«Чӑваш Енӗн муниципалитет районӗсемпе хула округӗсен пуҫлӑхӗсем хӗллехи каникула май пур таран усӑллӑ ирттереҫҫӗ», — тесе хыпарлать республикӑн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерстви. Ҫакна ведомство тӳре-шара валли ӗнерпе паян «Чӑваш Ен» санаторире ятарлӑ семинар йӗркеленипе ҫирӗплетет.
Семинар вӑхӑтӗнче пуҫлӑхсем республикӑри ертсе пыракан аслӑ шкулсен лекцийӗсене тӑнланӑ, вӗсем валли тренингсемпе ҫавра сӗтелсем йӗркеленӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн историпе географи факультечӗн деканӗ Олег Широков, сӑмахран, кӑҫал пирӗн ҫӗршыв геополитика тата геоэкономика тӗлӗшӗнчен епле хӑрушлӑхпа тӗл пуласси пирки чарӑнса тӑнӑ.
Тӳресен семинарне ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе кӑҫалхи тӗллевсене палӑртса хӑварнӑ.