивет, Чӑваш Енре унӑн хакӗ 100 проценчӗпех ӳссе кайнӑ имӗш. Дмитрий Медведев премьер-министр Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗпе Николай Федоровпа тӗл пулнӑ чух кӗпӗрнатторсемпе тата монополипе кӗрешекенсемпе пӗрле хаксене тӗрӗслеме хушнӑ-мӗн. Медведев Чӑваш Енри хаксем мӗншӗн ҫавӑн пеккипе уйрӑмах кӑсӑкланнӑ пулать.
Медведев хушнине пурнӑҫласа ӗнер Николай Федоров министр пирӗн республикӑри хаксене тӗрӗсленӗ.
Аçтахар Плотников // 1376.23.7540
2015.01.10 19:12 | |
Суйлав умӗн тӗрӗслеме килме те хирӗҫ мар пулас. Чӑн та каллех республикӑна ертсе пыма килесшӗн-ши? | |
Agabazar // 1508.73.6233
2015.01.11 10:30 | |
Путин мӗн шутлать — ҫавӑ пулать. |